Контент патне куҫ

Воробьёв Василий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Воробьёв хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Василий Воробьёв
Тулли ят Василий Петрович Воробьёв
Çуралнă вăхăт 1887, пуш, 23
Çуралнă вырăн Элпуç ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ),
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1954, раштав, 10
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРП
Профессисем XX ĕмĕрти совет, раççей, чăваш композиторĕ, дирижёрĕ, мусăк педагогĕ
Жанрсем классика мусăкĕ

Воробьёв Василий Петрович (пуш, 11 (23), 1887, Элпуç ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Тăвай районĕ), Хусан кĕперни, Раççей империйĕ — раштав, 10, 1954, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш композиторĕ, хор дирижёрĕ, педагог, Чăваш Енĕн профессилле мусăк культурине никĕслекенĕсенчен пĕрри[1].

Ывăлĕ — Г. В. Воробьёв.

Шăхасанти вĕретӳçĕсен шкулĕнче вĕренсе тухнă. 1912 çулчен ялти шкулта ĕçленĕ, чиркӳ хорĕн регенчĕ пулса хĕсметре тăнă. 1912 çулта Шупашкара куçнă, шкулсенче юрлама вĕрентнĕ, мусăк шкулĕнче, педтехникумрпа, мусăк-театр техникумĕнче тăрăшнă.

Шупашкарти мусăк шкулĕнче Чăваш халăх хорне йĕркеленĕ, ăна кайран 1924 Ф. П. Павлов композитор хорĕпе пĕрлештернĕ. Тепĕртакран çак хор халĕ паллă «Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ» пулса тăнă. Василий Петрович Чăваш Енре нумай ӳнер ĕçченне ӳстерсе хатĕрленĕ.

1940, юпа — СССР композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

1945—1948 çç. — Чăваш АССР композиторĕсен пĕрлешĕвĕн оргкомитечĕн председателĕ.

1947—1948 гг. — Шупашкар мусăк вĕрентĕшĕн директорĕ.

1948—1952 гг. — Музфонда СССР мусфондĕн Чăваш АССР-ĕнчи тивĕçлĕ элчи.

В. П. Воробьев 1954 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Богдан Хмельницкий урамĕнчи кивĕ çăва çине пытарнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

800 ытла чăваш халăх юррисен çырса илнĕ, вĕсене усă курса паллă юрăсене кĕвĕленĕ (200 яхăн): «Кай, кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Вăрман урлă каçрăмăр», «Колхоз хирĕнче» т.ыт. те.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чылай патриотика юррине çырнă.

Унăн чи паха ĕçĕсем чăваш юррисен классика фондне кĕреççĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]