Александров Алексей Геннадьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Александров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алексей Александров
Aleksej Aleksandrov 2009.jpg
Пайăр хыпар
Арлăх: арçын
Тулли ят: Александров Алексей Геннадьевич
Гражданлăх:

Flag of Belarus.svg Беларуç

Flag of Russia.svg РФ
Ăстаçăлăх: шахмат
Çуралнă вăхăт: 11 çу 1973
Çуралнă вырăн: ГДР
Тренер(сем): Михаил Шерешевский

Алексей Геннадьевич Александров(1973-мĕш çулта ГДРта çуралнă. Хăшпĕр çăлкуçра Минск тесе те палартаççĕ. — чăвашран тухнă тĕнчери гроссмейстер[1]. Ахăртнех, ун пекки чăвашсем хушшинче урăх çук та пулĕ. Çавăн пекех вăл Беларуç республикин шахмат енĕпе тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕ. Беларуç республикин чемпионĕ (1989, 1990, 1996, 2007). 1991-мĕш çулта 18 тултарман шахматистсен тĕнери чемпионатĕнче броза медаль çĕнтерсе илнĕ. 1992-мĕш çулта 20 тултарман шахматистсен Европа чемпионатĕнче ылттăн медаль çĕнтерсе илнĕ. Тепĕр çултан (1993) çавнашкал чемпионатрах — бронза медаль. Еаропăн 2000-мĕш çулхи вице-чемпионĕ. Шахматла хăвăрт выляссипе Европа чемпионĕ (Варшава, 2007). 2008-мĕш çулхи çавнашкал чеспионатра — бронза медаль. Беларуç чысне хÿтĕлесе вунă шахмат Олимпиадине (1996, 1998, 2000, 2002, 2004, 2006, 2008, 2014, 2016, 2018), Европăн командăлла пилĕк чемпионатне (1992, 1997, 1999, 2003, 2017) тата Тĕнче Кубокĕн ăмăртăвне (2017) хутшăннă[2]. Санкт-Петербургри Петров мемориалĕн (2000) тата Минскри Inautomarket Open пĕтĕм тĕнчери турнирăн (2005) çĕнтерÿçи[3].

Беларуç гражданинĕ, пурăнасса та унтах пурăнать. Çавăн пекех унăн Раççей (РФ) гражданлăхĕ те пур[4].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1973-мĕш çулта ГДРта çуралнă. Унта унăн ашшĕ, Геннадий Алексеевич Александров, çарçынни, çар хĕсметĕнче тăнă. Геннадий Александрович — Чăваш республикинчи Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă çын. Шахмитистăн амăшĕ те, Луиза Александровна, чăвашах, вăл Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Геннадий Алексеевич Александров, полковник, Беларуçри чăвашсен "Атăл" пĕрлĕхне ертсе пырать[5]. Луиза Александровна Александрова — "Атăл" пĕрлĕх çумĕнчи "Хамăр ял" ансамбле çÿрет. Вăл каланинчен[6]:

<Куçару: — Чăваш Ене пире тымарсем туртаççĕ, чăннипе вара пĕрлĕх унта çуралнисене çеç мар, ытти тĕлсенчен (Балтиçум, Украина, Молдова, Мускав облаçĕ) кунта килсе вырнаçнă чăвашсене те пĕрлештерсе тăрать. Çавăнпа ятра "тĕнчери" тени пур, Буларуçре эпир менпурĕ 2,5 пин çын. Тĕллевĕ кунта килсе йăхташсемпе тăван чĕлхепе калаçма май тупасси. Тăван чĕлхене кашни кун аса илетпĕр, ачасене вĕрентетпĕр. Хамăрах сăмахсарсем, калаçу кĕнекисем ăсталатпăр, пĕрне-пĕри паратпăр. Хăшпĕр асламăшĕ-кукамăшĕсене мăнукĕсем чăваш чĕлхине верентеççĕ...>
Алексей Александров (сылтăмри) хисеп пьедесталĕ çинче. Баку, 2016
Алексей Александров (сылтăмри) хисеп пьедесталĕ çинче. Баку, 2016
Алексей Александрова медальпе чыслани. Баку, 2016

Алексей Александровăн ачалăхĕ Белоруссири Кобрин хулинче иртнĕ. Вăл кунти 4-мĕш номерлĕ шкулта вĕреннĕ.

Шахматпа еплерех кăсăкланма пуçланине çапла аса илет[4]:

<Куçару: Шахматпа мĕнле аппаланма пуçланине пит аван астăвап. Кăна мансăрах татса пачĕç теме пулать. Эп Кобринра 4№ шкулта вĕренеттĕм, класс ертÿçи кашнийĕнех секцие çырăнмалли пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем вара виççĕ: ÿкересси, бал ташшисем тата шахмат. Пурте паллах çырăнчĕç. Манăн секцири ĕçхĕл тÿрех ăнса пыма пуçларĕ. Тепĕр эрнеренех эп ДЮСШна куçрăм.>

Часах унпа Беларуçри чи паллă шахмат тренерĕсенчен пĕри Михаил Шерешевский ĕçлеме пуçлать.

Шахматист 1997-мĕш çулта тĕнчери гросссмейстер пулса тăнă.

Шахмат олимпиадисенчи результатсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çул Хула Турнир + = Результат вырăн Уйрăммăн калани
1996 Ереван 32-мĕш олимпиада 4 2 5 6½ , май пурри 11
1998 Элиста 33-мĕш олимпиада 6 1 5 8½ , май пурри 12 3[7] иккĕмĕш хăма
2000 Стамбул 34-мĕш олимпиада 4 0 6 7 , май пурри 10
2002 Блед 35-мĕш олимпиада 4 2 7 7½ , май пурри 13
2004 Кальвиа 36-мĕш олимпиада 2 1 9 6½ , май пурри 12
2006 Турин 37-мĕш олимпиада 3 4 3 4½ , май пурри 10
2008 Дрезден 38-мĕш олимпиада 6 1 2 7 , май пурри 9
2014 Тромсё 41-мĕш олимпиада
2016 Баку 42-мĕш олимпиада 3[7] резерври хăма
2018 Батуми 43-мĕш олимпиада
миçе май пурринчен

Шахматри рейтингĕ еплерех улшăнса пыни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Aleksandrov, Aleksej rating.jpg


Алексей Александров хутшăннипе тухнă кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Александров Алексей Геннадьевич, Давыдюк Степан Иосифович. "Пешки - даром?" Жанр: Развлечения, Спорт Язык: русский Год: 2002 Издатель: Полымя.Город: Минск. ISBN 985-07-0410-1
  • Александров А.Г., Давыдюк С.И. Кому служат пешки? Минск: Беларусь. 2005. 72 с. ISBN 985-01-0520-8.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çаплах пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]