Виноградова Мария Сергеевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Виноградова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Мария Сергеевна Виноградова
Çуралнă вăхăт: 1922 утă, 13
Çуралнă вырăн: Наволоки
Вилнĕ вăхăт: 1995, утă, 2
Вилнĕ вырăн: Мускав
Професси: совет/раççей театр/кино актриси
Чыславсемпе парнесем: РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1987

Мари́я Серге́евна Виногра́дова (13.7.1922, Наволоки ялĕ, ССРП — 2.7.1995, Мускав, РФ) — совет/раççей театрпа кино актриси. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Наволоки салинче çуралнă.

1943 çулта ПРКИ актёр факультетĕнче (Григорий Рошаль ăста лаççи) вĕренсе тухсан «Союздетфильм» киностудин актриси пулса тăрать, унта вăл 1940 çултанпах ĕçленĕ.

1945—1949 тата 1952—1991 çулсенче — Киноактёр студи театрĕн актриси. 1949-1952 çулсенче — Германири совет çарĕн группин драма театрĕн актриси.

Кинора нумай ĕçленĕ пулин те, 1950-мĕш çулсен варринчен пуçласа ăна майĕпен иккĕмĕш шайри тата эпизодри рольсене пама тытăннă. Çав вăхăтрах «Союзмультфильм» студинче сасă кĕртес ĕçе е дубляжа хутшăннă. Театрти унăн тĕп амплуа травести пулнă, арçын ачасен ролĕсене сасă кĕртнĕ[1].

Инсульта пула [2] 1995 çулхи утăн 2-мĕшĕнче пурнăçăн 73-мĕш çулĕнче Мускавра вилсе кайнă. Хован çăвинче, упăшкин (Сергей Голованов совет актёрĕ (1909—1990)) вилтăприпе юнашар — (çурçĕр енчи территори, пайрăм № 214). Хĕрĕ — Ольга Голованова актриса (26.2.1963 çур.), халĕ амăшĕн ĕçне малалла тăсать, ютçĕр фильмĕсене тата мультфильмĕсене вырăсла калаçтарать[3][4].

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Барбара Фиевскаяпа (сулахайра) «Юлашки этап» фильмра

Мария Виноградова пирки фильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]