Данилов Николай Фёдорович (çыравçă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Данилов Николай Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1901, раштав, 10
Çуралнă вырăн: Чĕмпĕр, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1969, кăрлач, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: текстологи, фольклор,
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Данилов Николай Фёдорович (1901, раштав, 10, Чĕмпĕр хули, Чĕмпĕр кĕперни — 1969, кăрлач, 28, Шупашкар, Чăваш АССР) — критик, халăх пултарулăхне пухакан, текстолог.

СССР ÇП пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.

«Хĕрлĕ Çăлтар» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901 çулхи раштавăн 10 Чĕмпĕр хулинче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче, вĕрентекенсен семинаринче, Халăх çутĕç институчĕнче вĕреннĕ. Вăрçăра Тăван Çĕршыва хӳтĕленĕ.

«Сунтал» журнал редакциĕн секретарĕ, «Канаш» хаçатăн редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче ĕçленĕ.

1969 çулхи кăрлачăн 28 Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

К. Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, И. Яковлевăн, Яков Ухсайĕн, К. Турханăн тата ыттисен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.

— К.Иванов, Çеçпĕл Мишши çырнисен пуххисене ăслав хушнă пек майлаштарса кăларнă.

— Ытти халăхсен çыравçисен ĕçĕсене чăвашла, чăвашлисене вырăсла куçарнă.

Вăл пухнă халăх пултарулăхĕсем темиçе кĕнекере пичетленсе тухнă:

  • «Чувашские и народные сказки» (чăваш тата халăх юмахĕсем, 1949);
  • «Сказки и предания чувашей» (чăвашсен юмахĕсемпе халапĕсем, 1963);

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]