Васильев, Борис Львович
Шаблон:После символа Васильев | |
Çуралнă вăхăт | 1924 çулхи çу, 21-мĕшĕ[1][2][…] |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2013 çулхи пуш, 11-мĕшĕ[3][4] (88 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Васильев Борис Львович — (21.05.1924, Смоленск, , РСФСР, ССРП - 11.03.2013, Мускав, РФ) — вырăс совет çыравçи, сценарисчĕ. Раҫҫей Федераци Президенчӗн Премийӗн (2000), ССРП патшалӑх премийĕн (1975) тата Ленин комсомолӗн премийĕн(1975) лауреачӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Мускав ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Раҫҫей кинематографи ӳнерĕн «Ника» академийӗн академикӗ. 1989—1991 ҫулсенче ССРП кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗнчен ССРП Халӑх депутатне тата Национальноҫсен Канашӗн Культурăна, чӗлхене, наци тата интернаци йӑласене аталантарас, истори еткерлӗхне сыхлас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси пайташĕ пулма суйланӑ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ашшӗ — Лев Александрович Васильев (1892—1968) — Вырӑс император ҫарӗн кадрти, каярахпа Хӗрлӗ ҫар офицерĕ. Амӑшӗ — Елена Николаевна Алексеева (1892—1978), дворян йышĕнчен.
Смоленскра вӗреннӗ, 1941 ҫулта Борис Васильев Воронежăн Образцоври 5-мĕш №-лĕ вӑтам шкулăн 9-мӗш класĕнчен (халӗ — 28-мĕш № вӑтам шкул, Фридрих Энгельс урамӗ енчи ҫурт стени ҫине Б. Л. Васильева асӑнса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ) вӗренсе тухнӑ. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансассăн Борис Васильев хăй ирĕкĕпе комсомолецсен тăшмана тĕп тăвакан батальон йышĕнче фронта каять. 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче батальона Смоленск патне яраççĕ, унта вĕсем тăшман ункине çакланаççĕ. Васильев ункăран 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хӑй тӗллӗнех тухнӑ. Ăна полкăн кавалери шкулне яраççĕ, кайран вара - пулемет шкулне, унтан вĕренсе тухнă хыççăн 3-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизийĕн 8-мӗш гварди сывлӑш десант полкӗнче службăра тăрать. 1943 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче Вязьма патӗнчи сывлӑш десанчӗпе ансассăн мина тайлавĕ ҫине кĕрет те ăна йывӑр контузипе госпитале илсе ҫитереççĕ. Ҫакӑн пек аманнă тата сыватнӑ хыҫҫӑн Васильева 1943 ҫулхи кӗркунне И. В. Сталин ячӗллӗ бронетанклă тата механизациллӗ çарсен Çар академине вӗренме яраççĕ.
1946 ҫулта академин инженери факультетне пӗтернӗ, Уралти кустӑрмаллӑ тата çăпаталлӑ машинӑсен хăтлавçи пулса ӗҫленӗ. 1954 ҫулта СССРӑн çарĕнчен капитан-инженер ҫарти хисеппе запаса тухнӑ.
Васильевӑн ҫӗршывӑн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫарӗнче ӑрусем улшăннине халалланӑ «Танкистсем» (1954) пьеса литература дебючӗ пулса тӑнӑ. Совет Ҫарӗн театрӗнче икĕ хутчен тĕрĕслемелле лартса пăхнă хыҫҫӑн «Офицер» ятпа тухнă спектакле 1955 ҫулхи декабрь уйӑхӗ хыççăн урăх лартман. Васильев драматургие татах та алла илме тăрăшать, хӑйӗн вӑйне сценарист пек тӗрӗслесе пӑхать. СССР Госкино ҫумӗнчи судинче вĕреннĕ хыççăн Васильев сценарийӗсемпе ÿкернĕ фильмсем: «Черетлĕ рейс» (1958), «Вăрăм укçа» (1960). 1971 ҫулта СССРта анлӑ сарăлнă «Офицеры» фильм экрансем ҫине тухать. КВН валли сценарисем, киножурналсем валли подтекстовкӑсем ҫырнӑ.
Борис Васильевӑн пӗрремӗш прозӑлла хайлавне — «Иванов катерĕ» повеҫе — 1967 ҫулта «Новый мир» журнала пичете йышӑннӑ, анчах та 1970 ҫулта ҫеҫ (8—9 №) пичетленӗ. Повеҫе 1972 ҫулта Марк Осепьян режиссёр экранизациленӗ, анчах та картинӑна «ҫÿлĕк çине» хунӑ та 1987 ҫулта ҫеҫ проката янă.
Çыравçă 1969 ҫулта «Юность» (8 №) журналта «А зори здесь тихие …» повеҫ пичетленнӗ хыҫҫӑн паллӑра пуçланӑ. Васильев аса илнӗ тӑрӑх, Борис Полевой алҫырӑвне вуланӑ хыҫҫӑн икӗ асӑрхаттару ҫеҫ тунӑ («шмайссер» сăмаха «автомат» сăмахпа ылмаштармалла, «чӑрӑш тымарӗ» — «тăпăлнă йывăç») та ӑна ҫийӗнчех номере яма алӑ пуснӑ. Ҫак кунран пуçласа ҫыравҫӑ час-часах «Юность» журналта пичетленет.
1970 ҫулта «А зори здесь тихие …» повеҫе Таганкăри театр сцени ҫинче лартнă та, вăл 1970-мӗш ҫулсенчи чи паллӑ постановкӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 1972 ҫулта хайлава Станислав Ростоцкий экранизациленӗ. Каярахпа ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата совет ҫыннисен вӑрҫӑ ӑрӑвӗн темипе тӑтӑшах çырнă, хӑйӗн пултарулӑхӗнче çавăн пекех пурнăçăн ҫивӗч социаллӑ темӑсене тимленĕ. Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче вӑл историллӗ роман жанрĕпе çырма тытăнать, Руҫӗн сĕм авалхи историйĕпе темиçе кӗнеке кӑларать.
Харпӑр пурнӑҫĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арӑмӗ (1945 ҫултанпа) — Зоря Альбертовна Поляк (1926—2013), конструктор тата телекурав редакторӗ; Соня Гурвич («А зори здесь тихие …») тата Искра Полякова («Завтра была война») прототипӗ пулнă. Бронхитпа чирлĕскер пульница реанимацийӗнче вилнӗ. Çыравçă унӑн вилӗмне питӗ йывӑр йышăннă, пӗр-ик уйӑхран хăй те вилнĕ.
Яланлăх антисталинист. The New Times кӑларӑма панă пӗр интервьюра ҫапла ҫирӗплетнӗ:
Сталин тăм писмен пулнӑ. Ҫарта вӑл хăй ӗмӗрĕнче пĕрре те хӗсметре тӑман. Ҫар мӗнне ӑнланман вӑл. Вӑл карттӑ вулама пултарайман. Ӑна Шапошников — Тĕп штабăн пуçлăхӗ — карттӑ тӑрӑх ӑнлантарса панă. «Аслă Сталин» халапра кăна. Сталин юлташ ухмах, Гитлертан та ухмахрах пулнӑ…
1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Раҫҫей халӑх депутачӗсен тата Раҫҫей Аслӑ Канашӗн Съездне вӑйпа хӑваласа янине ырласа «Хӗрӗх иккӗшăн çырăвне» алӑ пуснӑ.
Мускавра Часовой урамӗнче, 5-Б ҫуртра пурӑннӑ. Пурнăçĕ 89-ра кайсан 2013 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче Мускавра татӑлнӑ. Ҫыравҫӑ вилнине 3-мӗш степеньлӗ вӑрах сикчевлĕ аритмипе сăлтавланă, вӑл юн ҫаврӑнӑшӗ ҫителӗксӗрри патне илсе ҫитернӗ. Пуш уйăхĕн 14-мӗшӗнче Ваганьково ҫӑвинче, мӑшӑрӗпе юнашар (43 участокра) пытарнӑ.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Казак В. Лексикон русской литературы XX века / [пер. с нем.]. — М.: РИК «Культура», 1996. — 5000 экз. — ISBN 5-8334-0019-8
- Павел Басинский «Она была его берегиней» «Российская газета»
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Boris Lwowitsch Wassiljew // Brockhaus Enzyklopädie (нем.)
- ^ Русская литература XX века. Прозаики, поэты, драматурги (рус.) / под ред. Н. Н. Скатов — 2005. — ISBN 5-94848-245-6
- ^ Deutsche Nationalbibliothek Record #119047896 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- ^ Bibliothèque nationale de France Boris Lʹvovič Vasilʹev // Autorités BnF (фр.): اوپن ڈیٹا پلیٹ فارم, платформа відкритих даних, платформа открытых данных, plateforme de données ouvertes, piattaforma di dati aperti, Opendata-Plattform, otevřená data platforma, åben-data-platform, տվյալների բաց շտեմարան, platforma za odprte podatke, plataforma de datos abierta, plataforma de dados aberta, платформа адкрытых даных, платформа на отворените данни, platforma otwartych danych, ашық деректер платформасы, ачык маалыматтарды платформа, açıq məlumat platforması, ochiq ma'lumotlar platforma, açık verilerin platformu, платформа отвореног података, platforma otvorenih podataka, platforma otvorenog podataka, platforma otvorených údajov, πλατφόρμα ανοικτών δεδομένων, platformu atklātā datu, platforma atvira duomenų, platvormi avatud andmete, avoimen datan foorumi, nyílt adatok platformja, პლატფორმა ღია მონაცემები, платформа за отворени податоци, нээлттэй мэдээллийн тавцан, platformă de date deschise, platformo de malferma datumoj, open data platform, плятформа адкрытых зьвестак, Усьтэм даннойёслэн платформазы, асыҡ мәғлүмәт платформаһы, açıq malümat platforması, açıq malümat platforması, ачык малюмат платформасы, öppen dataplattform, платформаи додаҳои боз, ачык кӧргӱзӱлердиҥ платформазы, гом бæрæггæнæнты платформæ — 2011.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Васильев, Борис Львович // «Кругосвет энциклопедийĕ».
- Фрагмент аудиозаписи беседы Б. Л. Васильева с Юрием Панковым, издателем серии книг «Автограф века» (октябрь 2005 года)
- Мария Ремезова Если завтра война. Интервью с Борисом Васильевым. medved-magazine.ru (2013-03-18). — «Это интервью Борис Васильев дал в 2005 году для «Автографа века»…» Тĕрĕсленĕ 22 Пуш уйӑхӗн 2014.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Çăвăн 21-мĕшĕнче çуралнисем
- 1924 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Смуленре çуралнисем
- Пушăн 11-мĕшĕнче вилнисем
- 2013 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- ССРП патшалăх премин лауреачĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- «Мăн кĕнеке» премин лауреачĕсем
- Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин сывлӑш десантникӗсем
- Бронетанк ҫарӗсен ҫар академинче вӗренсе тухнисем
- Вырăс çыравçисем, алфавитпа
- XX ĕмĕрти вырăс çыравçисем
- Истори романĕсен авторӗсем
- Вырӑс ҫыравҫисем — историлле романсен авторӗсем
- ССРП çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташӗсем
- ССРП кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн премийӗн лауреачӗсем
- «Чыс тата тивӗҫлӗх» номинацире «Ника» преми лауреачӗсем
- Смоленск хулин хисеплӗ гражданӗсем
- ССРП халӑх депутачӗсем кинематографистсен пĕрлешĕвĕнчен
- Раççей мемуарисчĕсем
- Ваганьково çăвинче пытарнисем
- Мускав çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- ССКП пайташĕсем
- Раҫҫейри «Ника» кинематографи ӳнер академийӗн академикӗсем
- Раççей киноматографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа искусство облаҫӗнчи премийӗн лауреачӗсем