Контент патне куҫ

Воронов Станислав Кириллович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Воронов хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Станислав Кириллович Воронов
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1957 çул, çурла, 20
Ҫуралнӑ вырӑн Тури Хурасан ялĕ
Элĕк районĕ
Чăваш АССР
РСФСР СССР
Пӑхӑнулӑх СССР
Раççей Федерацийĕ
Ҫар ӑрачӗ ФХХ
Хӗсмет ҫулӗсем 1982-хал. вăх.
Хисеп
Генерал-лейтенант
Генерал-лейтенант
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем Афган вăрçи
Чыславсем тата парнесем
«СССР ХВ хĕсметре тăнăшăн» 3-мĕш степеньлĕ орденĕ
Тĕнчери "Russian ArtWeek 2010" ӳнер академин Гран-при

Воронов Станислав Кириллович (1957 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче çур.) — РФ патшалăх хăрушсăрлăх хĕсмечĕн генерал-лейтенанчĕ, Раççей ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Мускав тулашĕн ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Станислав Воронов 1957 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче çуралнă.

1979 çулта Хусан университечĕн юридици факультечĕнчен вĕренсе тухнă та Чăваш Республикин Прокураторине ĕçлеме килнĕ, Район прокурорĕн пулăшуçи, тĕпчекен прокурор пулса тăрăшнă.

1994-1999 çулсенче — Чăваш Республикин Хăрушсăрлăх министрĕ. 1999 çулхи чӳк уйăхĕнче Мускава ĕçе куçать, Раççей Федерацин ХФХ Тĕпчев управленин пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрать.

1982 çултанпа патшалăхăн хăрушсăрлăх уйрăмĕсенче, прокуратурăра ĕçленĕ. Икĕ çул Афганистанра хĕсметре тăнă. 1994-1999 çулсенче — Чăваш Енĕн хăрушсăрлăх министрĕ. 1999 çулхи чӳк уйăхĕнче — Раççей Федерацин Федераллă Хăрушлăхсăрлăх Хĕсметĕн Тĕпчев ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.

2001 çулта РФ ФХХ Эрпӳлĕхĕнче ертӳçссене хатĕрлекен аслă курсĕнче вĕренет.

2002 - 2005 çулсенче Станислав Воронов Беларуç Республикинчи РФ элчелĕхĕн пĕррремĕш секретарĕ пулса тăрăшать.

2005 - 2007 çулсенче УАО «Сухой компанинче» ĕçре, Тĕп директорăн хăрушсăрлăх çумĕ.

2007 çултанпа халиччен — УАО «Сухой» Авиаци холдинг компанин» хăрушсăрлăх енĕпе вице-президенчĕ[1].

Çемьере иккĕ ачана ӳстерет.

Политикăри ĕç-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республики президенчĕн 2001 çулхи суйлавĕнче президент вырăнĕшĕн кĕрешнĕ, суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе, виççĕмĕш вырăна, Н. Федоровпа (1-мĕш вырăн) тата Шурчанов (2-мĕш вырăн) хыççăн, тухнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2008 çулта унăн куравĕсем Португалире (Лиссабон) тата Германире (Мюнхен) иртнĕ. 2012 çулта Шупашкарта ӳнер музейĕнче С. Вороновăн куравĕ уçăлнă[2].

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «СССР Хĕçпăшаллă Çарĕсенче хĕсметре тăнăшăн» 3-мĕш степеньлĕ ордена, медальсене тивĕçнĕ.
  • Тĕнчери "Russian ArtWeek 2010" ӳнер академин Гран-при
  • Раççей сăрăçĕсен пĕрлешĕвĕн кĕмĕл тата бронза медалĕсем
  • "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]