Контент патне куҫ

Мартынов Николай Антонович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мартынов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Антонов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Мартынов Николай Антонович
Çуралнă чухнехи ят: Антонов Николай Антонович
Çуралнă вăхăт: 1933, нарăс, 20
Çуралнă вырăн: Çухра ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2000, утă, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă тата сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Мартынов Николай Антонович (чăн хушамачĕ Антонов, 1933, нарăс, 20, Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕ — 2000, утă, 16, Шупашкарчăваш прозăçи, сăвăçи[1].

1982 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

1933 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕнче çуралнă.

Советски вăтам шкулĕнче, Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Район хаçачĕсен редакцисенче (сăмахран Сĕнтĕрвăрри район хаçатĕнче) литература ĕçтешĕ вырăнĕнче тăрăшнă. «Коммунизм ялавĕ» редакцийĕнче те ĕçлеме тивнĕ. Çав вăхăтрах сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă.

2000 çулхи утăн 16-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Пичетлесе кăларнă кĕнекесем:

  • «Этем телейĕ» (1961);
  • «Урпашра та вутчуль пур» (1980);
  • «Çĕнĕ пӳрт» (1984);
  • «Хĕллехи ăшă» (1990);
  1. Артемьев, Ю. Пархатарлă пурнăç илемĕ // Артемьев, Ю. Пурнăç чăнлăхĕпе căнарсен илемĕшĕн / Ю. Артемьев. – Шупашкар, 1984. – С. 118-122.
  2. Мартынов, Н. Николай Мартынов çыравçă: «Эпĕ яла, çут çанталăка питĕ юрататăп» / Н. Мартынов ; А. Фоминпа Ф. Чернов калаçнă // Тантăш. – 1996. – 21 çĕртме.
  3. Станьял, В. Кĕнекисем татах пичетленĕç / В. Станьял, А. Ыхра // Хыпар. – 2000. – 25 утă.
  4. Юман А. Александр Галкин / А. Юман // Канаш. – 1998. – 31 кăрлач.
  5. Афанасьев, П. Мартынов (Антонов) Николай Антонович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 258-259.
  6. Муравьев, В. Мастер прозы / В. Муравьев, В. Соколов // Знамя труда (Ядрин. р-н). – 1998. – 5 марта.
  7. Николай Мартынов (Антонов Николай Антонович) // Ядрин. календарь. – Ядрин, 1993. – С. 16.
  8. Тимуков, А. Н. Мартынов (Антонов) Николай Антонович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия, Шупашкар, 2001. – С. 264.
  9. Тимуков, А. Н. Мартынов (Антонов) Николай Антонович / А. Н. Тимуков // Краткая ядринская энциклопедия, Шупашкар, 2006. – С. 146.
  10. Федоров, Г. И. Мартынов (Антонов) Николай Антонович / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия, Шупашкар, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 50-51.
  11. Ялгир, П. Мартынов (Антонов) Николай Антонович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир, Шупашкар, 2005. – С. 66.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]