Апули
Апулия Puglia | |
---|---|
Зона: | Кăнтăр Итали |
Тĕп хула: | Бари |
Лаптăк: | 19 350 км² |
Пурăнан халăх: | 4 075 000 çын (-мĕш вырăн, )2008 |
Халăх йышлăхĕ: | 210 çын/км² |
Провинцисем: | Бари, Барлетта-Андрия-Трани, Бриндизи, Фоджа, Лечче, Таранто |
Коммунăсем: | 258 |
Пуçлăх: | Ники Вендола с 4.4.05 |
Официаллă сайт |
Апу́лия (ав.гр. Ἀπουλία; итал. Puglia [ˈpuʎːa], [пулʲја], неап. Pùglia, тарант. Pugghie) — Итали облаçĕ.
Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апулия — Италин си тухăç регионĕ: Салентăри Отранто сăмсахĕ Албани çыранĕнчен 80 çм вырнаçнă.
Регион çыранĕсемпе Адриатипе Иона тинĕссен хĕррине тухать, континент регионĕсем хушшинче чи вăрăм çыранли шутланать.
Регионăн тип çĕр çинчи чиккисем Форторе тата Брандано юханшыв йеррипелле пулаççĕ.
Кунти çĕр пичĕн 53,3% пайĕ тӳрем, 45,3% сăртлă, 1,5% çеç туллă пулать, вара çак регион Италири айлăмлă çĕр шутланать. Чи çӳллĕ тусем — Монти-Дауни, тăррисем Корнаккия ( Monte Cornacchia) — 1152 м тата Кальве (Monte Calvo) çӳллĕшĕ - 1055 м..
Апулия регионăн шутне çак провинцисем кĕреççĕ:
Унсăр пуçне, регион Саленто, Гаргано, Терра-ди-Бари, Тавольере-делла-Апулия, Арко-Иконико-Тарантино тата Субаппенино-Дауно историлле-географи облаçĕсене пайланать.
Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апу́лия (лат. Apulia, апулсен ячĕпе) — Италин кăнтăр-тухăç енчи историлле-администрациллĕ облаç, Авалхи Римра çăкăр тăвас енĕпе паллă пулнă. Авалхи грексем ăна Япигия, Дедалăн Япиг ывăлне е япигсен йăхне асăнса) (ав.гр. Ἰαπιγία тенĕ. Паха улăхсемпе, çуллă çĕрсемпе тата çамран тунă япаласемпе палăрнă. Чăнлавсемпе, вырăнти пурăнан çынсем мессапсем (салентинсем) тата апулсем (педикулсем) пулнă, каярахпа кунта давнсем, çакăнтан ĕнтĕ Апулин илемлĕ ячĕ — Давния пулса кайнă, тата троянсем килеççĕ. Облаçре пурăнансене т тĕшмĕшлĕ те тараватлă тенĕ. Шĕкĕр хуласем: Луцерия, Венузия, Канузий, Аускул, Арпы, Сипонт, Гердония тата Теан Апулийский, портсем: Бриндизи, Тарент, Бари тата Гидрун (грексем никĕсленĕ). Чи пысăк юханшыв — Ауфид (халĕ Офанто). Апулия витĕр Аппи тата Трая çулĕсем выртнă. Иккĕмĕш Пуни вăрçинче Апулия Каннă патĕнче римсене çапса аркатнă Ганнибал енне куçать. Диоклетиан чухне Апулия провинци шайне куçать.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăхра экономикăри хастар халăхăн 27% ĕçе хутшăнать. Тахçанхи ял-хуçалăх çимĕçне тăвакан отраçлĕсемсĕр пуçне, нефте тăвас ĕç (Бари, Бриндизи), нефтехими, металлурги ĕçĕ (Таранто) аталанать, машинă тăвас,çĕвĕ, тĕртев, резина (Бари шина савучĕ) промăçлăхĕ аталанать. Тарантора (Италин хăвачĕпе 2-мĕш тинĕс-çар порчĕ) карап верфĕсем тата арсенал пур.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апули Викиампарта? |
- Апулия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Апулия 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. Итали пирки тетел-хаçат страницинче
- Апулия регионĕ Апулия регионăн сайчĕ.
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Итали облаçĕсем |
|
---|---|
Абруцци • Апулия • Базиликата • Валле-д’Аоста¹ • Венеци • Калабрия • Кампани • Лацио • Лигурия • Ломбардия • Марке • Молизе • Пьемонт • Сардиния¹ • Сицилия¹ • Тоскана • Трентино-Альто-Адидже¹ • Умбрия • Фриули-Венеция-Джулия¹ • Эмилия-Романья | |
|