Çывракансем – çынсем сайра куракан каçхи чĕрчунсем. Пурнăçĕ вăрманта йывăç çинче иртет. Вăхăта ытларах çывăрса ирттереççĕ. Кĕлеткипе пысăк мар, шăшине аса илтереççĕ. Урисем 5 пӳрнеллĕ, чĕрнисем çивĕч. Ытларахăшĕ ӳсентăран апачĕпе пурнаççĕ.