Контент патне куҫ

Анкăлсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Анкăлсем (лат. Angli, акăл. Angles, ним. Angeln) — герман йăхĕ, вĕсене пĕрремĕш Тацит асăнать.

IV ĕмĕрV ĕмĕр пуçламăшĕнче анкăлсем Ютландин кăнтăр енче (Германин Шлезвиг-Гольштейн федераци çĕрĕн территорийĕ) пурăннă. VI ĕмĕрте сакссемпе пĕрле Британи çĕрне çĕнтерсе илнĕ. Çакăн хыççăн виççĕ патшалăх йĕркеленĕ: çурçĕр анкăлсем — Нортумбрине, вăтисем — Мерсине, тухăçрисем — Тухăç Англине.

VII-X ĕмĕрсенче анкăлсемпе сакссем пĕрлешсе пĕр халăх пулса тăнă. Вĕсем хальхи акăлчансен мăн аслашшĕсем (ламтайĕсем) пулаççĕ.