Бухара облаçĕ
Курӑнакан калӑплав
Буха́ра о́блаçĕ (вилоя́т, узб. Buxoro viloyati) — Ӳспекстанăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă территори, чылайăшĕпе ăна Кызылкум пушхир хуплать. 1938 çулхи кăрлач, 15 никĕсленĕ. Туркменистанпа, Навои тата Кашкадарья облаçĕсемпе, çаплах Каракалпакстан автономи республикипе чикĕ тытать. Облаçĕн лаптăкĕ — 40 300 км². Центрĕ — Бухара хула.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне облаçре 1505,8 пин çын пурăннă, 2004 çулхинчипе танлаштарсан, çак кăтарту 15,7 пин çын ытларах. Ялсенчи халăх шучĕ — 70,2 процент.
Административлă пайĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бухара облаçĕ 11 ял тăманĕнчен (район) тытăнса тăрать:
- Алат (Алат)
- Бухара (Галаасия)
- Вабкент (Вабкент)
- Гиждуван (Гиждуван)
- Джандар (Джандар)
- Каган (Каган)
- Каракул (Каракул)
- Караулбазар (Караулбазар)
- Пешкун (Янгибазар)
- Ромитан (Ромитан)
- Шафиркан (Шафиркан)
Облаçĕн административлă тĕпĕ — Бухара, (264 пине яхăн çын).
Облаç шутĕнче 10 хула, 3 хула евĕр паççулкă, 107 кишлак.
Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула евĕр паççулкăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бухара облаçĕн минерал пурлăхĕн калăпăшĕ
Пурлăх ячĕ | Виçи | шучĕ |
---|---|---|
Газ конденсачĕ | млрд. куб м | 293,8 |
Газ | млрд. куб м | 65,7 |
Конденсат | млн. куб м | 2,1 |
Нефть | пин тонна | 9119 |
Техника тăварĕ | тыс. тонна | 100 |
Хăйăр-гравий материалĕсем | пин куб м | 265 |
Гравий | пин куб м | 110 |
Акшар | млн. тонна | 21,1 |
Гипс | млн. тонна | 46,3 |
Графит | пин тонна | 805,9 |
Кварц | млн. тонн | 35,9 |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бухара облаçĕн хокимиячĕ 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хокимият Бухарского Вилоята 2019 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |