Балакирев Милий Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Балакирев Милий Алексеевич
фото
Балакирев Милий Алексеевич, 1909
Тĕп хыпар
Тулли ят Балакирев Милий Алексеевич
Çуралнă вăхăт 1837, кăрлач, 2
Çуралнă вырăн Чулхула, Раççей
Вилнĕ вăхăт 1910, çу, 29 (73 çул)
Вилнĕ вырăн Сăваплă Петĕрхули, Раççей
Патшалăх Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Профессисем композитор, дирижёр
Инструментсем фортепиано
Ушкăнсем «Хăватлă ушкăн»

Милий Алексеевич Балакирев (кăрлач, 2, 1837, Чулхулаçу, 29, 1910, Санкт-Петербург) — паллă вырăс композитрĕ, пианист, дирижёр, мусăк тата пĕрлĕх ĕçченĕ, «Хăватлă ушкăн» пĕрлешӳн пуçлăхĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Милий Балакирев титуллă канашлуçă Алексей Константинович Балакирев (1809-1869) кил-йышĕнче Чулхулара çуралнă.

Амăшĕ ăна ачаллах фортепиано çинче выляма вĕрентнĕ. 10-çулта çуллахи каникулта ăна Мускава илсе кайнă, унта вăл 10 урок хушшинче Александр Дюбюкран фортепиано çинче выляма тĕрĕс мелĕсене вĕреннĕ.

Чулхулара вăл музыкана пианистпа дирижёр — Карл Эйзерих патĕнче малалла вĕреннĕ. Унăн шăпинче А. Д. Улыбышев пысăк вырăн йышăннă, вăл лайăх çуту-илÿ илнĕ дилетант, меценат, Моцарт çинчен вырăсла çырнă пĕрремĕш монографи авторĕ пулнă.

Чулхуларари дворян институчĕ (1849-1853) хыççăн вăл (1853-1855) икĕ çул математика факультетĕнче Хусан университетĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах кĕвĕ урокĕсем панă. Хусанта Балакирев «Патшашăн пурнăç» кĕввисем çине хунă фортепиано фантази çырнă, пĕрремĕш романс: «Ты пленительной неги полна» (1855) тата концертлă Allegro çырнă.

1855-мĕш çулта Балакирев Улыбышевпа пĕрле Петĕрхулине кайнă,унта М. И. Глинкапа тĕл пулнă, вăл çамрăк композитора халăх кĕввисенче никĕсленнĕ музыка çырма канашланă. Тĕрĕссипе каласан, кĕвĕ ĕçне вăл хăй тĕллĕн вĕреннĕ. 1855-мĕш çулта вăл пĕрремĕш хут петĕрхули çын пĕрлĕхĕ умĕнче пианинопа концерт панă. 1862-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшăнче Г. A. Ломакинпа пĕрле «Тÿлевсĕр музыка шкулне» никĕсленĕ, шкулне патша хăй хÿттине илнĕ. Тин уçăлсанах шкулĕ хастаррăн ĕçлеме пуçланă. Çак шкул лартакан концертсенчи юрăллă, хор валли лартнă пьесăсене Ломакин дирижёр пулса ертсе пынă, оркестраллисене вара — Милий Балакирев.1866-мĕш çулта Милий Балакирева Прагана — Михаил Глинкан «Патшашăн пурнăç» тата «Руслан тата Людмила» оперисене лартма чĕнсе илеççĕ. Балакирев пултарулăхĕпе тăрăшуне пула оперисем пысăк ăнăçуллă пулаççĕ, ытларах «Руслан тата Людмила» опера.

1867-мĕш çулхи кĕркуннерен 1869-мĕш çулхи çуркуннеччен Милий Балакирев Патшалăх вырăс кĕвĕ пĕрлешĕвĕн симфониллĕ концерчĕсене (1867-мĕш çулта Берлиозпа пĕрле) дирижёр пулса ертсе пынă.

Концерчĕсенче ытларах Берлиозпа Лист хайлавĕсене вылянă, унсăр пуçне вырăс композиторĕсен: Римский-Корсаков, Бородин, Мусоргский тата ыттисен те оркестрлă хайлавĕсем пулнă. Рубинштейн ăна мускав консерваторине чĕннĕ, анчах та Балакирев профессор вырăнне йышăнма килĕшмен, хăй шучĕ тăрăх унăн кирлĕ чухлĕ пĕлÿ пулман, «мĕн пĕлнине хăй тĕллĕн кĕвĕ туйăмне ăнкарса пĕлса çитнĕ».

1868-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ломакин шкул пуçлăхĕ вырăнĕнчен пăрахса тухнă хыççăн Милий Балакирев, ку ĕçе хăй çине илсе, 1874-мĕш çулхи кĕркуннеччен директор пулса ĕçлет. 1870-мĕш çулсенче сывлăхĕ хавшанă пирки Балакирева Петерхулинчи ВКП симфониллĕ пухусен ертÿçĕ ĕçинчен сирĕнме тивет, пурнăç валли ĕçлесе илме вăл Варшава чукун çулĕ çинче ахаль ĕçчен пулса ĕçе вырнаçать.

Музыка тата çын пĕрлĕхĕ ĕçĕсем патне вăл 1870-мĕш çулсен вĕçĕнче тин таврăнать. 1881-мĕш çулта вăл çĕнĕрен музыка шкулне ертсе пыма пуçлать.

1883-мĕш çулта патша Балакирева патша картин юрăллă капеллапа ертсе пыма лартать. Балакирева кура халь шкул ĕçĕ малалла çирĕп вĕренÿ никĕсĕсем çине ларать, вăл пур ĕçăсене хăй аллине илсе çĕнĕ вĕренÿ программипе ĕçлет, хăйне пулăшма Николай Римский-Корсакова чĕнет, музыка класĕсăн тĕрĕслевçи пулса тăрать. Балакирев ĕçленĕ вăхăтра юрă капеллин çурт-йĕрне çĕнĕрен туса лартаççĕ, вăл тулашĕнчен илемлĕ курăнуллă, капăр залсемпе тата вĕренекенсем валли пысăк пÿлĕмсемлĕ пулса тăрать. Балакирев капелла çумĕнчи оркестрлă класа аталанма ятарлă тимлĕт. Ку капеллан сасне çухатнă юрăçсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулать. Сас пĕтнипе ĕçсĕр юлнăскерсем, халĕ вĕсем хăнăхнă вырăнта ĕçлеме юлнă, вĕсен урăх, ют ĕç шырама тивмен.

Балакирева Александро-Невский лаврин Тихвин çăвинче пытарнă.

Хайлавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907
  • Балакирев. Летопись жизни и творчества / Сост. А. С. Ляпунова и Э. Э. Язовицкая. — Л., 1967.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]