Акварель

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уинслоу Хомер. Виçĕ кимĕ. Акварель, 1880

Акварель (фр. Aquarelle — шывлă; итал. acquarello) — сăрă-ӳнер тĕсĕ, илем хайлавĕсене шывра ирĕлекен юри хатĕрленĕ сăрăсемпе сăнарлани.Сăрă шывра ирĕлсе тăрă та çӳхе пигмент пулса тăни тĕссене çăмăл та сывлăшлă, ачаш туса усă курма май парать. Акварель ӳнерĕн хăйне май енĕсене (япала калăпăшне тата тавралăха пуян тĕслесе сăнарлани) тата графикапа (хут сăнар ĕçĕнче юлашки вырăн йышăнмасть, сăрă хут çинче хăпартланса тăмасть, çу сăррисенчен уйрăммăн, яка юлать) пĕрлештерет.

Меслечĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кун-çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

М. А. Врубель. Стаканри роза. Акварель, 1904,Патшалăх Третьяков галереи

Акварель меслечĕ Китайра пирĕн эрари II ĕмĕрте, хут туса туса кăларма вăреннĕ хыççăн аталанма пуçланă. XII—XIII ĕмĕрсенче хут Европара анлăн сарăлнă, чи малтанах Испанипе Италире.

Европара шыв сăрри ӳнерĕ ытти сăрă ӳнер тĕсĕсенчен каярах çуралнă. Чĕрĕлӳ тапхăрĕн паллă ăстисенчен шыв сăрри ӳнерĕнче тарăн йĕр хăваракансем — Дюрер, унăн «Мулкач» ĕçĕ хрестоматиллĕ пулса тăнă, каярах Антонис ван Дейк, Клод Лоррен тата Джованни Кастильоне. Апла пулин те ку тĕслĕхсем XVIII-XIX ĕмĕрсем таранах çителĕксĕр пулнă май 1829-мĕш çулта Пайо де Монтабер çырнă «Traite Complete de peinture» («Сăрă-ӳнер çинчен тулли трактат») ĕçĕнче те ниме тăман хисепсĕр ӳнер пек çиелтен çех аса илет. Ун пек пулин те кĕске вăхăтрах итал ӳнерçи Багетти тата ытти ӳнер ăстисем акварель аталанса çу сăррисемпе ăмăртма пултарнине кăтартнă. Акварель витĕр курăнакан сăрăсем шутласа кăларсан татах та вăй илнĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Клюнинг А. Материалы акварельной живописи // Художник. 1975, № 9. С.60-62.
  • Современная советская акварель. Автор вступ. ст. В. И. Володин, составитель Н. А. Володина. М., Советский художник, 1983.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]