Контент патне куҫ

Немски районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Немски районĕКиров облаçĕн (Раççей) кăнтăр-тухăçĕнчи пайĕ. Административлă тĕпĕ — хула евĕр посёлокĕ Нема.

Паллă шывсем — Немда тата унăн юпписем. Çĕр-шыв лаптăкĕ — 2158 çм2. Район çурçĕрте тата çурçĕр-тухăçра Киров облаçĕн Богородски тата Унински, кăнтăр-тухăçра тата кăнтăрта — с Уржум тата Кильмезски, анăçра — Нолински тата Сунски районĕсемпе, тухăçра - Удмуртипе чикĕ тытать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 10 пин çын пурăнать (2006), çав шутра хула евĕр вырăнсенче 4 пине яхăн. Пурĕпе 46 пурăну вырăнĕ шутланать.

Района 1929 ç. йĕркеленĕ.