Контент патне куҫ

Швед Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Швед Википедийĕ
Idtl Википедин логотипĕ
URL: sv.wikipedia.org
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): швед чĕлхи
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2001 çулхи çу уйăхĕ
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Швед Википедийĕ Викиампарта

2001

Швед чĕлхиллĕ Википеди (шв. Svenskspråkiga Wikipedia), 2006 çулчен Швед Википедийĕ (шв. Svenska Wikipedia) — Википедин швед чĕлхиллĕ уйрăмĕ.

2009 çулхи авăн, 15 уйрăмра 329 270 статья, 128 739 регистрланнă хутшанакан пулнă, тĕнчере вунпĕрремĕш вырăна (Вырăс Википедийĕ хыççăн) йышăннă.Швед Википедин администрацине 2006 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа çулсерен суйлаççĕ. Швед Википединчи арбитраж комитечĕ 2006 çулхи чӳк уйăхĕнче уçăлать.[1] 2005 çулхи йышăнупа швед Википединче fair use ирĕкĕпе усă курмалли мар ӳкерчĕксене эмблема е герб пулсан кăна кĕртме юрать.

2001 çулхи çу уйăхĕнче, нимĕç Википедипе пĕр тан вăхăтрах, акăлчанпа каталан чĕлхиллĕ версисем хыççăнах, ĕçлеме тытăннă.

Малтан Ларс Аронсон 2001 çулхи юпа уйăхĕнче пуçарса янă, 2003 çулхи çу уйăхĕнче тĕнчере иккĕмĕш вырăна тухнă швед чĕлхиллĕ susning.nu wiki-сайтпа ăмăртнă. 2004 çулхи акара susning.nu сайта редакцилеме чарнипе унта хутшăнакансем швед Википедине куçаççĕ. 2005 çулхи кăрлач, 14 проектри статья шучĕ susning.nu сайтĕнчи йышĕнчен иртсе каять.

Статистика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çулхи ака, 3 тĕлне Швед Википединче 311 300 статья (11-меш вырăн Википедин чĕлхе уйрăмĕсем хушшинче) тата 108 500 регистрациленнĕ хутшăнакан пулнă. Статья шучĕпе швед уйрăмĕ чылай хушă вырăс Википедири хутшăнакансемшĕн хăваласа çитмелли тĕлĕ (2008 çулхи çăвăн 19-мĕшĕччен) шутланнă, вырăссем иртсе кайсан шведсен уйрăмĕ чи пысăк аунă ят-йышран тухса ӳкет.

2009 çулхи çу, 25 тĕлне уйрăма 316 696 статья çырса кĕртнĕ

Швед уйрăмĕ кирлĕ статьясене çырса вырнаçтарссипе пысăк вики-уйрăмсем хушшинче чи начарри. Çак кăтартупа вăл, статья шучĕпе кĕçĕнрех китай, финн тата арап википедисенчен кая юлса пырать. Швед википединчи статьясен калăпăшĕ ытла пысăках мар.

Пресса, швед уйрăмне вандалсенчен сыхламаншăн тата тĕрĕс мар хыпар кĕртнĕшĕн ятланă[2]. TV8 швед телеканалĕ Швед википединче тахçанах юри пăсса хунă статья тупнă пирки пĕлтернĕ: тĕслĕхрен, Джордж Клуни «коммунист» тесе сăмахланă, Златан Ибрагимовича «чиканран» «преступник» çине куçарнă. Журналистсем асăрханипе, Швецири политика ĕçтешĕсем пирки статьясене политика конъюнктурипе татăçуллă тӳрлетнĕ IP-адресĕсем швеци пардламенчĕн çуртĕнче — риксдагра — вырнаçнă пулнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.