Алексеев Григорий Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Григорий Алексеевич Алексеев
Alekseev GA.jpg
Çуралнă вăхăт 1903 çул
Çуралнă вырăн Раççей империйĕ Хусан кĕперни Исетерккĕ халь Муркаш районĕ Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт 1943 çул
Вилнĕ вырăн паллă мар
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ пехота
Пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1943
Хисеп
Ĕретри
Чаç Вăта фронтăн 63-мĕш çарĕн 149-мĕш перевçĕсен дивизин 744-мĕш перевçĕсен полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Алексеев Григорий АлексеевичСовет Союзĕн паттăрĕ, 1903 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. 1943-мĕш çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Хăшпĕр источниксемпе - 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче вилнĕ (çапăçура).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1925-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Чикĕ çарĕнчи артиллери полкĕнче хĕсмете тăнă. Салтакран Иваново облаçĕнчи Долматовский поселока таврăннă. Кинешма хулинче участок милиционерĕ пулнă. 1941-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. Килĕнчен пĕтĕм 8 пĕртăван та вăрçа кайнă.

Çапăçусенче хастарлăх кăтартнă, Ржев хули патĕнче танк çунтарнă. Днепр урлă каçнă чух хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гомель облаçĕнчи Лоев пос. патĕнче тăшман хăрушă пенине пăхмасăр десант ушкăнĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарăма хӳтĕленĕ чухне темиçе танка персе çунтарнă. Темиçĕ хут аманнă пулсан та, çапăçу хирĕнчен кайман.

Госпитальте вилнĕ.

Тăван ячĕпе ун ячĕллĕ урам пур.

Иваново облаçĕнчи Заволжск хулинче Алексеевăн палăкне лартнă.

Вăрçăран 8 пĕртăванран 4-шĕ анчах таврăнаççĕ, иккĕшĕ часах вилеççĕ.

Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ - 30.10.1943
  • Ленин орденĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Белова, И. Григорий Алексеев пурнăçĕнчи çĕнĕ йĕрсем / И. Белова // Çĕнтерӳ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). – 2008. – 22 нарăс. – С. 2.
  • Николев, А. Григорий Алексеев : Пĕрремĕш хут ; Днепр, Днепр... ; Тăшман иртеймерĕ ; Паттăрсем вилĕмсĕр // Николаев, А. Паттăрсен çемйи / А. Николаев. – Шупашкар, 1979. – С. 22-32.
  • Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеев // Хатĕр пул. – 1985. – № 9. – С.24-25.
  • Алексеев Григорий Алексеевич (25.10.1903–1944) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии [Изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
  • Алексеев Григорий Алексеевич // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 32.
  • Ашик, М. В. Этергомский десант / М. В. Ашик. – С.-Пб., 2000.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. – Т. 1. – М. : Военизд., 1987.
  • Изоркин, А. В. Алексеев Григорий Алексеевич / А. В. Изоркин, В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 77.
  • Навечно в сердце народном. – 3-е изд., доп. и испр. – Минск, 1984.
  • Подвиг. – 3-е изд., испр. и доп. – Ярославль, 1980. – С.11-13.
  • Савельев, Г. Алексеев Григорий Алексеевич // Савельев, Г. Люблю тебя, край родной! / Г. Савельев. – Аликово, 2007. – С. 71-72.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Алексеев Григорий Алексеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче