Акăлчансем
Акăлчансем | |
Тăван ячĕ | Englishmen |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 90 млн Çĕнĕ Зеланди 44,202 - 281,895 | |
Чĕлхе | акăлчан чĕлхи |
Тĕн | англиканлăх, католици |
Расă тĕсĕ | европеоидсем |
Тăван халăхсем | нимĕçсем, дансем, валлисем, шотландсем, ирландсем |
Пулса кайни | анкăлсем, саксем, ютсем, бриттсем |
Акăлчансем (акăл. Englishmen, English people) — Аслă Британин тĕп халăхĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Аслă Британи утравĕнче анкăл, сакс, фриз тата ют герман тата утраври кельт йăхĕсенчен йĕркеленнĕ халăх.
Акăлчан этносĕнчен пулса тухнă çын, АПШ, Канада, Австрали тата КАР гражданĕсене шута илсен, паянкуна пĕтĕмĕшле тĕнчере 110 мильона яхăн пулать.
Аслă Британири акăлчансен шучĕ 44,7 млн çын. Ыттисем çаплах Канада, АПШ, Австрали, Çĕнĕ Зеланди, КАР, Ĕнчĕ т. ыт. патшалăхсенче пурăнаççĕ. Вĕсем акăлчан чĕлхин британ варианчепе калаçаççĕ; диалекчĕсем: тухăç, çурçĕр, кăнтăр, анăç, кент. Çырулăхĕ латиница никĕсĕпе. Аваллăхра рунă çырăвĕпе усă курнă. Тĕне тытакансем — ытлрахăшĕ протестант-англикансем, çаплах католиксем те.
Кулленхи пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]90 % акăлчан хулара пурăнать. Нуклеарлă çемьесем; ачасăр мăшăрсем чылай. Халăх çиччĕ çав тери пысăк конурбацинче пурăнать, чи пысăкки — Мăн Лондон (7 млн яхăн çын). Хула варринче лапам тата собор (тăтăшах готика тĕслĕ).
Тухăç енче ялсем, анăç енче хуторсем е фермăсем. Çӳллĕ çуртсем, икĕ енлĕ чăнкă тăрăсем, черепицăпа е шиферпа витнĕ. Каркаслă çуртсене чулран, вĕт чултан, акшар плитинчен тунă, çĕнĕреххисене — кирпĕчрен.
Çӳллĕ мар çуртсем, иккĕ этажра вырнаçнă хваттерсем.
Акăлчан архитектурине XVII—XVIII ĕмĕрсенче голландсем чылай сĕм янă. Кунчен, хытă кăмăллă акăлчансем чылай хушă готика тĕсне тытса пынă.
Тумтирĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Акăлчансен тум-тирĕн йăли XIX ĕмĕрте пулса çирĕпленнĕ. Ахаль те çирĕп тĕслĕ йĕрсем, çемçе те тăнăç тонсем. Халĕ спорт тум-тирне тăхăнма юратаççĕ. Вăтам ĕмĕрти тум-тирĕн элеменчĕсене тӳресен, гвардейсен, студентсен, парламентарисен тумĕнче курма пулать.
Апат-çимĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ытларах аш (ростбиф, бифштекс, бекон), пулă çиеççĕ. Çаплах пудинга (вĕсене тĕрлĕ çимĕçрен хатĕрлеççĕ) тата сĕлĕ пăттине кăмăллаççĕ. Франци кухнине танлаштарсан акăлчансен чи тутлă марри шутланать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ The CIA World Factbook
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тĕнче халăхĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |