Атăлçири выçлăх (1921—1922)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
1921 çулхи раштав уйăхĕнче темиçе кун хушшинче Бузулук çăвине пуçтарнă выçăпа вилнĕ çын вилисем, 1921 çул.

Атăлçири 1921-22 çулсенчи выçлăхРаççейри граждан вăрçи вăхăтĕнчи большевиксем контролленĕ территоринчи выçлăх. Выçлăхăн чи массăллă та хаяр тапхăрĕ: 1921 çулхи кĕркунне — 1922 çулхи çуркунне. Официаллă статистикăпа, выçлăх 35 кĕпернене (Атăлçи, Кăнтăр Украина, Крым, Пушкăртстан, Казахстан, кăштах Уралçум тата Анăç Çĕпĕр) ярса илнĕ[1] ун чухне пурĕпе 90 миллион çын пурăннă, вĕсенчен выçлăха 40 миллионран сахал мар лекнĕ (официаллă совет хыпарĕсемпе — 28 миллион[1]).

Выçлăха пула 5 миллиона яхăн çын вилнĕ.

Выçлăх сăлтавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп сăлтавĕсем:[1]

Выçлăхпа вилнĕ ачасем
  • 1921 çулхи питĕ типĕ çанталăк — шăраха пула 22 % акнă тырă пĕтнĕ; хăшпĕр вырăнсенче тырă акнă вăрăран та нумай тухман; 1921 çулта 43% тырпул пуçтарнă (1913 çулпа танлаштарсан);
  • Граждан вăрçи вăхăтĕнче аркатнă хыççăнхисем ;
  • большевиксен харпăр суту-илĕвĕпе укçана пĕтерсе пынă политика (продразвёрстка тата вăрçă коммунизмĕ).

Пулнине хаклани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сивлек вăрçăн хĕрӳ тапхăрĕнче Роберт Конквестăн «Выçлăх Террорĕ» кĕнеке тухнă, унта автор «1921 ç. хăрушла выçлăха çĕр ĕçтешĕсене пĕтерес меслете пула пулса тухнă тесе çырать. Унăн версине тытса пырсан, выçлах ъăй тĕллĕн пулса тухнă тесен те тĕрĕс мар. Çанталăк япăх тăнă, çапах та çав териех мар. Выçлăха тĕксе кăларни — Совет правительстви çăкăра реквизици мелĕпе туртса илесси».

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Революция и гражданская война в России: 1917—1923 гг. Энциклопедия в 4 томах. — Мускав: Терра, 2008. — Т. 1. — (Большая энциклопедия). — 100 000 экз. — ISBN 978-5-273-00561-7

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Поляков, B. A. Голод в Поволжье, 1919 - 1925 гг.: происхождение, особенности, последствия. Волюфад. 2007. 735 с.
  • Patenaude B.M. The Big Show in Bololand. The American Relief Expedition to Soviet Russia in the Famine of 1921. Stanford, 2002
  • Fisher H. The Famine in the Soviet Russia. The Operations of the American Relief Administration. N.-Y., 1971. (1st ed., 1927.).
  • Белокопытов В. И. Лихолетье: (Из истории борьбы с голодом в Поволжье 1921—1923 гг.). Казань, 1976.
  • Итоги борьбы с голодом в 1921—1922 гг. М., 1922.
  • Итоги Последгол. М., 1923.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]