Аввакумов Илья Семенович
Аввакумов Илья Семенович | |
Аввакумов Илья Семенович | |
Çуралнă чухнехи ят | Аввакумов Илья Семенович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1900 |
Çуралнă вырăн | Хальхи Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Пăвакасси (ун чухне Хусан кĕперни) |
Вилнĕ вăхăт | 1980 |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх |
Аввакумов Илья Семенович (Хусан кĕпернин Çĕрпÿ уесĕнчи Пăвакасси, 1900 — 1980, Йошкар-Ола) — архитектор. Шупашкар хулинче 1930-1934-мĕш çулсенче ĕçленĕ, конструктивизм юхăмне кĕрсе вăй хунă. 1934-мĕш çул хыççăн Шупашкара ĕçлеме урăх килмен.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1927-мĕш çулта Пăвакассинче çуралса ÿснĕ. 1917-мĕш çулччен килте хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1917-1920-мĕш çулсенче — Златоуст хулинче. 1920-мĕш çултан пуçласа — Томск кĕпĕрнин социаллă тивĕçтерев уйрăмĕнче. Çав вăхăтрах илемлĕх (ÿнер) студийĕнче вĕреннĕ, кайран халăх вĕрентĕвĕн уйрăмĕн ӳнер палăкĕсене тата аваллăха сыхлас айурăмĕнче ÿкеревçĕ пулса тăрăшнă.
1922-мĕш çулта ăна Томскри ÿнер ĕçлевçисен пофсоюзĕ Наркомпросăн Мускаври илемлĕх-техника мастерскойĕсене (ВХУТЕМАС) вĕренме яма йышăнать. Анчах та И. С. Аввакумовăн, укçа-тенкĕ çитменнине кура, апла тума май килмест. Тепĕр çулхине ăна каллех яма йышанаççĕ, вăл каять, анчах çул çинче докуменчĕсене вăрлаççĕ те, хайхи ВХУТЕМАС сумĕнчи рабфака çеç, сӳретле ӳнер енĕпе, кĕме май килет. Чăннипе унăн, документсем тăрăх, тÿрех аслă шкула кĕме тивĕç-ирĕк пулнă. Рабфака 1926-мĕш çулта пĕтерет, ВХУТЕМАСăн архитектура факультетне вĕрнме кĕрет.
Мускаври аслă шкулта архитектура факультетĕнчен (1930)-мĕш çулта вĕренсе тухнă та Шупашкара çав енĕпе ĕçлеме килнĕ. 1934-мĕш çулччен ĕçленĕ.
И. С. Аввакумовăн Шупашкартан тухса кайнă хыççăнхи пурнăçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ питех паллă мар.
1935-1936-мĕш çулсенче Оренбург (ун чухне ăна Чкалов тенĕ) хулин тĕп архитекторĕ. 1954-1957-мĕш çулсенче — Новороссийск хулин тĕп архитекторĕ.
Шупашкарти вăл проектланă хапавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Яков Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕн çурчĕ
- Кардиологи центрĕ (ытти хыпарсемпе — тухтăрсен квалификацине ÿстерекен вĕрентĕшĕн çурчĕ, Çеçпĕл Мишши урамĕ)
- ЧЭАЗ корпусĕ (малтан пединститут корпусĕ пулнă)
Пурнăçа кĕмен проектсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Канашсен çурчĕн проекчĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Долгов-Кавалсем, В. E. Архитектор / В. E. Долгов-Кавалсем // Хĕрлĕ ялав (Вăрмар. р-нĕ). – 1994. – 7 апр.
- Рахимов, Р. К. Аввакумов Илья Семенович / Р. К. Рахимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 48.
- Рахимов, Р. К. Аввакумов Илья Семенович / Р. К. Рахимов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 17.
- Рахимов, Р. К. Аввакумов Илья Семенович // Рахимов, Р. К. Архитекторы Чувашии / Р. К. Рахимов. – Чебоксары, 2000. – С. 9-10.
- Терентьев, А. И. Зодчие // Терентьев, А. И. Чебоксары и чебоксарцы / А. И. Терентьев. – Чебоксары, 2000. – С. 246-251.
- Терентьев, А. И. Зодчие Чебоксар / А. И. Терентьев // Чебоксар. новости. – 1994. – 9 февр.
- Ухналев А. Е. Невская ограда Летнего сада. Очерк истории строительства. СПб.: Левша, 2006. ISBN 5-93356-043-X
- Коренцвит В. А. Автор невской ограды Иван Фок? 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. // АРДИС, № 3(31) 2006
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Йошкар-Олара вилнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Архитекторсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Раççей архитекторĕсем
- Чăвашран тухнă архитекторсем
- Чăваш Ен архитекторĕсем
- Архитектура
- Шупашкар архитекторĕсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем