Контент патне куҫ

Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(США ҫинчен куҫарнӑ)
United States of America

Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем

АПШ ялавĕ АПШ гербĕ
Патшалăх чĕлхисем патшалăх чĕлхи çук, анчах та хăш-пĕр штатсенче вăл вырăнта акăлчан чĕлхи шутланать
Тĕп хула Вашингтон
Чи пысăк хула Нью-Йорк, Лос-Анджелес, Чикаго, Лас-Вегас, Майами, Даллас, Сан-Франциско, Хьюстон, Сан-Антонио, Сан-Диего, Бостон, Филадельфи, Сиэтл, Детройт, Денвер, Финикс
Президент Джо Байден
Вице-президент Камала Харрис
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
3 вырăнта
9 372 610 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2003)
 - Йышлăхĕ
3 вырăнта
290 342 554
31,0/км²
Валюта ячĕ АПШ долларĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ -5 пуçласа -10 таран
Патшалăх гимнĕ Çăлтăрпа Илемлетнĕ Ялав
Тетел доменĕ .us
Тел. префиксĕ 1

Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсем (акăл. USA — United States of America) — Çурçĕр Америкăри федераллă республика. Ытларах çухне АПШ кĕскен Америка теççĕ, унта пурăнакансене американсем тесе чĕнеççĕ.

АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче Атлантика океанĕнчен пуçласа хĕваланăç енче Лăпкă океан таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар Канада вырнаçнă, кăнтăр енче — Мексика. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе утрав Кариб тинĕсĕнче тата Лăпкă океанра кĕреççĕ.

9.6 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннăскер, Америка тĕнчери виççĕмĕш чи аслă çĕршыв. Халăх йышĕпе (300 миллион ытла) Америка тĕнчери виççĕмĕш чи йышлă çĕршыв.

АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Аслă Британие пăхăнмасси çинчен пĕлтернĕ 13 колони «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен суверенлăхĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) Аслă Британи 1783 çулта килĕшнĕ. 1781 çулта Конфедераци Йĕркисем (Articles of Confederation) ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи конституцине йышăннă хыççăн самай улшăннă.

Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.

Совет Союзĕ арканнă хыççăн Америка тĕнчери ларăва-тăрăва анлăн витĕм кӳрекен пĕччен аслă хăват пулса юлать.

Чăваш чĕлхинче «Америкăри пĕрлешӳ Штатсем», «Америкăн Пĕрлешӳ Штачĕсем», «АПШ», «Америка», «Пĕрлешӳллĕ штатсем».

Америка ятпа чăн малтан нимĕç картографĕ Мартин Вальтсемӳллĕр (Martin Waldseemüller) çĕнĕрен туса кăларнă глобуспа карттă çинче Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăсен пĕрлешӳллĕ континентне палăртнă. Чылайăшĕ шутланă тăрăх «Америка» Америго Веспуччи (Amerigo Vespucci), Итальян çул тĕпчекенĕн ятĕнчен пулса кайнă. Веспуччи Христофор Колумб Индине мар çĕнĕ тĕнчене çитнĕ тесе шутланă. Çапла вара Веспуччине хисеплесе вăл палăртнă çĕнĕ çĕре унăн ятне панă.

Америкăна унсăр пуçне чылай вăхăт Колумби тесе чĕннĕ. Халĕ вăл ятпа Амеркăн тĕп хули Вашингтон вырнаçнă района палăртаççĕ. Пĕрлешӳллĕ штатсене Колумби тени унсăр пуçне сăвă хайлавĕнче тĕл пулкалать.

«Америкăн пĕрлешӳ Штачĕсем» ятпа «Никамапăхăнманлăх çинчен пĕлтерни» (Declaration of Indepence) хутра 1776 çулта усă курнă.

Америкăн кăк халăхĕсем тата Европăран куçнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Мэйфлауэр кимĕ Плимăс Пристанĕнче», Вилйăм Халсалл, 1882. Мэйфлауэрпа Пилкримсем 1620 çулта Америкăна çитнĕ.

Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем Азирен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, патшалăхсем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут Христофор Колумб, Европă тĕпчевçи, 1493 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пуэрто-Рико çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне Евразирен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.

Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, Флорида тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан испансем колони хывнă. Хайхи малтанхи испан ялĕсенчен 1565 çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. Францирен килнĕ мамăк-тир усламçисем хăйсен ялĕсене Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, Аслă Кӳлĕ тавра çавăраççĕ, унтан Çурçĕр Америкăн чылай шалти çĕрĕ-шывне — Мексика пырĕ таранах хăйсен аллине илеççĕ.

Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини (1607 ç.) тата Плимăс (1620 ç.) колонийĕсенче хывать. 1628 çулта Массаччуссăтс Пырĕнчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара 1634 çула Çĕнĕ Англире 10 000 яхăн пуритан вырнаçать. 1610 çултан революциччен Британи хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.

1614 çултанпа Гудзон юханшывăн аялти çыранĕсенче Голланди çыннисем ял-хула çавăрма тытăнаççĕ, çавсен шутĕнче Манхэттăн утравĕ çинчи Çĕнĕ Амстердам та. Делавэр юханшывĕ хĕрринче 1638 çулта хывнă Çĕнĕ Швеци ялне те 1655 çулта Голланди ярса илет.

Франципе Индейĕц вăрçи вăхăтĕнче Британи Канадăна Франци аллинчен туртса илет. Канадăри францилле калаçакан халăх çапах Кăнтăр колонисен политика витĕмĕнчен хӳтĕ юлать. 1674 çула çити Британи Голландипе вăрçă вăрçса юлашкин колонийĕсене çĕнтерсе илет; Çĕнĕ Недерланд провинцине Çĕнĕ Йорк ят хурать. 1729 çулта Каролинă çĕрĕсене пайланă, 1732 çулта Джорджие колонизациленĕ хыççăн Британин 13 колонийĕ Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем пулса пĕрлешеççĕ. Пĕрлешĕве кĕнĕ кашни çĕр-шывăн хăйĕн вырăнти тата колонилле правительствисем пулнă, кашнинче ирĕклĕ çынсем суйлава хутшăнма пултарнă. Ĕлеххи Акăлчан çыннисен ирĕкĕсене тĕпе хунипе, вырăнти тытăм туйăмĕпе республикăлăх шухăшĕ тĕрекленет. Пур штат Африка чурисен суттине легализацилет. Çуралнисен йышĕ пысăк, вилнисен – сахал пулнине, татти-сыпписĕр имиграци вăйланнипе кашни 25 çул иртмессерен колонисенчи халăх йышĕ 2 хут йышланать. 1730—40-мĕш çулсенчи Христос чĕрĕлĕвĕн Аслă Вăрану юхăмĕ халăха тĕнпе те, тĕн ирĕклĕхĕпе те кăсăклантарать. 1770 çул патне колонисенчи халăх акăлчанланса пырать. Халăх йышĕ 3 миллиона çитсе Аслă Британин çуррипе танлашать, çапах налук тӳлекенсене Аслă Британин Парламĕнче хӳтĕлекен пулман.

Пăхăнманлăхпа Анлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Джон Трумбул, Пăхăнманлăх Декларацийĕ, 1817-18

Вырăнти колонисемпе Аслă Британи хутшăнăвĕсем хĕрӳленсе пыни 1760-70-мĕш çулсенче революцилле тапхăра илсе çитерет. 1775 çулта Америка вăрçи тухать, 1781 çулччен пырать. 1775-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Филадельфире пухăннă Континент Конгресĕ Континент Çарне никĕслет, Джордж Вашингтона ертӳçе лартать. «Кашни этеме тан туса янă» тесе, «этемĕн несĕллĕх прависене» палăртса 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Конгрес Томас Джефферсон сĕннĕ Пăхăнманлăх Декларацине йышăнса штатсене сулчă федрацие пĕрлештерет. Малтанхи йĕрке 1788 çулччен тытăнса тăрать. Британи патши майлă 70-80 çын Нова Скотие тата Британин Канадăри урăх çĕнĕ çĕрĕсене тарать. Америкăн вырăнти халăхĕсем вăрçăн анăç фронтĕнче икĕ еншĕн те кĕрешеççĕ.

1783 çулта, Америка Франци пулăшнипе Аслă Британи çарне парăнтарать, вара Британи 13 штатăн никамапăхăнманлăхне (суверенитетне) паллакан пулать. 1787 çулта тĕреклĕ нацилле правительство йĕркелес шухăшлисем Конституци пухăвне пуçтарăнаççĕ. 1788 çул патне 9 штат Пĕрлешӳллĕ Штатсен Конституцине хапăллать. Республикăн пĕрремĕш Сеначĕ, пĕрремĕш Элчĕсен Çурчĕ, пĕрремĕш президенчĕ Джордж Вашингтон 1789 çулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Çулталăк хушши, Филаделфие куçиччен федерацин тĕп хули Çĕнĕ Йорк пулать. 1791 çулта штатсем Ирĕксен Билне ырлаççĕ, конституцире федераци этеме ирĕксĕрлетме пултарманнине палăртакан, этем ирĕкĕсене саккунлăн хӳтĕлеме гарантилекен 10 тӳрлетӳ кĕртеççĕ. Чуралăх çине урăхла куçпа пăхаççĕ. Конституци йĕрки Африка чурисен суттине 1808-мĕш çулччен кăна хӳтĕлеме хушать. Çурçĕрти штатсем чура суттине 1780-1804 çулсем хушшинче чараççĕ, чуралăха хӳтĕлекен штатсем кăнтăрта юлаççĕ. 1800-мĕш çулта федераци правительстви кăнтăрта çĕнĕлле никĕсленĕ Вашингтон хулине куçать. Иккĕмĕш Аслă Вăрану витернипе евангелизм тĕрлĕ социаллă реформăсешĕн кĕрешекен юхăмсен тĕрекĕ пулса тăрать.

Америка анăçалла сарăлас килнипе 19-мĕш вĕçне çити индейсемпе вăрçă вăрçать, çĕрĕсене туртса илет. 1803 çулта Томас Джефферсон президент пулнă чухне, унччен Францие пăхăннă çĕрсене (Луизиана çĕр-шывĕ) Америка укçа тӳлесе илет те, федераци лаптăкĕ икĕ хут пысăкланать. 1812 çулта Британи суту-илӳре юри чăрмантарать тесе Америка ăна хирĕç вăрçă пуçлать. Вăрçă Америка национализмне çирĕплетет. Флорида çĕрне çар кĕртсе Америка Испание Мексика пырĕ хĕрринчи çĕре партарать. 1845 çулта Америка Техас Республикине аннексилет. Халăхра Америка Атлантика Океанĕнчен анăçалла Лăпкă Тинĕс çити анлăланасси ун пӳрнĕ шăпи текен шухăш сарăлнă. 1846 çулти Орегон килĕшĕвĕ тăрăх унччен Британи тытса тăнă çурçĕр-хĕвеланăç çĕрĕсем Америкăна куçаççĕ. 1848 çулта Мексика вăрçине çĕнтернĕ хыççăн Америкăна Калифорни тата ытти кăнтăр-хĕвеланăç çĕрĕсем куçаççĕ. 1848-1849 çулсенчи Калифорни Ылтăн Чирĕ анăç миграцине вăйлатать. Çĕнĕлле хывнă чукун çулсем куçакансемшĕн çăмăллăх кӳреççĕ, анчах вырăнти индейсене çĕтĕлтереççĕ. Çур ĕмĕр хушшинче 40 мĕльюна яхăн бизона тирĕшĕн тата чукун çул хурас ĕçе çăмăллатмашкăн пусаççĕ. Индейсемшĕн хуçалăх тĕрекĕ пулнă бизон пĕтни хир халăхне те вилĕм патне илсе çитерет.

Граждан вăрçи тата Индустриленни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Нью-Йоркри Эллис утравне иммигрантсем анаççĕ, 1902

Чураллă штатсемпе ирĕклисем правительсвто çыхăнăвне хаклассипе, чуралăха сарссипе хире-хирĕç шухăшлă пулнă пирки федерацири лару-тăру çĕнĕрен хĕрӳленет. 1860 çулта чуралăха хирĕç Республикăлла парти кандидатне Авраам Линкольна суйласа президента лартаççĕ. Вăл ĕçлеме пуçличчен çичĕ штат Федерацирен тухса Америкăн Конфедерацилле Штачĕсем пулса тăраççĕ. Федераци правительстви ку туху саккуна хирĕç тесе хаклать. Конфедераци Форт Самтăр çине тапăннипе Граждан вăрçи тухать. Конфедераци енне тата тепĕр 4 штат куçать. Юнион (Федераци) çарĕ кăнтăралла çĕнтерсе пынă май, Линкольн сĕннипе чурасене ирĕке кăлараççĕ. Юнион 1865 çулта çĕнтерсен, Америка конституцине 4 миллиона яхăн Африкăлла Американа граждан тăвакан, сасăлав ирĕкне паракан 3 тӳрлетӳ кĕртĕççĕ. Федераци хăвачĕ вăрçăра çĕнтернипе татах ӳсет.

Вăрçă хыççăн Линкольн президента вĕлереççĕ, Республикă партийĕ хăйĕн витĕмне вăйлатать, кăнтăрти чуралăхран ирĕке кăларнă çынсен прависене хӳтĕллессипе, федерацие çĕнĕрен пĕрлештерессипе çине тăрса ĕçлет – Реконструкци тапхăрĕ пуçланать. 1876 çулта тупăшуллă суйлавран Русăрфорт Хейс, кăнтăр çынни президент пулса тухать те, Реконструкцие пĕтерсе хураççĕ, çĕнĕ саккунсем тăрăх Африкăлла Американсем «тан, анчах уйрăм» пулса тухаççĕ. Африкăлла Американсен кăна мар, Акăлчанла мар шурă çынсен, тата Индейĕцсен прависене те Акăлчанла Американсем вăйлă хĕссе хураççĕ.

Çĕршывăн çурçĕр пайĕнче имигрант килсе тăнипе хуласем вăйлă ӳссе пыраççĕ, хапрăк-савăт уçăлнипе хăвăрт индустриализаци тапранать. 1929 çулччен пынă имиграци хумĕ, Америкă хуçалăхне ĕç çыннине илсе килет, Америка сăн-сăпатне улăштарать.

1867 çулта Америка Раççейрен Аляска çĕрне укçа тӳлесе илет. 1890 çулта индей вăрçисем пĕтеççĕ. 1893 çулта Хавайра (Гаваи) пурăнакан американсем ертнипе утравсен патшине сирпĕтеççĕ, утравсене АПШ аннексилет. Çав çултах, испан-американ вăрçинче çĕнтерсе Америка Пуэрто-Рико тата Филиппин утравĕсене хăй çумне хушать (çур-ĕмĕр иртсен Филиппин пăхăнман патшалăх пулса тухать).

I-мĕш Тĕнче Вăрçи, Аслă Депресси, тата II-мĕш Тĕнче Вăрçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тусан Пырши аркатнă ферма, 1936

1914-мĕш çулта I-мĕш Тĕнче вăрçи тухсан Америкă хутшăнман. Американсем Британипе Францие кăмăлланă, çапах та интервенцие хирĕççисем те йышлă пулнă — уйрăмах ирланд — тата нимĕçсем-Американсем. 1917-мĕш çулта Америка Антанта енлĕ пулса вăрçа хутшăнать. Вăрçă вĕçленсен, Европă ĕçне хутшăнас мар тенипе Америка сеначĕ Нацисен Лигине йĕркелекен Версаль Килĕшĕвне çирĕплетмест. Çĕршыв изоляционизм политикине тытса пырать. 1920-мĕш çулта хĕрарăм прависемшĕн кĕрешекен юхăм конституцине хĕрарăма сасăлав тата ытти ирĕк паракан тӳрлетӳ çыртарать. Вăрçăра кĕрешнĕшĕн 1924 çулта Америкăн тĕп халăхĕсене АПШ гражданĕсем пулса тăма ирĕк параççĕ.

20-мĕш çулсенче Америка хуçалăхĕ индустри ӳснĕ май чечекленсе каять. Анчах индустрие хăпартнăшăн парăм ӳссе пырать, биржăна инфляци çапать, вара 1929 çулта тытăм арканать те, Америка Аслă Депресси саманине кĕрет. 1932 суйланă Франклин Рузвельт президент правительствăна экономикă тытăмне йĕркелесе тăма ирĕк паракан Çĕнĕ Татăçу сĕнет. Тусан Пырши ятлă çил-тăвăлсем 30-мĕш çулсенче чылай ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕсене аркатса тăкать, халăх çĕнĕ вăйпа анăçа куçма тапратать. 1941 çулта Америка II-мĕш тĕнче вăрçине хутшăнса союзникĕсене çар хатĕрĕ кӳрме тытăнни çĕршывăн индустрине чĕртет.

Малтан нейтраллăскер, Америка вăрçа 1941 çулхи раштав уйăхĕнче, яппунсем Перл Харбора тапăннă хыççăн кĕрет. II-мĕш тĕнче вăрçи Америка историйĕнче чи тăкаклă вăрçă шутланин те, çĕршыв хуçалăхне мул илсе килет, ĕç туса парать. Ăна пулах, индустри ĕçне хĕрарăмсем те кӳлĕнеççĕ. Бретон Вудс тата Ялта конференцийĕсенче союзник ертӳçисем патшалăхĕсен хутшăнăвне майлама çĕнĕ йĕрке сĕнеççĕ, Совет Союзĕпе Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем тĕнче тĕрекĕ пулса тухаççĕ. 1945 çулти Европăри çĕнтерӳ хыççăн Сан-Франциско хулинчи конференцире Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ тăвасси пирки калаçса татăлаççĕ. Çав çулах çурла уйăхĕнче АПШ яппунсен Хиросимăпа Нагасаки хулисене çĕнĕрен шухăшласа кăларнă ядерлă хатĕрпе бомбăлать, вара Япуни авăнăн 2-мĕшĕнче капитуляцилет; вăрçă пĕтет.

Суперхăват

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Совет Союзĕпе АПШ Сивлек вăрçă туса тĕнчери аслă хăват пулассишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Европăри политикăлла лару-тăрăва икĕ енчен Варшава Пакчĕ тата Нато витĕм кӳрсе тăраççĕ. Cовет Союзĕ коммунизм тата план экономикине, Америка либераллă демократи тата капитализма (мул экономики) сарма тăрăшаççĕ. Совет союзĕ те, çав вăхăтрах Америка та тĕнче диктаторĕсене пулăшса тăраççĕ, пĕри тепринпе виççĕмĕш çĕр-шывсенче çапăçаççĕ (Прокси вăрçи). 1950-53 çулсенче Америка çарĕ Корейре Китай коммунисчĕсемпе кĕрешет. Америкăра Америка майлă мар ĕçсен Комитечĕ йĕркеленет те, патшалăх коммунизм майлă çынсене йĕрлеме пуçлать, Джозеф Маккартти сенатор коммунизма хирĕç юхăмăн тĕп сăнарĕ пулса тăрать.

1961 Совет Союзĕ тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут этем яраять. Çак ĕç Америкăра ăслăлăх ĕçĕн тухăçлăхне çĕклеме хавхалантарать. Джон Кеннеди президент уйăх çине этеме кăларакан çĕр-шыв Америка пултăр, ĕç 1969 çулта пурнăçлантăр тесе калать. Кеннеди президент саманинчех Куба таврашĕнче Совет Союзĕпе ядерлă вăрçăпа хăратакан ĕç пулса иртет. Çав хушăрах, Америка экономики самай ӳссе-сарăлса каять. Африка-американĕсен Мартин Лютер Кинг пек хастар пуçлăхĕсем ертнипе граждан ирĕкĕсемшĕн юхăм американсене расă тăрăх уйăрасси-хĕсĕрлессине хирĕç, Джим Крау саккунĕсене, 1964 çулта çирĕплетнĕ Граждан Прависен Акчĕнчи пĕр абзацне пĕтерессишĕн кĕрешеççĕ. Кеннеди президента вĕлернĕ хыççăн, ăна ернĕ политиксем виççĕмĕш çĕр-шыв вăрçисене Кăнтăр-хĕвелтухăç Азине илсе çитереççĕ, Вьетнамра ăнăçусăр вăрçă пуçлаççĕ.

1974 çулта Вотергейт сас-хури тухсан, Ричард Никсон демократла президента влаçпа иртĕхнĕшĕн ĕçрен тухтараççĕ. 1980 çулта Рональд Рейгана суйлани Америкăн политики «сылтăмалла» (республикансем енне) сулăннине пĕлтерет. 80-90-мĕш çулсенче Совет Союзĕн хăвачĕ чакать те СССР арканать. ПНОра ертӳçĕ пулса, союзникĕсемпе Перс кӳлмек тата Югослави вăрçисене чарайни Америкăн тĕнчери хăрах суперхăват авторитетне çирĕплетет. Билл Клинтон президент пулнă хушăра (1991—2001) Америка экономики тĕнчере самай сарăлать. 1998 çулта гражданла суда лекнĕшĕн, ясар ĕçĕпе çуйăху кăларнăшăн Элчĕсен Çурчĕ Клинтона айăпласа импичментлет; президента Сенат çăлса ĕç вырăнĕнче хăварать.

2001 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Нью-Йорк хулинчи ларакан Тĕнчери Суту Центрĕн йĕкĕр çуртне, тата Пентагона самолетсем пырса çапăнаççĕ. Виçĕ пине яхăн çынна вĕлерсе Тĕнчери Суту Центрĕ тата юнашар ларакан темиçе çурта ишĕлтереççĕ. Çак ĕç пулса иртнĕ хыççăн, Джордж Буш президент преступленишĕн Аль-Кайда террорисчĕсене айăпласа Террорпа Вăрçă пуçлать. Çав çулах ÇАПУ çарĕ Афганистана кĕрсе, Талибан правительствине тата Аль-Кайда шкулĕсене çĕмĕрет. Талибансем ÇАПУ çарне хирĕç партизанла вăрçаççĕ. 2002 çулта иккĕленӳллĕ пĕлтерӳсене шанса Джордж Буш Иракри влаç режимне пусарма чĕнет. ÇАПУ пулăшма туннине кура Джордж Буш Ирĕкне Кăтартакансен Коалицийĕ йĕркелесе 2003 çулта Ирак çарне кĕртет те, Саддам Хуссейн президентлăхне пĕтерет. Хăй халăхĕ те, тулашри çĕр-шывсем те Иракран çарне кăларма хистинĕ пулин те Америка çарне Иракран илсе тухмасть.

Администраци пайланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: АПШ штачĕсем


Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]