Атăлçи чукун çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Атăлти тимĕр çулĕ
Тулли ячĕ: Ленин орденлă Атăлти тимĕр çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1953 çултанпа
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Сарăту
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЖД»
Телеграф кодĕ: Прив
Хисеп кодĕ: 061
Тасăлăвĕ: 4236,8 км

Атăлти тимĕр çулĕ Раççейĕн кăнтăр-тухăçĕнче, анат Атăлпа вăтам Тан таврашĕнче, ытларах Сарăту, Волгоград, Аçтăрхан облаçĕсен территорипе пырать.

Çул управленийĕ Сарăтура вырнаçнă. Çул шутне Сарăту, Волгоград, Аçтăрхан уйрăмĕсем кĕреççĕ. Малтан, уйрăмсене пысăклатас тата çул чиккисене улăштарас умĕн Ершово, Ртищево, Арчедин, Морозово уйрăмĕсем пулнă.

Çул Кăнтăр-Тухăç тимĕр çулĕпе (Благодатка, Ильмень, Дуплятка чарăнăвĕсемпе), Çурçĕр-Кавказ тимĕр çулĕпе (Морозовская, Котельниково, Олейниково чарăнăвĕсемпе), Казахстанăн тимĕр çулĕсемпе (Аксарайская, Озинки чарăнăвĕсемпе), Кăнтăр-Урал тимĕр çулĕпе (Новоперелюбская чарăнăвĕпе), Куйбышев тимĕр çулĕпе (Громово, Чагра чарăнăвĕсемпе) чикĕ тытать. Çулăн эксплуатации тăсăлăвĕ 1991çул тĕлне 4097 км пулнă.

Çул пахалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çулăн паллă çыхă чарăнăвĕсем: Анисовка, М. Горький ячĕллĕ (малтан Воропоново), Сарăту, Аçтăрхан, Петров Вал, Тури Баскунчак, Аксарайская, Ершов, Пугачёвск, Аткарск, Сенная.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çула 1953 çулта Кисан-Урал тимĕр çулĕпе Сталинград тимĕр çулĕн пайĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ.

1948-1960 çулсенче çула пăс туртăмĕнчен ăшă туртăмне куçарнă. Тури Баскунчак локомотив деповĕ — тимĕр çул деповĕсен эрешĕ хушшинчи ваттисенчен пĕри, 1948 çултанпа тепловуссемпе усă курать.

1959 çулта Волгоград хулаçум çыхăвне пĕрмайлă юхăмпа электрифициленĕ. 1965 çулта ПензаРтищевоПоворино йĕрне улшăнуллă юхăмпа электрофициленĕ. 1968 çулта Сарăту çыхăвĕн хулаçум куçăвне пĕрмайлă юхăмпа электрофициленĕ. 1990 çулта улшăнуллă юхăмпа Аçтăрхан çыхăвĕн хулаçум куçăвне (КутумАçтăрханАксарай пайĕ) электрофициленĕ. 1988—1990 çулсенче улшăнуллă юхăмпа Ртищево — Аткарск — Анисовка йĕрне электрофициленĕ, Сарăту çыхăвне улшăнуллă юхăма куçарнă. 1992 çулта Сарăту — Сенная йĕрне улшăнуллă юхăмпа электрофициленĕ. 1999 çулта Сарăтуран кăнтăр еннелле улшăнуллă юхăмпа электрифициленĕ, 2000 çулта Сарăту — Карамăш пайне, 2001 çулта Карамăш — Петĕр Валĕ, 2002 çулта Петĕр Валĕ — Волгоград тата Жутово — Котельниково пайĕсене хута янă, 2003 çулта улшăнуллă юхăм çине Волгоград çыхăвне куçарнă. 2004 çулта «Çурçĕр-Кăнтăр» тĕнчери транспорт коридорĕ программипе РЧÇ Атăлти тимĕр çулне Оля тĕнче аэропортне Каçпие çитернĕ[1].

Локомотив хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çулăн локомотив хуçалăхĕ шутне: Аçтăрхан, Тури Баскунчак, Волгоград, М. Горький ячĕллĕ, Сарепта, Петров Вал, Аткарск, Сарăту, Сенная, Ершов деповĕсем кĕреççĕ. Çаплах локомотив янтă бази пур. Маларах çул çинче çапалах Арчеда, Палласовка, Пугачёвск деповĕсем ĕçленĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Раççей тимĕр çулĕсем