Гордеев Виталий Ильич
| Виталий Гордеев | |
| Çуралнă чухнехи ят | Гордеев Виталий Ильич |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1948, çурла, 5 |
| Çуралнă вырăн | Вăрманкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, СССР |
| Вилнĕ вăхăт | 2005, утă, 16 |
| Вилнĕ вырăн | Чăваш Республики, Шупашкар |
| Професси | опера артисчĕ |
| Гражданлăх |
|
| Хастар çулсем | 1975 - х.в. |
| Театр | Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ |
| Рольсем | Палля, Тевенеш, Ленский, Ватă Фауст, Ромендадо, Лёнька. |
| Спектакльсем | «Шывармань», «Чакка», «Евгений Онегин», «Фауст», «Кармен» «В бурю» |
Виталий Ильич Гордеев (1948 çулхи çурла, 5, Вăрманкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР — 2005, утă, 16, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш опера юрăçи (лирика тенорĕ)[1]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1948 çулхи çурлан 5-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи (Чăваш АССР) Вăрманкас ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти мусăк вĕрентĕшĕнче (1974, И.В. Калентьев класĕ) пĕлӳ илнĕ, Хусанти патшалăх консерваторинче (1979, В.А. Воронов класĕ) вĕреннĕ.
Чăваш патшалăх телерадиокомпани хорĕнче (1968-па) юрланă, Киев вăрçă тăрăхĕн юоăпа ташă ансамблĕнче хĕсметре тăнă (1969–71).
1979–86 çулсенче — Чăваш мусăк театрĕн солисчĕ, 1986-па Чăваш патшалăх филармонинче, «Çавал» ансамблĕн солисчĕ. 1993–98 çулсенче «Ялан» ансамблĕн ертӳçи тата солисчĕ.
Гастрольсене Венгрие, Ирландие, Англие çӳренĕ.
2005 çулхи утăн 16-мĕшĕнче, Шупашкарта вилнĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Википеди:Портретсăр çынсем пирки статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1948 çулта çуралнисем
- Çурлан 5-мĕшĕнче çуралнисем
- 2005 çулта вилнисем
- Утăн 16-мĕшĕнче вилнисем
- Чăваш юрăçисем
- Раççей юрăçисем