Балатон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Балатон
венг. Balaton, ним. Plattensee
46°46′56″ с. ш. 17°33′46″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПатшалăхВенгри Венгри
РегионсемВеспрем, Шомодь, Зала
РайонВеспрем (медье)/Шомодь (медье)/Зала (медье)/
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ104 м
Калăпăш594 км
Калăпăш594 км³
Çыран хĕрри тăршшĕ236 км
Чи пысăк тарăнăш12,5 м
Вăтам тарăнăш3,6 м
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ5181 км²
Тухакан юханшывШио
Венгри позици картти халлĕхе çук.
Европа позици картти халлĕхе çук.

Балатон — Венгри территоринчи кӳлĕ. Зала юханшыв юхса кĕрет, Шио (юханшыв) юхса тухать. Кӳлĕ лаптăкĕ 594 км².

Балатон кӳлӗ ячӗпе Сатурнӑн Титан спутникӗнчи пӗр кӳлле ят панӑ.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлӗ Вӑтам Танай тӳремри тектоникӑлла куҫӑма пула йӗркеленнӗ лапамра, Баконь тӑвӗсен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ хӗрринче вырнаҫнӑ. Кӳлӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ вӗҫӗнчен шутласан Будапешта ҫити 85 ҫухрӑм пулать.

Лаптӑкӗ 594 ҫх², тӑршшӗ 791 ҫх, сарлакӑшӗ — 1,2 ҫухрӑмран 12,4 ҫухрӑм таран. Шыв хӗрри тинӗс шайӗнчен 104 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Вӑтам тарӑнӑшӗ 3,6 метр, чи тарӑн вырӑн — 12,5 метр. Ҫыран хӗррин тӑршшӗ 236 ҫухрӑмпа танлашать, кӳлӗри шыв калӑпӑшӗ 1,9 ҫм², шыв пуҫтарӑнакан лаптӑк — 5181 ҫм².

Балатон хӑйӗн хурмипе кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле вӑрӑммӑн тӑсӑлать. Кӑнтӑр ҫыранӗ, тӗпрен илсен, тикӗс; ҫурҫӗр енче темиҫе тарӑн мар кӳлмек тата пӗр пысӑк ҫурутрав пур — Тихань. Ҫурутравӑн вӗҫӗпе хирӗҫле ҫыран хушшинче 1,2 километр ҫеҫ — ку Балатонӑн чи ансӑр вырӑнӗ пулать.

Гидрографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балатонӑн уйрӑмлӑхӗ — унӑн пысӑках мар тарӑнӑшӗ. Кӳлӗн вӑтам тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн, кӳлӗн пӗртен-пӗр тарӑн вырӑнӗ — Тихань ҫурутравӗ патӗнчи Тихань тарӑнлӑхӗ (12,5 метр). Тарӑнӑш тӗлӗшпе ҫурҫӗр тата кӑнтӑр ҫыранӗсене уйӑраҫҫӗ. Кӳлӗн ҫурҫӗр пайӗнче ҫыран хӗрринчен 20–30 метрта тарӑнӑш икӗ метра ҫитет пулсан, кӑнтӑрти ҫыран ҫывӑхӗнче вара ҫыран хӗрринчен 200–300 метр кайсан та шыв тарӑнӑшӗ пӗр метра яхӑн ҫеҫ.

Кӳлӗ тӗпӗ вӗтӗ хӑйӑрпа витӗннӗ. Кӳлӗри шыв, тарӑнӑшӗ пысӑках мартан, лайӑх ӑшӑнать; ҫулла кӳлӗри вӑтам температура 21–23 °C таран ӑшӑнать, хӑш чухне — 26 °C таран. Балатонри шыв таса, анчах унта планктон нумаййине пула вӑл тӑрӑ мар. Кӳлӗн тӗсӗ ытларах — ҫутӑ-симӗс, анчах ҫанталӑкӑн е талӑкӑн хӑш-пӗр вӑхӑтӗнче улшӑнма пултарать.

Балатона нумай пӗчӗк юханшыв юхса кӗрет, вӗсенчен чи пысӑкки Зала; кӳлӗри шыв Танай шывӗпе ҫыхӑнтарса тӑракан Шио юханшывӗ урлӑ (канал тӑрӑх) юхса тухать.

Ҫыранӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Баконь тӑвӗ патӗнчи ҫырансем, ҫурҫӗр енчисем, ытларахӑшӗ чӑнкӑ, ҫӳллӗ, тӗллӗн-тӗллӗн катӑлса пӗтнӗ (Тихань ҫурутравӗ), вӑрманланса ларнӑ. Ҫыран лаптӑкӗн хӑш-пӗр вырӑнӗсем тата тӑррисем вулкан ӗҫленипе пулса кайнӑ, вӗсем хытса ларнӑ базальтлӑ лавӑн «шӗлепкисем» пулса тӑраҫҫӗ. Хӑшпӗр тӗлте хытса ларнӑ лава «базальт органӗсем» йӗркеленӗ, — орган труби евӗрлӗ чул юпасем. Ытти вырӑнсенче ҫыран хӗррисем тӳремлӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шурлӑхлӑ.

Ячӗсем тата этимологийӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи римлянсем кӳлле Пелсо (лат. lacus Pelso) ят панӑ. Танай тӑрӑхӗнче пурӑнакан славян йӑхӗсем ӑна Блатенске е Блатно ят панӑ, вӑл славянсен блато («шурлӑх») сӑмахран пулса кайнӑ. Ку ят хальхи словак (словак. Blatenské jazero) тата словен (словен. Blatenské jazero) чӗлхисенче сыхланса юлнӑ. Нимӗҫсем кӳлле Plattensee ят панӑ; ҫак ятран кӳллӗн кивӗ вырӑс ячӗ пулса кайнӑ — Платенски е Платтенски.

Венгрла Balaton сӑмахӑн этимологийӗ венгла мар, унӑн тымарӗ славянсен блато сӑмахӗнчен тухнӑ. Венгрсен хушшинчи хутахайлӑ кӳлӗ ячӗ — Balcsi (Бальчи).

Венгрин тинӗс патне нимӗнле ҫӗр те тухманран Балатона час-часах ҫавӑн пекех Венгри тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ. Тарӑнӑшӗ пысӑках маррине кура Балатона тӑрӑхласа «Тӗп Европӑри чи пысӑк лупашка» тесе калани те тӗл пулать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балатон хӗрринче тӗрлӗ вӑхӑтра нумай халӑх тӗпленнӗ — фракисем, кельтсем, герман тата славян йӑхӗсем.

  • Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте ку тӑрӑха римлянсем ҫӗнсе илнӗ, Паннони провинцине йӗркеленӗ.
  • VI ӗмӗрте кунта аварсем ҫитсе вырнаҫнӑ.
  • 500–700 ҫулсенче пулас кнеҫлӗх лаптӑкӗнче романсемпе славянсен тата аварсен йӑхӗсенчен йӗркеленнӗ кестхей культури пулнӑ.
  • IX ӗмӗрте, Авар каганачӗ саланнӑ хыҫҫӑн, Балатан тавралӑхӗнче славянсем пурӑнма тытӑннӑ, вӗсем Блатен кнеҫлӗхне йӗркеленӗ — тӗп хули Балатон ҫыранӗнче инҫех мар Зала юханшывӗ ҫинче вырнаҫнӑ Блатноград (хальхи вӑхӑтра Залавар ял) пулнӑ.
  • X ӗмер пуҫламӑшӗнче ку тӑрӑха венгрсем тытса илнӗ. Сӑваплӑ Иштван 1019 ҫулта Залаварта аббатство йӗркеленӗ, I Андраш патша вара — 1055 ҫулта Тихань ҫурутрав ҫинчи аббатствӑна тунӑ.
  • XVI ӗмӗрте Балатонӑн ҫурҫӗр енче ҫыранӗнче темиҫе крепоҫ хӑпартнӑ пулнӑ.

Туризм Балатонра XVIII ӗмӗрсенче аталанма пуҫланӑ. Ҫыран хӗрринчи пысӑках мар ялсем пит хӑвӑрт Венгри тата Австри аристократийӗ валли вӑхӑта ирттермелли курортлӑ хуласем пулса тӑнӑ. Малтанах канакансене минерал шывӗллӗ сиплӗ ҫӑлкуҫсем илӗртнӗ, унтан кӳлӗре шыва кӗресси модӑна кӗнӗ. 1846 ҫулта Балатон ҫинче караппа ҫӳреме май туса панӑ. XIX ӗмӗр вӗҫнелле, ҫул-йӗр транспорчӗ тата карапсем ҫӳрессин аталанӑвне кура, Балатон ҫыранӗ хӗрринчи пурнӑҫ ҫӗнӗ вӑйпа хӗвӗшме пуҫланӑ.

1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кӳлӗ таврашӗнче СС-ӑн 6-мӗш танк армипе вермахтӑн 6-мӗш ҫар арми тата 3-мӗш Украина фрончӗн совет ҫарӗ хушшинче йывӑр ҫапӑҫусем пулса иртнӗ (Балатон хӳтӗлевӗн операцийӗ). Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫыран хӗрринчи чылай ҫурт-йӗре ҫӗмӗрнӗ е аркатнӑ пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Балатонӑн туризм хуҫалӑхӗ хӑйӗн хӑватне тавӑрнӑ.

Ҫанталӑк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Регион климачӗ вӑтам континентлӑ.

Кӳлӗ ҫыранӗсемшӗн вӑрӑма тӑсӑлакан хӗвеллӗ ҫу характерлӑ шутланать, вӑл ҫу уйӑхӗн варринчен пуҫласа авӑн вӗҫӗччен тӑсӑлать.

Хӗл кунӗсем самаях ҫемҫе, ҫапах та кӳлӗ кашни хӗлле тенӗ пекех шӑнса ларать. Пӑрӑн вӑтам хулӑнӑшӗ 10–20 сантиметр, ҫапах та 70 сантиметр хулӑнӑш пӑрпа витӗннине те асӑрханӑ.

Кӳлӗ ҫинче парӑс спорчӗпе тата пӗчӗк карапсемпе ҫӳреме юратакансемшӗн хӑрушлӑх кӑларакан вӑйлӑ ҫилсем пулаҫҫӗ. Кӳлӗри ҫил хӑвӑртлӑхне ятарлӑ служба сӑнаса тӑрать.

Ҫутҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тихань[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлӗри чи пысӑк ҫурутрав — Тихань — регионти чи паллӑ вырӑнсенчен пӗри. Унӑн лаптӑкӗ 12 км², вӑл кӳлле 5 ҫухрӑм тӑршшӗ кӗрет, ӑна икӗ пая пайлать. 1952 ҫултанпа патшалӑх сыхлавӗнче тӑрать. Ҫурма утрав вулкан ӗҫленипе пулса кайнӑ, чи малтанах вӑл утрав пулнӑ, ҫавна пула унта ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен эндемиклӑ тӗсӗсем лекнӗ. Ҫурутравӑн ҫыранӗсем самай чӑнкӑ, вӗсем ҫинче ӗмӗр ешӗл йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. Ҫурутрав варринче юхса тухман кӳлӗсем вырнаҫнӑ — Кюльшё-то (Тулашри) тата Бельшё-то (Шалти) — вӗсене сӳннӗ гейзерсен конусӗсем хупӑрланӑ. Кӳлӗсен ҫыранӗсенче хӑмӑш тата тростник ӳсет, вӗсен тарӑнӑшӗ 2–3 метртан ытла мар. Тихань кӳллисенче ишсе ҫӳрекен тӗрлӗ кайӑксем йышлӑн йӑва ҫавӑраҫҫӗ.

Киш-Балатон[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Киш-Балатон (Кӗҫӗн Балатон) — Балатонран кӑнтӑр-анӑҫра вырнаҫнӑ шурлӑхлӑ лаптӑк, вӑл Кестхей хулинчен инҫех мар, Зала шывӗн вӑрринче вырнаҫнӑ, сыхлакан заповедник. Тахҫан Киш-Балатон Балатонӑн шурлӑхлӑ бухти пулнӑ, вӑл Зала шывӗн хӑйне евӗрлӗ фильтрӗ пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Зала шывне канал туса Киш-Балатон тавра янӑ, ҫакӑ Пысӑк, тата вӑйлӑ ӑшӑхланнӑ Кӗҫӗн Балатонти экосистемӑна япӑх витӗм кӳнӗ. Ҫак ҫитменлӗхе 1980-мӗш ҫулсенче пӗтернӗ — Зала шывӗ юхакан вырӑнта малтанхи хӑшпӗр шурлӑхсене ҫутҫанталӑк фильтрӗ пек тавӑрнӑ. Кӗҫӗн Балатон — темӗн чухлӗ шапа тарҫи, чарлан, хуркайӑк, кӑвакал тата ытти кайӑк-кӗшӗк йӑва ҫавӑракан вырӑн. Вырӑнти пулӑҫсем хӑмӑш пусса илнӗ пӗчӗк шыв тӑрӑх ҫӳреме юрӑхлӑ ятарлӑ кимӗсем тӑваҫҫӗ. Территорие ҫирӗп сыхлаҫҫӗ, ҫапах та заповедникӑн пӗр пайӗ, сӑмахран, Каньявари утрава, ҫынсем килсе ҫӳресрен хупман. Кестхей хулинче Балатон кӳллин музейӗ пур, унта Киш-Балатона халалланӑ эспозици те пур.

Балатонҫум сӑртлӑхӗн наци паркӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Венгрири вунӑ наци паркӗсенчен пӗри, 1997 ҫулта никӗсленӗ. Наци паркӗн территорийӗ Бакон тӑвӗсенче кӳллӗн ҫурҫӗр ҫыранӗ хӗррипе Балатонфюредран пуҫласа Кёстхее ҫити выртать, чикки ҫыранран кӑшт аяккарах иртет. Наци паркӗн территорийӗ ытларах енӗпе сӑртлӑ, ландшафчӗ — вулканпа йӗркеленнӗскер. Кунта сӳннӗ вулкансем, ӗлӗкхи гейзерсем, кратерсем, хӑш-пӗр чухне питӗ тӗлӗнмелле хурма йышӑннӑ лава шӑтӑкӗсем нумай. Чи пысӑк базальтлӑ «орган» Сент-Дьёрдь тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫак ту хыҫӗнче, Тапольц хулипе юнашар, 1903 ҫулта ҫеҫ асӑрханӑ ҫӗр айӗнчи кӳлӗсем патне кӗмелли шӑтӑк пур. Паркра ятарласа хывнӑ сукмаксем тӑрӑх кӑна ҫӳреме пулать. Тихань ҫурутравпа Киш-Балатона та Балатонҫум сӑртлӑхӗн наци паркне кӗртнӗ.

Хевиз кӳлӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Будапештран 210 ҫухрӑмра, Кестхей (Балатон кӳллин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ вӗҫӗ) хулинчен 6 ҫухрӑмра, Хевиз хули хӗрринче унпа пӗр ятлӑ кӳлӗ — Европӑн чи пысӑк вӗри шывлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ. Кӳлӗ сӳннӗ вулкан кратерӗнче йӗркеленнӗ. Кӳлӗ лаптӑкӗ — 4,7 га, тарӑнӑшӗ — 40 м ытла, шыв температури ҫулла 34 градуса, хӗлле 26 градуса ҫитет. Вӗри минераллӑ шыв ҫӑлкуҫӗ 18 м диаметрлӑ шыв айӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче вырнаҫнӑ.

Кӳлӗ шывӗ сиплӗхлӗ, унта кӑшт радиоактивлӑх пур, кӳлӗ тӗпӗ сиплӗ пылчӑкпа витӗннӗ, унӑн ҫийӗнче лотоссем ӳсеҫҫӗ. Хевиз кӳллинчен Балатона шыв пӗчӗк юханшыв урлӑ юхса тухать. Кӳлӗн сиплӗхӗ пирки римлянсем те пӗлнӗ, анчах та унӑн бальнеологи пӗлтерӗшне Венгри патриочӗ, Фештетич граф тӑрӑшнипе ҫӗкленӗ, вӑл тӑрӑшнипе кӳлӗ таврашӗнчи утса ҫӳреме май ҫук шурлӑхсене дренажласа типӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл — Европӑри сиплемелли санатори-курортлӑ вырӑнсенчен пӗри.

Лоци ҫӗр хӑвӑлӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балатон таврашӗнчи чи пысӑк ҫӗр хӑвӑлӗ, унӑн тӑршшӗ 100 метр ытла. Балатонфюредран ҫурҫӗрелле, Тамаша ту хысакӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗр хӑвӑлне 1892 ҫулта Лайош Лоци уҫнӑ, ҫынсене килсе ҫӳремелӗх 1934 ҫулта хатӗрлесе ҫитернӗ. Регионти ытти ҫӗр хӑвӑлӗсем пекех, акшар чулне вӗри шыв ҫурса юхтарнине пула йӗркеленнӗ.

Ҫыран хӗрринчи ял-хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлӗ хӗрринче вуншар пӗчӗк ял-хула вырнаҫнӑ, вӗсенчен чи пысӑккисем — Балатонфюред, Шиофок тата Кестхей хуласем. Хӑй ятлӑ ҫурутрав ҫине ларакан Тихань посёлок Венгрири чи авалхи мӑнастирь вырнаҫнӑран паллӑ.

Балатонфюред[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӗп статья: Балатонфюред

Балатонӑн ҫурҫӗр ҫыранӗнчи тӗп курорт хули. Ячӗ, пӗр версипе, fürdo (шыва кӗмелли) сӑмахран, тепӗр версипе, fürj (путене) сӑмахран пулса кайнӑ. Курорт тӗлӗшпе хула XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчех чапа тухнӑ, курорт статусне ӑна официаллӑ майпа 1772 ҫулта панӑ. Хулари чи паллӑ вырӑн —Балатонфред тӗп тӳремлӗхӗнчи (Дьодь тӳремлӗхӗ ятлӑскер; Сывлӑх тӳремлӗхӗ) минераллӑ шывӗн сиплӗ ҫӑлкуҫӗсем, 1800 ҫулта кунта Лайош Кошут ячӗллӗ ӗҫмелли зал туса лартнӑ; курортниксем унти шыва халӗ те ӗҫеҫҫӗ. Балатон ҫыранӗ хӗррипе Рабиндранат Тагорӑн аллейи тӑсӑлать, ӑна кунта сипленнӗ Инди поэчӗ ячӗпе панӑ. Аллейӑра ҫавӑн пекех ытти паллӑ курортникӗсене халалланӑ кӳлепесемпе асӑну хӑмисем вырнаҫнӑ.

Шиофок[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӗп статья: Шиофок

Кӑнтӑрти ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ чи пысӑк хула. Танай юханшывпа каналпа ҫыхӑннӑ Шио юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ. Шио юханшыв ҫинче 1863 ҫулта туса лартнӑ шлюз пур, вӑл Балатонри шыв шайне йӗркелеме май парать. Шиофок авалхи отельсемпе чиркӳсен ҫурчӗсемпе кӑсӑклӑ, хула ҫывӑхӗнче Балатонри чи паллӑ пляжсем вырнаҫнӑ. Утӑ уйӑхӗнче хулара «Ылтӑн раковина» фольклор фестивальне ирттереҫҫӗ. Шиофокра Имре Кальман паллӑ композитор ҫуралнӑ.

Кестхей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӗп статья: Кестхей

Кестхей, Балатонӑн чи авалхи хули, кӳллӗн анӑҫ ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Архитектура палӑкӗсем кунта ҫыран хӗрринчи ытти хуласенчен ытларах. Тӗп тӳремлӗхре 1386 ҫулта туса лартнӑ готикӑллӑ францискань чиркӗвӗ ларать. Чан ҫапмаллине чылай каярах, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче хӑпартнӑ. Тӗп тӳремлӗхрен ҫурҫӗрелле Венгрири чи пысӑк паҫмасенчен пӗри — Фештетичсен керменӗ — вырнаҫнӑ. Паҫмана 1745 ҫулта никӗсленӗ, 1887 ҫулта ҫӗнетнӗ, ун йӗри-тавра илемлӗ парк йӗркеленӗ.

Тихань[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тихань посёлок — пӗрешкел ятлӑ ҫурутрав ҫинчи чи пысӑк ял-хула.

Чи паллӑ вырӑн — 1055 ҫулта никӗсленӗ сӑваплӑ Аньош ячӗллӗ бенедикт аббатлӑхӗ. Аббатлӑха никӗслени ҫинчен калакан хут сыхланса юлнӑ, ӑна латинла ҫырнӑ пулин те, унта 100 яхӑн венгр сӑмахӗ пур, ҫапла вара ӑна венгр чӗлхин чи авалхи палӑкӗ теме май пур. 1060 ҫулта собор криптӗнче аббатлӑх никӗслевҫине — I Андраш патшана — пытарнӑ. Хальхи храма 1754 ҫулта барокко стилӗпе туса лартнӑ, 1890 ҫулта ӑна реконструкциленӗ. Шалти капӑрлӑхӑн чи илемлӗ пайӗсем касса хатӗрленӗ алтарьсем шутланаҫҫӗ. Аббатлӑх чиркӗвӗ умне I Андраша тата унӑн арӑмне Анастасия Ярославнӑна халалланӑ палӑк лартнӑ.

Курорт тата туризм пӗлтерӗшӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балатон кӳлли — Венгрин тӗп туризм вырӑнӗсенчен пӗри. Пляжра каннипе пӗрлех кунта парӑс спорчӗ, пулӑ тытасси анлӑ сарӑлнӑ. Туристсене кӳлӗ хӗррипе вырнаҫнӑ ҫутҫанталӑк тата историллӗ паллӑ вырӑнсем илӗртеҫҫӗ.

Ахаль канупа пӗрле Балатон тахҫанах паллӑ санаторипе курорт сиплевне сӗнме пултарать. Балатонфюред санаторийӗсем кардиологи тӗлӗшпе специализациленеҫҫӗ, Хевиз кӳллинче хускану кӑлтӑкӗсене юсаҫҫӗ, Балатонҫум сӑртлӑхӗн наци паркӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче сывлав органӗсен чирӗсене «ҫӗр хӑвӑлӗнчи сывлӑш сиплевӗпе» сиплеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳллӗн ҫыранӗ хӗрринче тӗрлӗ йышши минераллӑ шыв ҫӑлкуҫӗсем нумай.

Флорӑпа фауна[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлӗре 25 тӗслӗ пулӑ пур, лицензи илсе ӑна кӑштах тытма та ирӗк параҫҫӗ. Пулӑҫсем ытларах енӗпе карп тытма кӑмӑллаҫҫӗ. Балатонта акӑшсем нумай, вӗсен йышне сӑнас тӗлӗшпе ятарлӑ служба ӗҫлет. Кӳлӗ хӗррипе, уйрӑмах Кӗҫӗн Балатонпа Тиханӑн шалти кӳллисенче, вӗҫен кайӑксем йышлӑ йӑва ҫавӑраҫҫӗ — шапа тарҫисем, чарлансем, хур-кӑвакалсем тата ытти вӗҫен кайӑксем. Кӗҫӗн Балатон районӗнче, Каполнапуста (венг. Kápolnapuszta) поселокӗпе юнашар буйволсене ӗрчетекен заповедник вырнаҫнӑ. Ку вӑл ҫак чӗрчунпа тӗл пулма май пур Европӑри сайра вырӑнсенчен пӗри.

Балатонпа Киш-Балатонӑн ҫыранӗсем чылай вырӑнта хӑмӑшпа ӳссе ларнӑ. Экологи балансӗ тӗлӗшпе хӑмӑш пысӑк вырӑн йышӑнать, ун ӑшӗнче кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пулӑ вӑлча сапать. Унсӑр пуҫне, кӳллӗн шывӗ хӑй тӗллӗн тасалас енӗпе те хӑмӑшӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Хӗлле хӑмӑша вырӑнӗ-вырӑнӗпе пуҫтараҫҫӗ, ӑна экспортпа ӑсатаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑмӑш кӳллӗн 2% ҫийне йышӑнать, XX ӗмӗр варринче ҫак кӑтарту 3% патнелле пулнӑ. Хӑмӑша мӗн чухлӗ касасси влаҫпа яхтсменсем хушшинчи тавлашуллӑ ыйту шутланать, пӗрисене пристань тавра тасатни юрӑхлӑ, тепӗр енчен экологи организацийӗсем тӑраҫҫӗ.

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлӗ тӑрӑх сахал путӑмлӑ карапсемпе тата катамарансем ҫинче тӑтӑшах пассажир рейсӗсем ҫӳреҫҫӗ. Шывҫӳревпе круизсем ирттерме 1891 ҫулта кӑларнӑ Helka пӑрахутпа тата хальхи вӑхӑтри темиҫе караппа усӑ кураҫҫӗ. Кӳлӗ ҫинче 20 ытла пристань, карапсем, тӗпрен илсен, кашни пристань патне чарӑнса ҫыран хӗррипе ҫӳреҫҫӗ.

Кестхейрен 11 ҫухрӑмра Балатон-Шармеллек тӗнче шайӗнчи аэропорт вырнаҫнӑ. Кунтан Берлина, Цюриха, Штутгарта, Копенгагена тата Лондона тӑтӑш рейссем вӗҫеҫҫӗ. Туристсен тапхӑрӗнче чартерла рейссем Франкфуртпа, Гамбургпа, Дюссельдорфпа тата Мускавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Кӳлӗн ҫурҫӗр ҫыранӗнче те, кӑнтӑртинче те чукун ҫул иртет, вӑл Балатон хӗрринче вырнаҫнӑ ял-хуласене Венгрин пысӑк хулисемпе ҫыхӑнтарать. Будапешта пуйӑспа ҫитес тесен Шиофокран 2 сехет вӑхӑт кирлӗ, Балатонфюредран — 2 сехет ҫурӑ, Кестхейрен — 3 сехет.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Шаблон:Тĕрĕслемен кӳлĕ