Данилов Михаил Данилович
Курӑнакан калӑплав
Михаил Данилов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Данилов Михаил Данилович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1881, утă, 7 |
Çуралнă вырăн: | Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1937 |
Вилнĕ вырăн: | Тăвай районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш куçаруçи тата сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1975 - 2014 |
Жанр: | юмах, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Данилов Михаил Данилович — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи. 1881 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енӗш Нӑрваш (халь Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1937 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1901 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1901–1911 ҫулсенче Елчӗкри шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1911 ҫулта Хусанти миссионер курсне вӗренме кӗнӗ[1].
1917 ҫул хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентнӗ, пичет органӗсенче ӗҫленӗ музейра вӑй хунӑ.
Пултарулӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1912 ҫулта «Вӗре ҫӗлен» юмаха сӑвӑласа кӑларнӑ. 1922 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх пӗрремӗш инсценировка хатӗрленӗ. 1935 ҫулта «Сунтал» журналта[2] унӑн «Чухӑн Мӗтри» сӑвӑллӑ юмахӗ пичетленсе тухнӑ.
Михаил Данилов Николай Гоголӗн тата Лев Толстойӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнипе паллӑ[1].
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чухӑн Мӗтри» пичетленнӗ «Сунтал» журнал (25–28 страницӑсем)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634 с. — 134–135 с.
- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/suntal_0_1935007.pdf
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Çĕрпӳ уесĕңче çуралнисем
- Тăвай районĕнче вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- 1881 çулта çуралнисем
- Утăн 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 1937 çулта вилнисем
- Пайăр çынсем:Тăвай районĕ
- Енĕш Нăрваш