Арарат (ту)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мăн Арарат, анăçран пăхсан.
Мăн та Кĕçĕн Арарат (Landsat, NASA)
Ереванран Арарат çине пăхсан

Арара́т (эрм. Արարատ, перс. آرارات, ивр. אררט‎, туркк. AğrıÂrârât, — Араксăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнчи Турцин вулканран ӳссе ларнă пуçтарăнчăкĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арарат айлăмĕ пăс айĕнче.

Конус тĕпĕсемпе тĕкĕшĕнсе ларнă иккĕ сӳннĕ вулканран: Мăн Араратпа (эрменле ячĕ — Масис, туркăлла ячĕ — Бююк-Агры-даг) — çӳллĕшĕ 5165 м Кĕçĕн Араратран — çӳллĕшĕ 3925 м, Сардар-Булак йĕнерлекпе уйăрăлнă, тытăнса тăрать. Иккĕ Араратăн тĕпĕ çавракăшра 130 яхăн çм. Кайнозой базальчĕсенчен тытăнса тăрать. Сăрт тайлăмĕсем пушă, лава юххисене çил каснă. 4250 м çӳллĕрех Мăн Арарат ĕмĕрхи юр выртать.

Йывăрлавĕнче 30 яхăн пăрлак (чи пысăкки — сăваплă Якку пăрлакĕ, тăршшĕ 2 км ытла).

1840 çулчен Арарат çинче Сăв. Якку мăнастăрĕ тăнă, ăна çĕр чĕтренĕвĕ ишĕлтернĕ.

Мăн Арарат çине пĕрремĕш ăстрăм Иоганн Фридрих Паррот 1829 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче хăпарнă[1].

Библипе татăçуллă Арарат тăвĕн тăрри çумне тĕнче шыва путсан Ной ковчегĕ пырса тăрăннă[2], Ной, ковчегран тухсан, пăнтăхнă тырăна пăрахнă та иçĕм çырлин туратне тупнă, çакăнтанпа сăра тата эрех тăвăмне пуçарса янă.

Арарат вырнаçнă территорие Эрменирен Турцие Кар килĕшĕвĕпе 1921 çулта панă. Эрменире Арарат патшалăх символĕ шутланать, ăна герб çине ӳкернĕ.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


  1. ^ Паррот (Johann-Friedrich von Parrot)
  2. ^ протоиерей Стефан Ляшевский, Библия и наука о сотворении мира. Часть четвёртая. История поисков Ноева Ковчега. 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.