Деревщикова Екатерина Александровна
Екатерина Деревщикова | |
Çуралнă чухнехи ят: | Екатерина Александровна Деревщикова |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1929 çу, 18 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2006, юпа, 19 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ |
Професси: | совет актёрĕ |
Карьера: | 1939—1988 |
Чыславсемпе парнесем: |
Екатерина Александровна Деревщикова (18.5.1929, Мускав, РСФСР, ССРП — 19.10.2006, Мускав, РФ) — совет киноактриси, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1999).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Е. А. Деревщикова 1929 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ — дипломат, ăна 1934 çулта аресленĕ те тĕрмере вара тиф чирĕпе вилнĕ.
Катя Деревщикова киноэкран çине Александр Разумный режиссёр ӳнерленĕ «Личное дело» (1939) фильмра тухнă. «Тимур и его команда» паллă кинофильмри Женя ролĕ вара хĕрачана пĕтĕм çĕршыври мухтава тивĕçтернĕ.
1944 çулта экзамен тытмасăрах РПКИ актёрсен факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренме тытăннă.
17 çул тултарсан «Каменный цветок» юмахра Катерина рольне сăнарланă. Çав çултах «Центр нападения» камитре тĕп рольте вылянă.
1950-мĕш çулсенче, качча кайсан, Киевре пурăннă, Леся Украинка ячĕллĕ театр труппинче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш упăшки — киеври режиссёр, актёр Игорь Земгано (Юцевич).
Упăшкинчен уйрăлсан Мускава куçса килнĕ те хутран-ситрен ĕçлесе пурăннă. 1960-мĕш çулсен варринчен пуçласа С. В. Образцов ячĕллĕ тĕп пукане театрĕнче хĕсметре.
Пĕччен пурăнсах вилĕме хăйĕн пурнăçĕн 78-мĕш çулĕнче 2006 çулхи юпан 19-мĕшĕнче, кĕтсе илнĕ. Кремациленĕ хыççăн, Мускаври Дон çăвинче (22-мĕш колумбарий, 16-мĕш секци) пытарнă[1][2].
Пайăр пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш упăшки — киеври режиссёр, актёр Игорь Земгано (Юцевич).
- Иккĕмĕш упăшки — поляк Пётр Щчесьневски.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çул | Ячĕ | Роль | |
---|---|---|---|
1988 | ф | Дон Жуан (фильм-спектакль) | эпизод |
1985 | ф | Буратино темкурни (фильм-спектакль) | Буратино |
1972 | ф | Тĕлĕнтермĕшлĕ концерт | темиçе роль |
1970 | ф | Салтак тата тухатмăш (фильм-спектакль) | Королева |
1963 | ф | Кĕске историсем | (титрта çук) |
1961 | ф | 10000 арçын ача | Имя персонажа не указано |
1946 | ф | Тапăну центрĕ | Лена |
1946 | ф | Чул-чечек | Катенька |
1944 | ф | Зоя | Зоя тус-хĕрĕ (титрта çук) |
1942 | ф | Тимур тупа туни | Женя Александрова |
1940 | ф | Тимур тата унăн команди | Женя Александрова |
1939 | ф | Харпăр ĕç | Катя |
Мультфильмсене сасă çырни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (1999)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мускавра çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- 1929 çулта çуралнисем
- Çăвăн 18-мĕшĕнче çуралнисем
- 2006 çулта вилнисем
- Юпан 19-мĕшĕнче вилнисем
- РПКИ-ре вĕренсе тухниисем
- ССРП пуканеçисем
- XX ĕмĕрти пуканеçĕсем
- Дон çăвинче пытарнисем
- Пайăр çынсем:С. В. Образцов ячĕллĕ пукане театрĕ