Контент патне куҫ

Бюргановский Илья Савельевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Илья Бюргановский
Бюргановский Илья Савельевич
Çуралнă чухнехи ят паллă мар
Çуралнă вăхăт 1881 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Пÿркел, (хальхи Пăва районĕ, Тутарстан)
Вилнĕ вăхăт 1896 çулхи [[|]]
Вилнĕ вырăн Пухтел хули
Гражданлăх Раççей империйĕ
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Альма-матер
Ашшĕ Савелий
Амăшĕ паллă мар
Арăмӗ Анисия Игнатьевна Бюргановская
Ачисем Василий, Владимир, Виктор, Антонина, Мария, Александр

Бюргановский Илья Савельевич (1858, Пÿркел, Чĕмпĕр кĕперни — 1896, Пухтел (Чăнлă районĕ), Чĕмпĕр кĕперни) — чăваш çуттатуртавçи, вĕрентевçĕ, сăваплăхçă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1870-?), асăннă шкулăн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри (хăшпĕр çăлкуçсем тăрăх — пиллĕкмĕш, чăннипе вара иккĕмĕш теçеткере пулас)
  • Чĕмпĕрти кĕперне вĕрентĕшĕ (? —1874). Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малтан ăна пĕтерекенсене документсем пама ирĕк пулман, çавăнпа унти ачасем ытти вĕрентĕшсене вырнаçма тăрăшнă.
  • Хусанти ют йăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ (? —1877)

Ăçта ĕçлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Семинари пĕтернĕ хыççăн — Хулаçырмири шкулта.
  • Хусан кĕпернин Сăпас уесĕнчи Сиктĕрмери шкул, 1878-мĕш çултанпа[1][2].
  • Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕрентевçи, 1982-мĕш çултанпа кĕçĕн çулхи ачасене вĕрентнĕ, вĕрентÿ кĕнекисене кăларма хутшăннă, 1984-мĕш çулхи чăваш букварьне вăл П.В.Васильевпа пĕрле хатĕрленĕ[3], унти хăшпĕр каллавсен авторĕсем те хăйсемех пулнă (сăмахран, "Эп сăхсăхма вĕренни" калава И.С. Бюргановский çырнă[4]). 1883-мĕш çулта Шупашкар уесĕнчи вĕрентевçĕсен съездне методист пулса хутшăннă[5].
  • Вăта Тимĕрçенти чиркÿре тияккăн.
  • Пухтелти чиркÿре тияккăн, кунта вырăнти шкула уçас ĕçе хутшăннă (1888)

Илья Савельевич Бюргановский. Арăмĕ — Анисия Игнатьевна Бюргановская (1861-1930). Вĕсен ачисемпе ытти тăхăмĕсем:

  • Василий Ильич Бюргановский (1885-1924). Граждан вăрçи витĕр тухнă (хăш енче пулни паллă мар), Владивосток хулинче ветеринарин тĕп тухтăрĕ пулнă теççĕ.
  • Владимир Ильич Бюргановский (1887-1916) (университет студенчĕ, патша çарĕн офицерĕ, вăрçăра вилнĕ; унăн виçĕ ывăл пулнă)
  • Виктор Ильич Бюргановский (1890-1945) Граждан варçинче Будённый çарĕнче тăнă, Аслă Атилĕх вăрçине хутшăнса пуç хунă.
    • Владимр Викторович (?-1943) ВОВра пуç хунă, лейтенант, йĕлтĕрçĕсен ротин командирĕ шутланнă.
    • Вера Викторовна, Калининград хулинче пурăннă теççĕ
  • Антонина Ильинична Бюргановская, качча кайсан Эсливанова (1893-1957), Капитолина Никитична Эсливанова (Максимова) пиччĕшĕпе, Пётр Никитич Эсливановпа (1881-1929), мăшăрлă пулнă.
  • Мария Ильинична Бюргановская (27, июнь, 1992-1971). Пухтелти пуçламăш шкула (1903) тата 1909-мĕш çулта Чĕмпĕрти епархи вĕрентĕшне пĕтернĕ, 47 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче чăваш ачисене вĕрентсе пурăннă. Ленин орденĕн кавалерĕ
    • Вера Аркадьевна Бюргановская (Цыганцова) (?-1961), вăрçăра медицина аслă лейтенанчĕ пулнă.
    • Зинаида Архиповна Бюргановская (Тимиркина) (?-1982)
      • Борис Николаевич Тимиркин, юрист. Пухтелте И.С.Бюргановский ячĕпе хăй вăйĕпе чассавай ларттарнă.
    • Борис Архипович Бюргановский (1927, Пухтел — 2014, Салават). Фронтовик, çар вĕçевçи, подполковник, СССР спорт маçтăрĕ.
  • Александр Ильич Бюргановский (1893-?). Корнет. Граждан вăрçинче вилнĕ. Колчак çарĕнче çапăçнă теççĕ. Ачисем пулман.

Кун çути курнă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Эпĕ сăхсăхма вĕренни. Калав.

Нина Еграшкина журналист çырнинчен[7]:

« Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче часавай уçăлчĕ. Ăна И.Я. Яковлевăн вĕренекенне, çак ялта чиркӳ тата шкул уçакана — Илья Савельевич Бюргановские — халалланă. Пысăках мар часавая Пухтел çыннисем — Зинаида Макаровна тата Борис Николаевич Тимиркинсем — хăйсен укçи-тенкипе туса лартрĕç. Илья Савельевич Бюргановский Борис Тимиркинăн мăн аслашшĕ пулать.

Малтанах Кивĕ Улхашри чиркӳ настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ вуларĕ, часавай çуртне çутатрĕ. Унтан пухăннисене çапла каларĕ: - Чиркӳ яланах халăхпа пĕрле пулнă - влаçсем темле уйăрма тăрăшсан та. Темле йывăр вăхăтра та пирĕн мăн асатте-асаннесем чиркӳсене, турăшсене сыхласа хăварма тăрăшнă. Паянхи пулăм килес ăрушăн тивĕçлĕ тĕслĕх. Иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн чунсемшĕн тăрăшакансен ячĕсене манмалла мар. Илья Бюргановский пухтелсене çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă. Тимиркинсем тăрăшнипе унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех юлĕ. Турă пулăшсан ĕлĕкхи вырăнта чиркӳ те çĕкленсе ларĕ акă, - терĕ вăл пухăннисене таса шывпа пĕрĕхсе. Унтан чиркӳ тăвакансене: Г. А. Воронков каменщика, П.И. Салюкин сварщика, вĕсене пулăшакан И.Н. Пидиксеева, хĕреспе куполне тăвакан А.А. Еграшкина – тав сăмахĕсем каласа пиллерĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева Пухтелĕнче часавай уçăлнишĕн савăнса çапла каларĕ: -Часавай лартас шухăш пирĕн 2000 çултах çуралнă. Тимиркинсем пирĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕç. Пысăк тав вĕсене уншăн. Ман шутпа, пухтелсене чиркӳ те кирлĕ. Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе çав ĕçе пуçăнасчĕ. Часавай тавра йĕрке туса ĕлкĕреймерĕмĕр. Шкул юбилейĕ тĕлне çулсем сарса, чечексем лартса илемлететпĕрех. Часавай уçăлнă ятпа саламлама УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ А.А. Мордовкин килсе çитнĕччĕ. Вĕсем те çак ял çыннисене çутта кăларакана, пачăшкăна асăнса часавай лартакансене чунран тав турĕç, Тав хучĕсем пачĕç. Часавай авторĕ Борис Тимиркин халăх умне çĕкленӳллĕ кăмăлпа тухрĕ: - Манăн мăн асатте çакăнта выртать. Унăн хĕрĕ Мария Бюргановская 47 çул çак ялта вĕрентнĕ. Вĕсен манăçми ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех ентешĕмĕрсен асĕнче юлччăр тесе тăрăшрăмăр та ĕнтĕ эпир мăшăрпа. Çак часавай тăван ялăмăра пиртен парне пултăр,- терĕ вăл хăйне пулăшаканĕсене чĕререн тав туса. Тимиркинсене ял халăхĕ ăшă сăмахсем каларĕ. Халĕ çак таса вырăна кашни пырса çурта лартма, кĕлтума пултарать.

»
  • Комиссаров, Г. И. История чувашской письменности и литературы [Текст] / Г. И. Комиссаров // Комиссаров Г. И. О чувашах = Чӑвашсем ҫинчен : исследования, воспоминания, дневники, письма. - Чебоксары = Шупашкар, 2003. - С. 338 - 382
  • Николай тата Светлана Костинсем. Село Богдашкино. Часть 2 (Вĕçĕ. Пуçламăшĕ: 11, февраль, 2015.)Династия Бюргановских — Улпресса. 21 февраля 2015 | listina73
  • Разенкова, Зинаида. Память хранит героев давних лет. «Цильнинские новости», № 47, 30 сентября 2016
  • Пантелеймонов, Н. Çутта, ырлăха ăнтăлма пулăшнă / Н. Пантелеймонов // Хыпар. – 2001. – 3 çурла.
  • Юмарт, Г. Нимери пек пĕрлешсе : И. Д. Никитин (Юркки) çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май / Г. Юмарт // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 1 июля.
  • Никитин Иван Дмитриевич // Моргаушский район : краткая энциклопедия – Чебоксары, 2002. – С. 99.
  • Трофимов, Г.Ф. Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) / Г.Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 293.
  • Юмарт, Г.Ф. Никитин (Юркки) Иван Дмитриевич / Г.Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 228 и др.
  • Георгиева, Н. Халăх сăмахлăх управçи : [публицист, фольклорист этнограф Юркка Иванĕ (Иван Никитин) çуралнăранпа 130 çул çитни çинчен] / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 9 утă. – С. 5. – (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Надежда Смирнова хатĕрленĕ ; № 11).
  • Кириллов, Г. «Тĕрĕссине çырма тăрăшрăм...» / Г. Кириллов // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2010. – 19-25 çĕртме (№ 24). – С. 10.
  • Юркки Иванĕ // Революцичченхи чăваш литератури : [текстсем]. – Шупашкар, 1988. – II том, I кĕнеке. – С. 147.
  • Юркки Иванĕ (1881-1948) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕрентÿпе вулав кĕнеки. – Шупашкар, 1996. – II пайĕ. – С. 47.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Мурзин О. Сихтерма — село родное: Алькеевский район Республики Татарстан / предисл. Ф. Давлетшина. — Чебоксары: Новое Время, 2010. — С. 64—66.
  2. ^ Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики. Главная Пресс-центр Публикации
  3. ^ Мефодьев А. И. Чувашская детская литература. Часть 1: истоки, возникновение, формирование / А. И. Мефодьев. — Чебоксары: Чуваш. гос. пед. ун-т, 2008, стр. 92 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Историко-этнографический музей при Симбирском чувашском институте народного образования / Н. Г. Краснов, О. В. Кириллова // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. — № 1, ч. 1. — С. 76-81
  5. ^ Подготовка и повышение квалификации учителей Чувашского края в конце XIX-начале XX вв. / Л. Н. Тохтиева // Вестник Чувашского университета. Гуманитарные науки. — 2011. — No 1. — С. 120—124
  6. ^ У ИСТОКОВ НАРОДНОГО ОБРАЗОВАНИЯ
  7. ^ Еграшкина, Нина. БЮРГАНОВСКИЕ АСĂНСА — ЧАСсАВАЙ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1131-МĔШ (2011.09.29) КĂЛАРĂМ