Бурундуков Авраам Фёдорович
Авраам Бурундуков | |
Тулли ят | Бурундуков Авраам Федорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1945, чӳк, 2 |
Çуралнă вырăн | Чăваш республики, СССР |
Патшалăх | РСФСР, СССР |
Профессисем | баянçă |
Жанрсем | халăх юрри |
Ушкăнсем | Шупашкарти Трактор савучĕн халăх хорĕ |
Парнесем | В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1990) |
Бурундуков Авраам Федорович (2.11.1945 çур., Чăваш Ен, Патăрьел районĕ, Сăкăт ялĕ) — мусăкçă, халăх пултарулăхне йĕркелекенĕ, баянçă, композитор. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1990), ЧР Композиторсен Ассоциацийĕн пайташĕ. В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ[1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А.Ф.Бурундуков Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса (2.11.1945) ÿснĕ. Вĕсен килйышĕнче мĕнпурĕ 14 ача пулнă. Авраам Фёдорович — чи кĕçĕнни, 14-мĕшĕ. Шупашкарта баянçăсен курсĕнче, Шупашкартах Ф.Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче, Мускаври Гнесинсем ячĕллĕ мусăк-педагогика вĕрентĕшĕнче (ăна пĕтереймен), Хусанти культура институтĕнче (1970) вĕреннĕ[1].
Сăкăтра вĕсен йăхĕ "Алексеев" хушаматлă пулнă. Анчах та амăшĕ Тăхăрьял таврашĕнчи Çĕнĕ Пăрăнтăк ялĕнчен пулнăран, вĕсем "Бурундуков" пулса тăнă[1].
Политика тата пĕрлĕх пурнăçне хутшăнни[2]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 20.03.2005 Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн виççĕмĕш чĕнĕмĕн туллилетекен суйлавне хутшăнни (хăй тĕллĕн)
- 16.10.2005 Шупашкар хула Пухăвĕн тăваттăмĕш чĕнĕмĕн суйлавне хутшăнни (хăй тĕллĕн)
Усламçă пулса ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А.Ф.Бурундуков ак çакнашкал йĕркелĕмсем уçнă: ООО "Алекон", ООО "Для Тебя", ИП Бурундуков Авраам Федорович[3].
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
- Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
- Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
- Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
- Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Ирхи тĕпел. Кăларăм: 04.04.2017 (Çавах ютубра та пур.)
- ^ Главная Кандидаты Бурундуков Авраам Федорович 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Сведения об организациях и ИП, в которых участвует Бурундуков А. Ф.