Ашкеров Валериан Антипович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валериан Ашкеров
Çуралнă чухнехи ят: Ашкеров Валериан Антипович
Çуралнă вăхăт: 1934, чӳк, 1
Çуралнă вырăн: Элшел сали, Пăва районĕ Тутар АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи тата публицисчĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1961 -
Жанр: сăвă, очерк
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Ашкеров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ашкеров Валериан Антипович (1934, чӳк, 1, Тутар АССР, Пăва районĕ, Элшел сали çур.) — чăваш сăвăçи, публицисчĕ. [1][2]

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1934 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Элшел салинче çуралнă.

Чĕмпĕрти культурăпа çутĕç шкулĕнче вĕреннĕ. Клуб ĕçĕсен ертӳçи, Культура çурчĕн директорĕ пулса тăрăшнă.

Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Элшелĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

«Тăван Атăл», «Ялав», «Пике» журналсенче, «Коммунар», «Хĕрлĕ ялав», «Вучах», «Чăнлă хыпарĕсем» тата ытти хаçатсенче нумай пичетленнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Вăрман чунĕ» (1996);
  • «Тумхахлă çул» (2001);
  • «Заказник души» (2004);
  • «Чĕкеç çуначĕ çинчи телей» (2007);[1](ĕçлемен каçă)
  • «Ăраскал пĕлĕтрен анмасть» (2009)[3];
  • «Самар чулĕ сар чул çеç – ылтăн мар» (2013).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]