Григорьева Дарья Никитична
Ӳкерчĕк:Григорьева Дарья Никитична.gif | |
Çуралнă вăхăт | 1913, пуш, 4 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Туктамăш, Кăрмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни |
Вилнĕ вăхăт | 2001, нарăс, 19 |
Вилнĕ вырăн | Туктамăш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Ен, РФ |
Гражданлăх |
![]() |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Дарья Никитична Григорьева (4.3.1913, Туктамăш, Кăрмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ — 19.2.2001,Туктамăш ялĕ, [[Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Ен, РФ) — Свердловск облаçĕ, Шурă Çыр районĕ, «Храмцево» совхоз) — доярка, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1966).
Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1913 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче ялти çĕр ĕçĕпе пурăнакан йышлă çемьере Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш уесĕнчи (халĕ — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ) Туктамăш ялĕнче çуралнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн, килте хуçалăха тытса пымалла пулнипе, шкула çӳреме пăрахнă.
1936 çулта упăшкипе пĕрле Свердловск облаçне куçса кайнă, унта Шурă Çыр районĕнчи «Храмцево» колхозра поварта ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче трактор çине ларнă. Вăрçă вĕçленсен ĕне фермине ĕçе куçнă. 1960 çулта кашни ĕнерен 5 пин литр сĕт суса илнĕ. Çак фермăра ĕçленĕ тапхăрта пĕр миллион çурă литр сĕт суса илнĕ. Ял хуçалăхĕнче питĕ лайăх ĕçленĕшĕн 1966 çулта хастар хĕрарăма Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ ячĕпе тивĕçтернĕ.
Темиçе хутчен Пĕтĕм Союзри куравсене хутшăннă.
1992 çулта тăван яла таврăннă та 2001 çулта виличченех пурăннă.
Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ — СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1966 çулхи пушăн 22-мĕшĕнчи хутайĕпе,
- «Çурлапа Мăлатук» медаль (1966);
- Ленин орденĕ (1966)
Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Хĕрлĕ Чутай ялĕнче Çĕнтерӳ лапамĕнче Дарья Григорьевăна асăнса мемориал хăмине вырнаçтарнă[1].
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Красночетайская земля гордится землячкой Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чувашская энциклопедия Архивленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2020 çулта.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Биография
- Культурно-историческое наследие села Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Туктамăшра çуралнисем
- Хĕрлĕ Чутай районĕнче вилнисем
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Википедия:Статьи с изображениями: заполнить свойство P18 в Викиданных
- Википедия:Статьи с изображениями: заполнить свойство P373 в Викиданных