Анисимов Яков Анисимович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Яков Анисимович Анисимов
200px
Çуралнă вăхăт Шаблон:ÇуралнăВахăт
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ, Хусан кĕперни, халь Чăваш Ен Муркаш районĕ Карманçырми
Вилнĕ вăхăт 5 раштав 1944
Вилнĕ вырăн Эрчи хула, Венгри
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ Типçĕр çарĕсем
Хĕсмет çулĕсем 1938-1944
Хисеп
Капитан
Капитан
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Яков Анисимович Анисимов (юпан уйăхĕн 17-мĕшĕ 1906 — раштавăн 5-мĕшĕ 1944, Эрчи хули патĕнче, Венгри) — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], гварди капитанĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕнче(хальхи Муркаш районĕ) чухăн хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Карманçырми, Уйкас Апаш е Якаткасси тесе калаççĕ. Чăваш.

Яков вуннă тултаричченех ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕреççĕ. 1920-мĕш çултан ача çуртĕнче çитĕннĕ, вĕреннĕ. Яла таврăнсан комсомола кĕнĕ.

19205-мĕш çулта Шупашкарта облаçри парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă, кайран Чуманкассинчи вулав çуртĕнче ĕçленĕ. Отарккă ялĕнче хута вĕрентнĕ. 1932-мĕш çулта Чулхулари коммунистсен университетĕннче пĕлӳ илсе Мăн Сĕнтĕре таврăнать. Унта вăл райком секретарĕ тата Сĕнтĕр районĕн военкомĕ пулса ĕçлет.

1934—1935 çулсенче Анисимов парти мобилизаципе Хĕрлĕ Çарта офицер пулать. Хĕрлĕ Çара 1938-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче Совет военкомачĕ урлă чĕнеççĕ. Вăрçăра 1941-мĕш çулхи çурла уйĕнчен, 1-мĕш Украина партизан полкĕнче, çапăçать.

1944-мĕш çулхи ака уйăхĕнченпе 2-мĕш Украина фрончĕн 46-мĕш армин 108-мĕш гварди стрелоксен дивизин 311 гварди полкĕн батальон командирĕн çумĕ.

1944-мĕш çулхи раштавăн 15-мĕш каçхине Эрчи хули патĕнче батальон пайĕпе Дунай урлă каçса плацдарм йышăнать. Тăшман контратакине сирнĕ чухне 6-кĕпçеллĕ миномет машинине хăй çунтарса ярать. Йывăр самантра салтаксене контратакăна çĕклет. Çак çапăçура пуçне хурать.

Эрчи хулинчи масарта пытарнă.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ 1945.
  • Ленин орденĕ;
  • 1 степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ;
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Астăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Биографи «Герои Советского Союза
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Кавалеры ордена Славы трёх степеней
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Анисимов Яков Анисимович. Наградной лист. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 16 Çĕртме уйăхĕн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 16 Çĕртме уйăхĕн 2012.
Ытти асăрхавсем

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Анисимов Яков Анисимович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче