Эсливанова Капитолина Никитична

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Эсливанова Капитолина Никитична
Çуралнă вăхăт 1893, чӳк, 7
Çуралнă вырăн Тĕкки картунĕ[1], Шăмăршă вулăсĕ, Пăва уесĕ,Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Шăмăршă районĕ), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1979, çу, 16
Вилнĕ вырăн Мускав, РСФСР, СССР
Патшалăх Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Flag of the Soviet Union.svg СССР
Профессисем юрăç, вĕрентевçĕ
Инструментсем сĕрмекупăс
Жанрсем опера

Эсливанова Капитолина Никитична (качча тухсан — Максимова, çапах та чăваш культуринче ытларах хĕр чухнехи хушамачĕпе паллă, Тĕкки картунĕ[1], Шăмăршă вулăсĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, халĕ Чăваш Республикин Шăмăршă районĕ, 1893, чӳк, 7Мускав, РСФСР, СССР, 1979, çу, 16) — юрăç, 1913-мĕш çулта Чĕмпĕр хулинче М.И.Глинка композиторăн "Патшашăн хунă пурнăç" оперăпа лартнă спектакле хутшăннипе паллă. Çавăн пекех вăл паллă чăваш мусăкçисен (Ф.П.Павлов, С.М.Максимов, Г.С.Максимова, В.С.Максимова, А.А.Петров) пурнăçĕнче тата пултарулăхĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнни те куçкĕрет[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрманçă килйышĕнче, Тĕкки картунĕнче[1] çуралса ÿснĕ. Паянхи кун ку картун пуррипе çукки те, вăл ăçталларах вырнаçнă пулни пирки те нимĕн те паллă мар. (Тутар Тĕкки тата Ирçе Тĕкки ялĕсем пур, таçта çавсен еннелле пулнă пулмалла). Эсливановсен несĕлĕ хальхи Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнчен тухнă çынсем пулнă[2][3].

Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернисен йышĕнче[4] Капитолина Эсливанована тата унпа пĕртăваннисене (йăмăкĕсене) пурне те "вырăс" тесе палăртнă, — ытти çăлкуçсем урăхла çирĕплетеççĕ, "чăваш" теççĕ. Çакă, пĕр енчен, питĕ тĕлĕнмелле пек. Тепĕр енчен, кунта тĕлĕнмеллиех те çук-тăр. Мĕншĕн тесен 1910-1911-мĕш çулсенчи лару-тăрăва кăтартакан пĕр документра Чăваш Ишлĕ ялĕнче вырăссем (кусене малтан асăннă) тата чăвашсем (кусене кайран асăннă) пурăнаççĕ тесе палăртнă[5]. Çапла вара, Эсливановсен йăхăнче чăнах та "вырăс юнĕ" текенни пулма пултарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Ишлĕ ялĕнче вырăссем те пурăнаççĕ текен хыпар çук. Вырăссен тăхăмĕсем паянхи куна чăвашсем хушшинче "ирĕлсе" пĕтнĕ пулмалла. Чăваш Ишлине вырăссем килсе вырнаçасси, сăмахра, крепостла йĕркене пăрахăçланипе (1861) çыхăнма пултарнă.

К.Н.Эсливанован несĕлĕсем:

  • Ашшĕ — Эсливанов Никита Савельевич (1851-?)
  • Амăшĕ — Эсливанова (Свинцова) Ольга Мартемьяновна (1863-1942), çăлкуçра[6] ун пирки Чĕмпĕр хулинче çуралнă тенĕ; эппин шăпах вăл илсе килме пултарнă та ĕнтĕ Эсливановсен килйышне «вырăс юнне».

Капитолина Никитичнан хĕрĕ Галина Степановна Максимова хăйĕн "О пережитом" аса илĕвĕнче пĕлтернĕ тăрăх вĕсен "Эсливанов" хушамачĕ "Ĕçлĕ Иван" сăмах çаврăнăшĕнчен тухнă пулать. Шел, ку хыпара ытти çăлкуçсемпе çирĕплетме халлĕхе май çук.

Матак шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă. Ăна пĕтерсен çав шкултах вырăс чĕлхи тата мусăк вĕрентмешкĕн юлнă. 1917-мĕш çултан пуçласа Кăнна Кушкинче тата Вăта Тимĕрçенте ачасене вĕрентнĕ. Каярахпа каллех Чĕмпĕре куçса килнĕ те Совпартшкулăн чăваш, ирçе, тутар уйрăмĕсенче тата Милици шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.

Юлашки çулĕсене Мускавра, хĕрĕсем патĕнче, пурăнса ирттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çеç Вера хĕрĕпе пĕрле Мордва республикинче пулнă.

Мускавра пурăннă вăхăтсем пирки Александра Васильевна Александрова патне Поля Порфирьева текен çын Мускавран çырнă çыруран пĕлме пулать кăштах[7]:

« Асран кайми Санюк-саркайкăм! Паян эпир Капитолина Никитична Эсливанова-Максимовапа иксёмёр Шупашкарти Анюк Токсинапа Ульяна Тимофееваран çыру илтёмёр те, сана, Матрена Кузнецована, Людмила Сергеевнăна, Фекла Дмитриева-Эдюккана, арçын ачасенчен вара сана куç хывнă Якур Зайцев-Тал-Мăрсана, хамăра вёрентнё Константин Васильевич Ивановпа Федор Павлович Павлова аса илтёмёр... Мён чухлё çын аслă çул çине тухрё... Ÿксе пуç çапмалла пирён хаклă Иван Яковлевича... »

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Беллетристикăлла литературăран[8]:

« Сцена ҫинче сенкер кĕпелле хĕр, ҫинҫе пилӗклӗ те ҫӳллӗскер. Хумлӑ - хумлӑ ҫӳҫӗ ылтӑн евӗр йӑлтӑртатать . Сӑн-питӗнче юмахри вутӑшӑнни пек темӗнле асамлӑх. Кӑштах гримланиӑ пулин те, ӑна ҫӑмӑллӑнах палласа илме пулать: Капитолина Никитична, шкулти хӗрсен хорне ертсе пыракан учительница. Хӑй чӑнах та илемлё ӗнтӗ. Вӑл , Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ӳснӗскер, унти сӗм вӑрмансемпе чечеклё уҫланкӑсен илемлӗхӗпе асамлӑхне хӑй çине илнӗ тейӗн, куракансен кӑмӑлне илӗртсе тӑрать . Чӗмпӗр шкулĕнче ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл сахал мар каччӑ чун-чёрине вут-ҫулӑм хыгптарнӑ. Халӗ те, ав, хыҫалти ретсенчи ҫамрӑксем хушшинчен ассӑн-аосӑн сывлани илтӗнет. Сӑн-пӳ илемё ҫумне этемӗн тăрă ҫӑлкуҫӗ пек тапса тӑракан пултарулӑхне хушсан, вӑл вара ытармалла марах пулса тӑрать . Капитолинӑна курсан шкулти ҫамрӑк художниксен те чӗрисем кӑлт-кӑлт сикме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем васкавлӑн карандашпа блокнот туртса кӑлараҫҫӗ, хӗрӗн ытарми <сӑпне ӳкерме тытӑнаҫҫӗ. »

Хисеп[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Килйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Венчете тăни 1913-мĕш çулхи майăн 26-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн çумĕнчи Сăваплă Хакăл Апостолсем çине Аннин чиркĕвĕнче пулса иртнĕ.

Çавăн пекех ытти тăванĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • К.Н.Эсливанован йăмăкĕ Антонина Патăрьел районĕнчи Турхан ялне качча тухнă. Унта вăл упăшкипе пĕрле чăваш композиторне Петров Анатолий Алексеевича çуратса çитĕнтернĕ[13].
  • Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ хыççăн 1900-1901-мĕш çулсенче Хурăнварти икĕ класлă шкулта физика вĕрентнĕ Эсливанов Пётр Никитич та Капитолина Никитичнан çывăх тăванĕ пулма пултарать[14].
  • Лидия тата Серафима пĕртăванĕсем Шупашкарта вилнĕ, вĕсене унтах пытарнă[15].
  • Мускавра Никита (хими ăславĕсен докторĕ) тата Алексей (хими ăславĕсен кандидачĕ) мăнукĕсем пурăнаççĕ[15].
  • Ытти тăванĕсенчен çаксене асăнмалла: Владислав Игумнов (Шупашкар), Валерий Игумнов (США)[15].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Эсливанова, К. Н. Нихӑҫан манӑҫми Иван Митрофанович... / К.Эсливанова ; Иван Ахрат [хатӗрленӗ] // Хыпар. - 2003. - 27 раштав
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ : [Степан Максимов композиторӑн малтанхи мӑшӑрӗ Капитолина Никитичнапа вӗсен тӑватӑ хӗрӗ ҫинчен] / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Илюхин Ю.А. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  2. ^ ГЕНЕРАЛЬНЫЙ СЛОВНИК Дрожжановской энциклопедии.
  3. ^ Чăваш халăх сăмахлăхĕ. VI том. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, 1987. С.419.
  4. ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
  5. ^ Макаров, Валентин Федорович (1941-). Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык <Текст> : краткая история села Алёшкин-Саплык <Дрожжановского района Республики Татарстан> : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.) — 67-мĕш страницăна пăхмалла.
  6. ^ Семейные деревья MyHeritage
  7. ^ Н.Казаков таврапĕлÿçĕ урлă çитнĕ çăлкуç.
  8. ^ Константинов, И. В. Шурӑмпуҫ килсен : [С. Максимов композиторӑн малтанхи мӑшӑрӗ К. Н. Эсливанова ҫинчен / И. В. Константинов // Шурӑмпуҫ шӑпчӑкӗсем : калавсем / И. Константинов. – Шупашкар, 1971. – С. 25-34.]
  9. ^ Каярахпа уйрăлнă.
  10. ^ Фёдоров Н. Неизвестное об известном// Цивильский вестник. — 2002. — № 100 (9284) (29 октября).
  11. ^ Илюхин Ю. А. Максимова Галина Степановна // Электронная Чувашская энциклопедия
  12. ^ Сдержанный и чуткий аккомпаниатор // Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики, 21 апреля 2004 года
  13. ^ Макарова, Светлана. 80 лет композитору и педагогу Анатолию Петрову.
  14. ^ Хурăнвар шкулĕн историйĕ.
  15. ^ 1, 2 тата 3 Публикации » Сдержанный и чуткий аккомпаниатор.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]