Ахаль карас

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Карас (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Караскарп йышши пулă.

Пур шывра та ĕрчет. 45 сантиметра çити ӳсме пултарать, чи пысăк карас 3 килограмм тайнă. Нумай чухне карас 500 грамран иртмест, ун йышши те вăлтана сайра çакланать. Ку пулă çăткăн пулăсем çук çĕрте йышлă ĕрчет. Апата тиркесех каймасть.

Ахаль карас

Карас ирпе тата каç еннелле аван туртать. Хăш чухне вара пачах та хыпасть. Мĕншĕнне никам та ăнлантарса парайман-ха. Карас шыври ӳсен-тăрансем хушшинче лайăх ĕрчет. Çавăнпа та тăтăшах пулă тытмалли вырăна маларах хатĕрлесе хурсан, пĕр пĕчĕк лаптăка ӳсен-тăрантан тасатсан аван.