Çӳлти Чулман Атăл районĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Тури Чулман Атăл районĕ — Киров облаçĕн (Раççей) çурçĕр-тухăçĕнчи административлă пайĕ. Административлă тĕпĕ — Кирс хули.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр-шыв лаптăкĕ — 10 370 çм2 (чи калăпли). Коми Республикипе, Пермь облаçĕпе тата Киров облаçĕн Нагорски, Белохолуницки, Омутнински тата Афанасьев районĕсемпе чикĕленет.
Тĕп юханшывĕсем — Чулман Атăл тата Нухрат Атăл.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районăн халăх йышĕ —37 пин çын (2006), çав шутра хула никĕсĕпе —27 пине яхăн çын.Пурĕпе 62 пурăну вырăнĕ.
- Кай – районăн чи ватă ялĕ, Строгановсем 1558 туса хунă.
- Сорда посёлокĕ.
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район вăтам тайга тăрăхĕнче вырнаçнă та Киров облаçĕн çурçĕр агроклимат ярăмĕ шутне кĕрет. Çурçĕр ярăмра шартлама нӳрĕк хĕл кунĕсем. Вегетаци тапхăрĕ кунта чи кĕски, 153-157 куна çити пырать, сивĕ мар вăхăчĕ —105-110 кун.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тури Чулман Атăл районне СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1965 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи Хушăвĕпе йĕркеленĕ.
1929-1934 – Кай районĕ ят панă, тĕпĕ — Лойно чиркӳ ялĕ, Чулхула енне пăхăнса тăнă.
1934-1936 - Киров енне кĕрет.
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта Рудничный посёлок - Раççейпе пысăк Вятка-Чулман Атăл фосфорит минерал тупăçлакан - вырнаçнă.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пур поселок тата совхозсен тĕп кил йăвисем район тĕпĕпе автомобиль çулĕпе çыхăннă. Кирс хулине облаç хулипе автомобиль тата чукун çул йĕрĕ çыхăнтарать.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- çăва çинчи йывăç часовньă («Кирскабель» завочĕн профилакторийĕ);
- Георгий йывăç чиркĕвĕ, кондовăй хыртан 1881 çулта туса хăпартнă (Волосница сали);
- Афанасий йывăç чиркĕвĕ, 1889 çулта лартнă (Гидаево сали);
- Покров чиркĕвĕ, 1915 çул (Кирс хули);
- Мăн пĕве, Кĕçĕн пĕве, Волосница пĕви, пур шыв лаптăкĕ — 617 га.
- Рудниково вăрман хуçалăхĕнченчи çутçанталăк палăкĕсем: Круглое тата Падун кӳлĕсем, Кай вăрман хуçалăхĕнче – Дикое кӳлĕ.
- Сыхлавра çаплах Лойно сали патĕнчи Чулман Аталăн çыранĕ (тури юр тапхăрĕнчи чул тăпри курăнать).
Граждан вăрçи историпе çыхăннă палăксем:
- 1-мĕш Çапăçу урамĕнчи обелиск (Кирс хули);
- граждан вăрçи паттăрĕсен палăкĕ (Кирс хули);
- палăк («Кирскабель» завадăн паркĕ – Кирс хули);
- граждан вăрçи паттăрĕсен тăванлă çăви (Кай сали).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Облаç администрацин сайтĕнчи хыпарсем 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |