Контент патне куҫ

Алеманн Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Википедири Favicon Алеманн Википедийĕ
Ошибка скрипта: Функции «struc» не существует.
Уйрăмăн логотипĕ
Уйрăм пичĕн скриншочĕ
URL: als.wikipedia.org
Проект пахалăхĕ: Ыркăмăллă
Сайт тĕсĕ: Эрешлĕ энциклопеди
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе: алеманнский[d]
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 13 Чӳк уйӑхӗн 2003
Статья шучĕ: 30 669
Страница шучĕ: 73 633
Тӳрлетӳ шучĕ: 1 057 862
Регистрланă хутшăнакан: 107 431
Хастар хутшăнакан: 80
Администраторсем: 8
Тарăнăш: 28,2
Номер, статья шучĕпе 115

Алема́нн Википе́дийĕ (алем. Alemannischi Wikipedia) — раздел Википедин нимĕç чĕлхин Алеманн пуплевĕпе хайланă уйрăмĕ.

2003 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче эльзас диалекчĕпе хайланă Википедин уйрăмĕ уçăлнă. Тепĕр çултан ăна хастарлăх начаррине пула мĕнпур алеманн диалекчĕсене хушăнтарас тесе анлăлатнă. 2004 çулта мĕнпур алеманн диалекчĕсене Википедире пĕрлĕ als префиксĕпе (кодпа) палăртма йышăннă.

Википедин çак уйрăмне хутшăнакасем Германире, Швейцарире, Австрире, Францире, Лихтенштейнра тата темиçе çын Италире (вĕсем Вальзер пуплевĕпе калаçаççĕ) пурăнаççĕ.

Алеманн Википединчи статьясен шучĕн ӳсĕмĕ[1]
Шучĕ Вăхăт Статья
1 статья раштав, 27 - 2003 Chemie
100 статья юпа, 8 - 2004 Jungle Brothers
500 статья çу, 15 - 2005 Richard Dindo
1000 статья юпа, 13 - 2005 Le Landeron (Zunftwesen)
2000 статья çĕртме, 7 - 2006 Geschichte des Elsass
3000 статья çу, 1 - 2007 Arlise
4000 статья утă, 12 - 2008 Erklärig vo de Mensche- und Bürgerrächt
5000 статья çу, 8 - 2009 Hunschpach
6000 статья нарăс, 21 - 2010 Amt Meiebärg
7000 статья раштав, 14 - 2010 Batterf
8000 статей нарăс, 22 - 2011 Buttwil
9000 статья çу, 16 - 2011 Boron
10 000 статья çĕртме, 22 - 2011 Josef Villiger

Уйрăмăн кочĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

als кода усăва кĕртнĕ пулнă, çавăнпа 2003 çулта эльзас диалекчĕ валли код пулман. ISO 639-3 хăшпĕр алеманн диалекчĕсем валли тăваттă код уйăрса панă:

  • gct — Alemán Coloniero валли[2]
  • gsw — швейцар нимĕç тата эльзас диалекчĕсем валли
  • swg — шваб нимĕç диалекчĕ валли
  • wae — вальзер пуплевĕ валли

Тăванлă проектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедисĕр пуçне, Алеманн пуплевĕпе als:wp йышĕнче уйрăм ятлă уçлăхсене ĕçе янă:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]