8-мĕш çар (Итали)
8-мĕш çар (итал. 8 Armata, çаплах 8-мĕш итал çарĕ, Раççейри итал çарĕ, итал. Armata Italiana in Russia, ARMIR, 1942 çулхи акан 1-мĕшĕнченпе— «Раççейри итал экспедици корпусĕ», итал. Corpo di Spedizione Italiano in Russia, CSIR) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă итал çарĕ. Çар СССР территоринче çапăçусене хутшăннă, Сталинград çапăçăвĕнче ăна аркатнă.
1-мĕш йĕркелĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]8-мĕш çара 1940 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ, 9 уйăхран ăна 1940 çулхи юпан 31-мĕшĕнче салатнă.
2-мĕш йĕркелев
[тӳрлет | кодне тӳрлет]СССРти итал хĕçпăшаллă вăйĕсен 1941—1943 çулсенчи вăрçă компанийĕ 1941 çулхи çĕртмен 33-мĕшĕнче Германи СССР çине тапăннипе пуçланать. Бенито Муссолини диктатор Тухăç фронтне çапăçма кайма хатĕрленме тата кăраллă çынсен контингентне яма тапăч парать. СССРа янă малтанхи йĕркелĕве «Раççейри итал экспедици корпусĕ» (итал. Corpo di Spedizione Italiano in Russia, CSIR) тенĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче, йышлатса тата çĕнĕрен йĕркелесе, Раççейри итал экспедици корпусĕ ятне «8-мĕш итал çарĕ (вăлах «Раççейри итал çарĕ», итал. Armata Italiana in Russia, ARMIR) çине куçарнă.
8-мĕш çара Тухăç фронтне ярас тĕллевпе 1942 çулхи акан 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче 8-мĕш çарĕ фронта çитнĕ, унăн шутне 1941 çултанпа вăрçакан Раççейри итал экспедици корпусне (CSIR) кĕртнĕ.
1942 çулхи утă уйăхĕнче çар Танăн сылтăм çыранĕпе пыракан касăк йĕре тухнă. Çурлара 3-мĕш пехота дивизийĕн чаçĕсем совет çарĕсен Серафимович патĕнчи плацдармне аркатнă. Çав уйăхрах нимĕç танкĕсен пулăшăвĕпе совет çарĕсен атакине сирсе янă[1].
1942 çулхи кĕр кунĕсен вĕçенче ARMIR нимĕçсен 6-мĕш çар сулахай флангĕнче, венгерсен тата румынсен çарĕсем хушшинче вырнаçăннă. Италсем 250 çм ытла тăршшĕ фронта тытса тăнă. Касăк йĕрĕ Тан çыранĕпе пынă, 2-мĕш венгер çарĕсен позицисенчен пуçласа в Вёшенскинчи 3-мĕш румын çарне çитиччен. Италсем хӳтĕлев йĕрне хавшак тунă: траншейсене чавман, кирлĕ хӳтĕлев позицисене туман. Итал пайĕнче тăнă дивизисем: 298-мĕш нимĕç, «Пасубио», «Торино», «Амедео тиккĕ, д’Аосты херцăкĕ яч.» тата «Сфорцеска»; сылтăм фланга хӳтĕленĕ: «Равенна» тата «Коссерия», сулахай флангĕнче: «Юлия», «Кунеэнзе» тата «Тридентина».
1942 çулхи раштав уйăхĕнче совет Кăнтăр-Анăç фрончĕн Вăта Тан операцинче 8-мĕш çар хаяр çапăçусенче пулнă, анчах та раштавăн 24-мĕшĕ тĕлне Алексеево-Лозовский — Верхнечирская патĕнче ăна пĕтĕмпех тенĕ пекех аркатнă. Çарăн юлашкисем нимĕç тата румын çарĕсемпе пĕрле чакнă. 1943 çулхи ака уйăхĕнче çăлăнса юлнă салтаксене Италие канăва тата çĕнĕрен йĕркеленме тавăрнă. Итали авăнăн 8-мĕшĕнче капитуляциленнине пула çара çĕнĕрен йĕркелеймен.
1942 çулхи çурлан 20-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи нарăсăн 20-мĕшне çитиччен 8-мĕш çар вилнисемпе пĕр хыпарсăр çухалнисемпе 87 795 çынна, суранланнисемпе тăм илнисемпе 34 474 çынна çухатнă.
Совет çарĕсем Сталинград патĕнче тапăнăва пуçласан пурĕпе 130 000 яхăн итал хупăрлава лекнĕ. Итал çăлкуçĕсемпе 20 800 яхăн салтак çапăçусенче пĕтнĕ, 64 000 тыткăна лекнĕ тата 45 000 тарма ĕлкĕрнĕ. 1943 çулта, Муссолинине çапса антарсан, çĕнĕ итал ертӳлĕхĕ Германи çине вăрçăпа тухнă. Львовра вырнаçнă нимĕç çарĕсене тревогăпа тăратнă, вĕсем малтан тăмăр пулнисен казармисене хупăрланă, хĕçпăшалне туртса илнĕ, кайран темиçе кун хушшинче Цитадельре тата Ян лагерĕнче персе пăрахнă.
Тухăçри кампанире пĕтĕмпе, 30 000 яхăн итал çапăçусенче вилнĕ, 54 000 совет тыткăнĕнче пĕтнĕ.
Йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]СССРа çиччĕ çĕнĕ дивизи (4 пехота тата виççĕ альп, итал. Alpini — итал ХВ туçи стрелокĕсен элита пĕрлештерĕвĕсем):
- 2-мĕш пехота «Сфорцеска» дивизийĕ;
- 3-мĕш пехота «Равенна» дивизийĕ;
- 5-мĕш пехота «Коссерия» дивизийĕ;
- 156-мĕш пехота «Виченца» дивизийĕ.
- 2-мĕш альп «Тридентина» дивизийĕ;
- 3-мĕш альп «Юлия» дивизийĕ;
- 4-мĕш альп «Кунеэнзе» дивизийĕ.
- «Пасубио» пехота дивизийĕ;
- «Торино» пехота дивизийĕ;
- 3-мĕш кавалери «Амедео тиккĕ, д’Аосты» херцăкĕ яч. дивизи
вара çапла, Тухăç фронтĕнчи итал дивизисен шучĕ вунна çитнĕ.
Итал дивизисемсĕр пуçне, ARMIR шутне кĕнĕ:
- 298-мĕш тата 62-мĕш нимĕç дивизисем (кайран вĕсене Сталинграда янă);
- ирĕк кăмăл хорват бригади;
- виççĕ Camicie Nere бригади (итал «хуракĕпеллисем» — ирĕк кăмăллисем).
1942 çулхи чӳк уйăхĕ тĕлне ARMIR шутĕнче 235 000 çын 12 дивизире тата тăваттă бригадăра тăнă тата 988 кĕпçепе, 420 миномётпа кăралланнă, çаплах 25 000 лаша, 64 самолёт тата 17 000 транспорт хатĕрĕ пулнă. Танксем сахал шутланнă тата хĕллехи тум-тир çитмен.
Çарăн çарпуçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- генерал Адальберто дука ди Бергамо (1940)
- генерал Итало Гарибольди (1942—1943)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Italian Ministry of Defence, 1977a. Valori, 1951
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- W. Victor Madeja — Italian Army Order of Battle: 1940—1944 — Between Fascism and Monarchy
- Stato Maggiore Dell’Esercito — Ufficio Storico (General Staff of the Army — Historical Office) — Le Operaazioni Delle Unità Italiane Al Fronte Russo (1941—1943)