Контент патне куҫ

Бадабер лагерĕнчи пăлхав

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бадабера лагерĕнчи пăлхав
Афган вăрçи
Вăхăт ака, 26—ака, 27 1985
Вырăн Бадабер, Пешавар районĕ, Пакистан
33°57′28″ с. ш. 71°34′25″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пĕтĕмлетӳ пăлхава путарнă
Енсем
Бадабер лагерĕнчи пăлхав СССРСовет вăрçă тыткăнĕсем,
Афганистан ялавĕ Афганистан вăрçă тыткăнĕсем
Халид ибн Валид ячĕллĕ хăнăхтару лагерĕн афган моджахечĕсем,
Пакистан ялавĕПакистанăн 11-мĕш çар пайĕсем,
АПШБадабер лагерĕнчи пăлхавКитайШаблон:Египет ялавĕЕгипет АПШ, Китай тата Египет вăрçă инструкторĕсем[1][2]
Çарпуçсем
В. В. Духовченко[1] Бурхануддин Раббани
Енсен вăйĕсем
14-тан сахал мар[3] совет тата 40 афган вăрçă тыткăнĕсем[2] {{{Вăйсем2}}}
Çухатусем
Тыткăнрисем чылайăшĕ пуçне хунă Совет хыпарĕсемпе: 100 яхăн[1]—120[2] моджахед,
40—90 пакистан салтакĕ тата
6 американ вăрçă инструкторне вĕлернĕ[1][2]
Б. Раббани версипе: 20 моджахеда вĕлернĕ.[3]


Шаблон:Пулнă çулĕ

Бадабера лагерĕнчи пăлхавАфган вăрçин эпизочĕ. 1985 çулхи ака, 26 пакистан çарĕпе афган душманĕсем, пĕр енчен, совет тата афган вăрçă тыткăнĕсем — тепĕр енчен, хушшинче пулса иртнĕ çапăçу. Вăрçă тыткăнĕсем ирĕке çăлса илме пултарайман. Бадабера лагерне артиллерипе штурмланă хыççăн икĕ кун çапăçса вăрçă тыткăнĕсем паттăррăн пуç хунă.

1983—1985 çулсенче Пакистан территоринче, Пешавартан 10 км кăнтăралла, Афганистан Демократи Республикинчен 24 км, Бадабер пысăках мар кишлакра афган таркăн çынĕсен лагерĕ пулнă. Ун çумĕнче «Таса Халид ибн Валид ячĕллĕ çапăçма вĕрентекен центр» пулнă, унта АПШ, Пакистан, Китай тата Египет вăрçă ĕç инструкторĕсем моджахедсене Афганистанра совет çарне хирĕç кĕрешме вĕрентнĕ. Пурĕпе лагерьте вăрçă ĕçепе 65 инструктор тăрмашнă, вĕсенчен ытларахăшĕ Пакистанпа Египтран килнĕ пулнă. Улттăшĕ АПШ гражданĕ шутланнă. Вĕрентӳ центрне «Циклон» операци шайĕпе совет сĕмне хирĕç тăракан Афганистан ислам этем пĕрлĕхĕ (акăл. Jamiat-e Islami of Afghanistan) йĕркеленĕ. Çаплах, лагере пакистан влаçĕ пулăшу парса тăнă.

Лагерь вăрçа базипе пĕрле чылай лаптăк — 500 гектара яхăн — йышăнса ларнă. Тăмран тунă пӳртсемпе палаткăсемсĕр пуçне, унта улттă хĕç-пăшал ампарĕпе виçĕ тĕрме вырнаçнă пулнă. Кунта 1983—1984 çулсенче Панджшерпа Карабагра тыткăна илнĕ Афганистан Демократи Республикин хĕçпăшаллă çарĕсен вăрçă çыннисене, совет салтакĕсене («шурави») илсе килнĕ. Унчен вĕсене ытларах кашни банда хăйĕн зинданĕнче тытса усранă. Пурĕпе Бадаберте, тĕрлĕ хаклавсемпе, 40 яхăн[1][2][4] афган тата 14[3] совет вăрçă тыткăнне усранă.

Афганистанăн ислам пĕрлĕхĕн моджахечĕсем ДШК пулемётпа, Афганистан, 1987.

1985 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче, 21:00 сех., лагерьти пĕтĕм пайăр йыш плацра каçхи намаз тума пуçтарăнсан, совет вăрçă тыткăнĕсен ушкăнĕ артиллерии хĕçпăшал ампарĕ умĕнчи тата вышкă çинчи икĕ хуралçăна «ярса илсе», тыткăнçăсене ирĕке кăларса хĕçпăшаллăннă, тарса çухаласшăн тăрăшнă.

Пăлхавçăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010 çул тĕлне хăшпĕр пăлхавçăсен ячĕсене уçса панă (паттăррăн çапăçса пуç хунисене сăрăпа кăтартнă):

п/п Ят тата хисеп Асăрхаттару Парнесем
1. Белекчи Иван Евгеньевич
ĕретри[5]
Бадабера лагерьте пулнă, темелле. Тыткăнра ăс-тăна çухатнă. Тыткăнри яче: Кинет.[3] паллă мар
2. Варварян Михаил Арамович
ĕретри [5]
1960 çулхи çурлан 21-мĕшĕнче çуралнă. Хыпарсăр Баглан провинцинче çухалнă. Тытканри ячĕ: Исламутдин. Пăлхав вăхăтĕнче хăйне пĕр тĕллĕ мар тытнă.[3] паллă мар
3. Васильев П. П.
сержант[6]
1960 çулта Чăваш Енре çуралнă. паллă мар
4. Васьков Игорь Николаевич
ĕретри [7]
1963 çулта Кострома облаçĕнче çуралнă. Хыпарсăр 1983 çулхи утăн 23-мĕшĕнче Кабул провинцинче çухалнă, Харакат ушкăнне лекнĕ; Бадаберте пуçне хунă.[8][9] паллă мар
5. Дудкин Николай Иосифович
ефрейтор[7]
1961 çулта Алтай Енре çуралнă. Хыпарсăр 1982 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕнче Кабул провинцинче çухалнă; Бадаберте пуçне хунă.[10][9] паллă мар
6. Духовченко Виктор Васильевич
моторист[7]
1954 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче Украинăри Запорож облаçĕ çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Парван провинцинче çухалнă, Седукан хулинчи Мослави Садаши патне тыткăна лекнĕ, Бадаберте пуçне хунă.[11] паллă мар
7. Зверкович Александр Николаевич
рядовой[7][12][13]
1964 çулта Витебск облаçĕнче (Белоруси) çуралнă. Хыпарсăр 1983 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче Парван провинцинче çуралнă, Бадаберте пуçне хунă.[9] Совет Çарĕ Афганистанран тухнин 10 çуллăхĕ тĕлне (вилнĕ хыççăн)
8. Кашлаков Г. А.
кĕçĕн лейтенант[6]
1958 çулта Ростов облаçĕнче çуралнă. паллă мар
9. Кирюшкин Г. В.
кĕçĕн лейтенант[6]
1964 çулта Мускав облаçĕнче çуралнă. паллă мар
10. Коршенко Сергей Васильевич
кĕçĕн сержант[7][14]
1964 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче Украинăри Белая Церковь хулинче çуралнă. Хыпарсăр 1984 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Бадахшан провинцинче çухалнă, Бадаберте пуçне хунă.[11] «Хăюлăхшăн» орден (2003 çухи нарăс, 8, вилнĕ хыççăн)
11. Левчишин Сергей Николаевич
ĕретри[7]
1964 çулта Самар облаçĕнче çуралнă. 1984 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Баглан провинцинче çухалнă; Бадаберте пуçне хунă.[8] паллă мар
12. Матвеев Александр Алексеевич
ефрейтор[5]
Бадаберте пуçне хунă. Тыткăнри ят: Абдулла.[3] паллă мар
13. Павлютенков
ĕретре[6]
1962 çулта Ставрополь Енре çуралнă. паллă мар
14. Рахимкулов Р. Р.
ĕретри[6]
1961 çулта в Пушкăрт Республикинче çуралнă. паллă мар
15. Рустамов Носиржон Умматкулович
Бадабера лагерĕн тыткăнĕ, пăлхава кураканĕ. 2006 çулхи пуш тĕлне Узбекистанра пурăнать.[3] паллă мар
16. Рязанцев С. Е.
кĕçĕн сержант[6]
1963 çулта Донец облаçĕн Горловка (УССР) хулинче çуралнă паллă мар
17. Сабуров С. И.
кĕçĕн сержант[6]
1960 çулта Хакасире çуралнă. паллă мар
18. Сайфутдинов Равиль Мунаварович
ĕретри[5]
Бадаберте пуçне хунă.[3] паллă мар
19. Саминь Николай Григорьевич
кĕçĕн сержант[15][16]
1964 çулта Акмола облаçĕнче (Казахстан) çуралнă. Бадаберте пуçне хунă. III-мĕш степеньлĕ Хастарлăх орденĕпе чысланă (2003 çулхи раштавăн 12-мĕшĕ, вилнĕ хыççăн)
20. Шевченко Николай Иванович
грузовик водителĕ (граждан çынĕ)
1956 çулта Украинăри Сума облаçĕнчи Дмитриевка ялĕнче çуралнă. Хыпарсăр 1982 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче Герат провинцинче çухалнă. Пăлхав ертӳçисенчен пĕри пулнă, теççĕ. Тыткăнри ячĕ: Абдурахмон.[3] паллă мар
21. Шипеев Владимир Иванович
ĕретри
1963 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. 1982 çулхи раштавăн 1-мешĕнче Кабул провинцинче çухалнă. Бадаберте пуçне хунă, пулас.[3] паллă мар

Унсăр пуçне, В. П. Аляскин тĕпчев ĕçĕне шута илсе, кăтартнă тапхăрта Бадабер лагерĕнче çаплах Алманов Х., Анпакин А., Габараев К., Духовченко В., Евтухович О., Журавлев Ю., Раджабов Н., Ращупкин А., Швец В., Махмад-Назаров Х. тата урăх совет вăрçа тыткăнĕсем пулма пултарнă[6].

Журналист шырав-тĕпчевĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çулта режиссёр-документалист Радик Кудояров журналист тĕпчесе пĕлнипе «Тайна лагеря Бадабер. Афганский капкан» документла фильм (2009) кăларать. Фильмра моджахедсем, вăрçă инструкторĕсем, журналистсем, совет офицерĕсем каласа кăтартаççĕ:

  • Лал Баз, афган милицин командирĕ. Моджахед пулнă, Бадабер лагерĕнче вĕреннĕ. Пăлхава курнă.
  • Гулям Расул Карлук, «Моджахедсен хĕç-пăшалĕ» кĕнеке авторĕ. 1985 çулта — Бадабер лагерьти вĕрентӳ рота командирĕ, артиллери ĕçне вĕрентнĕ. Пăлхавçăсемпе калаçу ирттернĕ.
  • Н. У. Рустамов, Бадабер лагерь тыткăн çын, пăлхава курнăскер. 2006 çулхи пуш тĕлне Узбекистанра пурăнать.
  • В. Н. Лупан, журналист, 1974 çултанпа Анăçра пурăнать. 1985 çулта Кристоф де Понфилли франци документалисчĕпе пĕрле Пакистанра тата Афганистанра вăрçă тыткăнĕсем пирки «Звезда солдата» документлă фильм хайланă.
  • В. А. Кокорин, генерал-майор в отставке, почётный сотрудник ГУР МО Украины. 1985-87 çулсенче 40-мĕш çарăн разведка пуçлăхĕ пулнă.
  • Бертран Галле, журналист. 1985 çулта совет вăрçă тыткăнĕсене Анăçа куçса кайма пулăшнă.
  • Свинцова Ольга, журналист. 1980-мĕш çулсенче — «Радио свободного Кабула» этем пĕрлĕх йĕркелĕвĕн элчи, темиçе хутчен те Пакистана тата Афганистана совет вăрçă тыткăнĕсене Анăçа куçса кайма пулăшма çӳренĕ.

Пăлхава курнăскерсем фильмра лагерĕн карттипе схемине кăтартаççĕ, пулăмсене реконструкцилене ĕçе хутшăнаççĕ тата тыткăнçăсене паллама пулăшаççĕ. Палхавра пуç хунă паттăрсене лагерь хыçĕнчи апат-çимĕç каяшĕсен шăтăкĕ çумĕнче пытарнă.[3]

Афган кампанине хутшăннă, 1995—1998 çулсенче вăрçă тыткăнĕсене ирĕке кăларассипе ĕçленĕ правительствă делегацин пайташĕ В. П. Аляскин, 2005—2009 çулсенче Бадаберти пулăмсене хăй тĕллĕ тĕпчесе пĕлсе, çав шутра АПШ патшалăх департаменчĕн, СССР ЮÇӖМ, раççей тата афган компетентлă органĕсен документалă материалĕсемпе усă курса, пăлхава хутшăннăскерсен чылайăшĕн ят-хушаматне палăртнă. Курнă чылай çын каланисем, архив хыпарĕсем сделать вывод пăлхава хутшăннă 17 çынран 10 сахал мар çынна вăрçă хĕсметне Раççей Федераци территоринчен чĕннĕ[6][17].

2003 çулхи нарăс, 8 Украина президенчĕн Хушăвĕпе «вăрçă, хĕсмет, граждан тивĕçне пурнăçланă чухне пайăр хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн» кĕçĕн сержант Сергей Коршенкăна 3-мĕш степеньлĕ «Хăюлăхшăн» орденĕпе (вилнĕ хыççăн), Николай Саминь кĕçĕн сержанта Казахстан президенчĕн Хушăвĕпе 3-мĕш степеньлĕ «Айбын» орденĕпе («Хăюлăх») (çар çыннин хĕсметре «харсăрлăх кăтартнăшăн, хăйне хĕрхенменнĕшĕн, çаплах патшалăх интересĕсене паттăр ĕç тунăшăн, вилнĕ хыççăн) чысланă.

Аляскин пĕлтернипе, Раççей правительствине темиçе хутчен те паттăррăн пуç хунă салтаксен ятне чысласа патшалăх парнине тивĕçтерме (вилнĕ хыççăн) ыйтни кăлăхах пулчĕ[6]. 2003 çулта Раççейĕн Минхӳтĕлевĕ СНГ правительстви ертӳçисен Канашĕ çумĕнчи Интернационалист-салтаксен ĕçĕсен комитне çапла хуравланă: интернационал тивĕçне тунăшăн чыслав процедурине 1991 çулхи утă уйăхĕнче СССР Хӳтелев министр çумĕн директивипе пĕтрсе хунă. 2004 çулта Комитета çапла хушма ăнлантару панă:

Минхӳтĕлевĕн Бадабер афган таркăнĕсен лагерĕнче 1985 çулхи ака уйăхĕнче сарăмсăр пулăмсем пирки каласа паракан информации çук. Тупăннă татăк хыпарсем пĕр-пĕрне хирĕçлеççĕ… Халĕ, 20 çул иртсен, çав пулăмсене тĕрĕссĕн хаклама тата хутшăннă çынсен тивĕçĕсене палăртма хĕн пулать…

В. П. Аляскин шухăшĕпе, раççей ертӳлĕхĕн çакăн пек тăрăмĕ пĕр пĕлтерĕшлĕ курăнмасть, мĕншĕн тесен пăлхава хутшăннă йышран 10-ран сахал мар çынна вăрçă хĕсметне Раççей Федераци территоринчен чĕнсе кайнă[6].

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Роман Шкурлатов. АРХИВ: Последнее па Пешаварского вальса. Журнал «Братишка» (2006, утă). Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Сергей Пахмутов. Бадабера: неизвестный подвиг. Фонд «Русская Цивилизация» (2007 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 29 Авӑн уйӑхӗн 2007. Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 тата 11 Р. Кудояров. Тайна лагеря Бадабер. Афганский капкан. Документалă фильм. Кинокомпани «Райт», 2009.
  4. ^ Восстание в Барадере: в поисках истины. 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. И. Елистатов. журнал «Смоленск», 2007, утă. (2009 çулхи Ака уйӑхӗн 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  5. ^ 1, 2, 3 тата 4 Афганистанра хыпарсăр çухалнă çар çыннисен ят-йышĕ (15.2.1989 ç. тĕлне) 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 тата 11 Аляскин, Виктор. Забытые герои Бадабера, Новые Известия (2009 çулхи акан 30-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
  7. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Е. Кириченко Восставшие в аду Бадабера. «Труд». Тĕрĕсленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2007.
  8. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Kirichenko2 не указан текст
  9. ^ 1, 2 тата 3 Не забывай нас, Родина!. «Труд». Тĕрĕсленĕ 15 Нарӑс уйӑхӗн 2007.
  10. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Andryuhin не указан текст
  11. ^ 1 тата 2 Information about being taken into captivity and mysterious disappearance..
  12. ^ Н. Малишевский Последний бой рядового Зверковича. РЭСПУБЛIKА. Тĕрĕсленĕ 3 Ҫӗртме уйӑхӗн 2006.
  13. ^ Рядовой Зверкович поднял восстание в Пакистане. Комсомольская Правда в Белоруссии. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2007.
  14. ^ И. Осипчук. Отец солдата Сергея Коршенко, погибшего 18...поднятого пленными. Факты и комментарии. Тĕрĕсленĕ 23 Ака уйӑхӗн 2004.
  15. ^ Ю. Калинина Герои Бадабера. Московский комсомолец. Тĕрĕсленĕ 27 Ака уйӑхӗн 2005.
  16. ^ В. Пряников Неоконченная война. Казахстанская Правда. Тĕрĕсленĕ 19 Нарӑс уйӑхӗн 2004.
  17. ^ Аляскин, Виктор. Забытый полк, Новые Известия (2009 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.


Документлă фильмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]