Воронеж фрончĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Воронеж фрончĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Воронеж фрончĕ
Вр.Ф
Red Army badge.gif
ХВ эмблеми
Пулнă çулсем утă, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç.
Патшалăх Воронеж фрончĕ СССР
Пăхăну фронт çарпуçне
Тĕс фронт
Унăн шутĕнче управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем
Функци хӳтĕлев, тапăну
Йышĕ йĕркелев
Хутшăнни Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
Командирсем
Паллă командирсем Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр

Воронеж фро́нчĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ. Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.

Фронт ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи утă уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Сталинградпа Кавказ çине куçарса каймалли çарĕсене чарса тăнă. Сталинград патĕнчи хирĕç тапăнура фронт Кăнтăр-Анăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле раштавăн иккĕмĕш çурринче Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.

1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Брянск фрончĕпе пĕрле — Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Харьков, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Пушăн 16-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе пушăн 14-мĕшĕнче) фронт çарĕсем Харьков хăварнă та (Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Белгородран çурçĕрелле, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.

Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Кейӳ хулине ирĕке кăларма тата Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине вĕçлет.

Фронт йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанах фронта кĕнĕ:

малашне:

Çарпуçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çарпуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă Канашĕн пайташĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Штаб пуçлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Разведуйрăм пуçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чекмазов П. Н. (1942-па)
  • Кочетков М. А. (1943 çулхи утăччен)
  • Виноградов И. В. (1943 çулхи утă-юпа)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Воронежский фронт. // — Воронеж, 2005, Центр.-Чернозем. книж. изд-во.
  • На Воронежском направлении. // — Воронеж, 2-е изд., 1973. Новый Оскол

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]