Лихтенштейн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Fürstentum Liechtenstein

Лихтенштейн кнеçлĕхĕ

Лихтенштейн ялавĕ Лихтенштейн гербĕ
Лихтенштейн ялавĕ Лихтенштейн гербĕ
Патшалăх чĕлхисем нимĕç
Тĕп хула Вадуц
Чи пысăк хула Шан
Кнеç Ханс Адам II
Правительство пуçлăхĕ Даниэль Риш
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
189 вырăнта
160 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2000)
 - Йышлăхĕ
187 вырăнта
33 307
203/км²
Валюта ячĕ Швейцари франкĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +01 пуçласа +01 таран
Патшалăх гимнĕ Лихтенштейн патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .li
Тел. префиксĕ 423

Лихтенштейн Кнеçлĕхĕ (ним. Fürstentum Liechtenstein, фр. principauté de Liechtenstein), — Европа варринчи пĕчĕк (160 тăваткал çухрăм) патшалăх. Тĕп хули — Вадуц. Лихтенштейн кăнтăр енче Австрипе, анăç енче Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Патшалăх — конституциллĕ абсолютлă монархи. Кнеçĕ Конституци тăрăх чи çӳллĕ тытăмĕ шутланать, вăл хăй тĕллĕнех ăна улăштарма е пăрахăçлама пултарать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халапсенче каланă май, 300 çулта таса Лука çак çĕрти Рим çыннисене пăхăнса тăракан халăха Христос тĕнне кĕртнĕ. Франксем 536 çулта çĕре хăйсен аллине тытса илнĕ. Аслă Карл вăхăтĕнче епископа кĕперне пуçлăхĕнчен кăларнă. 911 çулчен — Германи империйĕ герцогствăсем çине арканиччен — Каролингсен аллинче пурăннă. Шваб герцогство тата паянхи Лихтенштейн çĕрĕсенчи Шелленберг тата Вадуц феодал çĕр пурлăхĕсем пулса тăнă, вĕсем Рим империйĕ шутĕнче пулнă. 1507 Максимилиан император Вадуца уйрăм правасем, привилегисем тата суверенитет панă, ясак пуçтарма ирĕк тунă. Çак ирĕклĕхе Австри Лихтенштейн çемьине панă. 1699 çулта Шелленберга, 1712 çулта Вадуца Лихтенштейн кнеçĕ укçалла туяннă. 1719 çулта икĕ çĕрне пĕр кнеçлĕхе пĕрлештернĕ. Ку Лихтенштейн патшалăхăн çуралнă кунĕ пулса тăнă. 1815-1866 çулсенче Лихтенштейн Германи ушкăнне кĕнĕ. 1866 çулхи Австрипе Прусси вăрçинче Лихтенштейн Австри енче хутшăннă, 1876-1918 çулсенче Австро-Венгрипе кĕске çыхăнусем тытнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Лихтенштейн Австрипе килĕшӳ хутне пăсса Швейцарипе çывăхланма пуçланнă: 1921 çулта сутă-илӳ тата почтă хĕсмет ĕçĕсем пирки килĕшӳ тунă, 1924 — таможня ушкăнне пуçарнă. Çак Лихтенштейнра швейцари укçисемпе усă курма пуçланă (1 швейцари франкĕ = 100 сантим). Хăйĕн укçа паллисене Лихтенштейн пичетлемест. 1919 çултанпа Швейцари Лихтенштейнăн ют çĕрсенчи дипломат тата консул ĕçĕсенене тытса пырать.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче кнеçлĕх нейтралитет тытнă. 1990 çулта Лихтенштейн ООН-а, 1991 – Европăри ирĕклĕ сутă-илӳ ассоциацине кĕнĕ.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕршывра 30 654 çын (1995) пурăнать, халăх-çын вăтам тăвăрлăхĕ -190 çын тăваткал çухрăма. 1 000 çын шутне çулне - 12,95 ача çуралать (1995). 6,56 вилекенсем 1 000 çын шутне (5 ача вилĕмĕ - 1 000 çуралнă ача шутĕнчен). Пурнăçăн вăтам вăрăммăшĕ: арçынсен - 74 çул, хĕрарăмсен - 81 çул (1995). Халăхăн чылайăшĕ - лихтенштейнсем (аллемансем), ыттисем - итали, швейцари тата австри çыннисем. Официаллă чĕлхе - нимĕç чĕлхи. Тĕне тытакансем: католици -(87%), протестант - 7% яхăн.