Контент патне куҫ

Шупашкар уесĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкар уесĕ
Уес центрĕн гербĕ Кĕпĕрне гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне Хусан кĕпĕрни
Центр Шупашкар
Йĕркеленĕ 1727 çул
Пăрахăçланă 1927 çул
Лаптăк 3 696,7 çухрăм² (4,2 пин км²)
Пурăнан халăх 127 273[1] (1897)

Шупашкар уесĕХусан кĕпĕрнин 1727—1927 çулсенчи Чăваш АО тата Чăваш АССР администраци-территориллĕ виçи. Уес хули — Шупашкар.

Уес çĕрĕн лаптăкĕ 3696,7 тăваткал çухрăмпа танлашнă, ку вăл пĕтĕм Хусан кĕпĕрнин 6,6% шутланнă.

Халĕ Шупашкар уесĕн çĕрĕсем ытларах енĕпе Чăваш Енне кĕреççĕ.

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уес шутне Атăлсăр пуçсăр тата Çавал, Мăн Енĕш, Кĕçĕн Кокшага, Мăн Кокшага юханшывсем кĕнĕ. Уес Атăл тăрăх иккĕне пайланнă. Сулахай енче ытларах вăрманлă çĕрсем вырнаçнă. Тырă акса илме усă куракан çĕрсем тĕллĕн-теллĕн çеç вырнаçнă. Кунта пĕчĕк кӳлĕсем, тата çавăн пекех шурлăхсем нумай. Сылтăм енчи тăвайкиллĕ çĕрсем пулнă. Çырмасем нумай. Вăрмансем ку енче сахал.

Сулахай енче хăйăрлă тата кĕллĕ тăпрасем сарăлнă, сылтăм енче вара шурă тата хура суглиноксем, Атал патнелле кĕллĕ тăпрасем вырнаçнă.

Сулахай енчи вăрмансенче ытларах енĕпе хырпа чăрăшсем ӳснĕ, сылтăм енче вара çулçăллă йывăçсем сарăлнă: çăка, юман, ăвăс тата ыттисем.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1897 çулхи перепись тăрăх кунта пурĕ 129 109 çын (63 869 арçын, 65 240 хĕрарăм) пурăннă. Пĕр тăваткал çухрăм çине 34, 7 çын (Хысан кĕперниĕнче вăтамран 39,2 пулнă) килнĕ. 1901 çулта полици панă сведенисем тăрăх 137 675 çын пурăннă. Дворянсен шучĕ 225, пупсен шучĕ 568, чаплă граждансен тата купсасен шучĕ 144, мещансен шучĕ 9506, хресченсен шучĕ 109 173, çар çыннисен тата вĕсен çĕмьине кĕрекен çынсен шучĕ 18 059 пулнă.

Православи тĕнне кĕнисем — 133 614, ислам тĕнне тыткансем — 3 898, авалхи тĕнре пурăнакансем — 67, уйрăлнисем — 67, ыттисем — 29 çын шутланнă.

Вырăссен шучĕ 25 142 (12 442 арçын, 12 700 хĕрарăм), тутарсен шучĕ 3 898 (1 996 арçын, 1 902 хĕрарăм), çармăссен шучĕ 16 736 (8 300 арçын, 8426 хĕрарăм), чăвашсен шучĕ 91 879 (45783 арçын, 46 096 хĕрарăм), ыттисен шучĕ 30 (20 арçын, 10 хĕрарăм) пулнă.

1889 çулта кунта Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри хулисене шута илмесен 410 пурăнакан вырăн шутланнă. Ялсенче вăтамран сулахай енче 36 килпе 191 çын пулнă, сылтăм енче — 51 килпе 263 çын пулнă. Уес тăрах вăтамран тутарсен ялĕсенче 282 кил тата 1 583 çын пулнă, чăвашсен ялĕсенче — 51 кил тата 259 çын, вырăссен — 39 кил тата 223 çын, çармăссен — 35 кил тата 184 çын.

Ялсенчен нумайĕшĕ, ытларах енĕпе чăвашсен, тутарсен тата çармăссен, темиçе ĕмĕр каялла никĕсленнĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]