Виноградов Нестор Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Виноградов Нестор Петрович, — драма актёрĕ. 1909 çулхи пуш уйăхĕн 6 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Тивĕш ялĕнче çуралнă. 1995 çулхи авăн уйăхĕн 29 Шупашкарта вилнĕ.

Медальсене, 2 степеньлĕ Тăван çершыв вăрçин орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927-1929 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх театрĕн стедиĕнче, 1931-1933 çулсенче Мускаври театр исскуствин тĕп техникумĕнче вĕреннĕ. 1933-1937 çулсенче К.В. Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх академи театрĕнче артист пулса ĕçленĕ. 1937 çултанпа вара, 1945 çулчен, Тутарстанри Аксубаевра вырнаçнă колхозпа совхоз теартĕнче вылянă. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн, 1945 çултан 1979 çулчен каллех К.В. Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх академи театрĕнче вылянă.

Тĕп ролĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Айдар, Ванькка ("Кужар");
  • Платон Кречет, Костя-капитан ("Аристократы");
  • Дикой ("Гроза");
  • Аполлон ("Волки и овцы");
  • тата ыттисем.