Викторов Иван Викторович
Иван Викторов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Викторов Иван Викторович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1901 çулхи авăнăн 14-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Хурамал Туçа ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1944 |
Вилнĕ вырăн: | Борисов хули, Минск облаҫӗ, Беларуҫ, нимĕç концлагерĕ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи, драма |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Викторов Иван Викторович (Хурамал Туçа ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Хусан кĕперни - 1944 çул, Борисов хули, Минск облаҫӗ, Беларуҫ, нимĕç концлагерĕ) — чăваш сăвăçи, драматургĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1934 çул)[1][2].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1901 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районне кĕрекен Хурамал Туçа ялĕнче çуралнă.
1912-1914 çулсенче кÿршĕри Шĕнерпуç (Сĕнтĕрвăрри районĕ) шкулĕнче вĕреннĕ. Хыççăн Çĕрпÿри иккĕ сыпăклă шкулта пĕлӳ илнĕ.
Хусанти вĕрентекенсен семинариĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕреннĕ. Çĕрпӳ хулин шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, Центриздатăн чăваш секциĕнче редактор пулса, «Чăваш хресченĕ» хаçатра редакцин яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.
Мускавра пурăнакан чăваш çыравçисен организацине ертсе пынă, сăвăсемпе пьесăсем, критикăлла статьясене çырнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах И.В. Викторов фронта тухса каять. Тăван çěршыва юратса хăйне шеллемесěр И.Викторович алла пăшал тытса нимěç фашисчěсене хирěç çапăçнă.
Фашистсене хирěç пыракан аслă кěрешÿре, 1944 çулта вăл заданирен отряда таврăнайман, ăна тăшман салтакĕсем ярса илнĕ те Борисов хулинчи концлагере хупса лартнă. Унтан И.В.Викторов тарма тăрать, анчах фашистсем ăна хăваласа çитеççě, хытă асаплантарса вěлереççě.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл пěчěклех маттур ача пулса ÿснě: суха тунă, чěп куç çутипе кěнеке вуланă, сăвă хайланă. Пуçěнче çутă ěмěтсем калăпланă, мěн ачаран тăван тавралăх илемěпе киленнě.
1926-мěш çулхине, Литература институтĕнче вěренсе тухсан Иван Викторов сăвăсен пуххине — «Ялти кěвěсене» — пичетленĕ. Унтан «Çырмара» пьесăна хайланă.
Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Вырăсла тухнă кĕнекесем:
- «Сердце, пробитое пулей» (Пульăпа персе шăтарнă чĕре, 1975).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иван Викторов // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 153.
- Афанасьев, П. Викторов Иван Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 73-74.
- Викторов Иван Викторович // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 91.
- Станьял, В. П. Викторов Иван Викторович / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 317-318.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Викторов Иван Викторович
- Литературная карта Чувашии(ĕçлемен каçă)
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Драматургсем, алфавитпа
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей драматургĕсем
- ССРП сăвăçисем
- ССРП драматургĕсем
- Авăнăн 14-мĕшĕнче çуралнисем
- 1901 çулта çуралнисем
- 1944 çулта вилнисем