Джемаль Гейдар Джахидович
Гейда́р Джахи́дович Джема́ль (чӳк, 6 1947, Мускав) — раççей ислам ĕçченĕ, философ, политолог, сăвăç тата этем пĕрлĕх ĕçченĕ. Раççейри ислам комитечĕн председателĕ; Ислам-арап халăх конференци йĕркелĕвĕн (ОИАНК) пĕрмайхи пайташĕ; Раççейри Сулахай фронтăн координаци канашĕн пайташĕ; Раççей Федерацин наци ассамблейин депутачĕ. Тĕн енĕпе — мăсăльман-шиит.[1]
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гейдар Джемаль 1947 çулхи чӳкĕн 6-мĕшĕнче Мускавра ӳнерçĕпе профессиллĕ юланут çемьинче çуралнă. Джахид Джемалĕн ашшĕ — азербайджан, амăшĕ — Ирина Шаповалова — вырăс. Ашшĕ юнĕпе Джемаль Туçи Карабахри бек çемьинчен, Сарыджали ханĕсен йĕррипе Панах Али-хан карабах ханĕн нĕселĕ шутланать[2] , кукаçи, Игорь Шаповалов Кĕçĕн театрăн директорĕ, кайран СССР культура министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Ирина Шаповалова Джемаля 18 çулта çуратнă та тепĕртакран упăшкинчен уйрăлать. Иккĕмĕш упăшки вăрçă морякĕ пулнă, унпа вăл Эстоние тухса каять. Темиçе çултан вăл, виççĕмĕш упăшкипе Мускава таврăнать, Дуров кĕтесĕнче ĕçлет. Гейдара кукамăшпе кукаçи пăхса ӳстереççĕ.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Дауд vs Джалут (Давид против Голиафа). — Социально-политическая мысль, 2010. — ISBN 978-5-91579-046-8
- Стена Зулькарнайна. — Социально-политическая мысль, 2010. — ISBN 978-5-91579-047-5
- Фузеи и Карамультуки. — Социально-политическая мысль, 2010. — ISBN 978-5-91579-040-6
- Революция пророков. — М.: Ультра.Культура, 2003. — ISBN 5-98042-018-5
- Освобождение ислама. — УММА, 2004. — ISBN 5-98587-006-5
- Окно в ночь. Стихотворения. — Екатеринбург: Ультра.Культура, 2004. — ISBN 5-9681-0020-6
- Исламская интеллектуальная инициатива в XX веке. — UMMAH, 2005. — ISBN 5-98587-017-0 (под общей редакцией Г. Джемаля)
- Ориентация — Север. — Ультра.Культура, 1979. — ISBN 5-98042-018-5
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ От имени всех мусульман…
- ^ ДЖЕМАЛЬ Гейдар Джахидович - БД "Лабиринт" (выр.), База данных "Лабиринт.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Гейдар Джемалĕн официаллă сайчĕ (кĕнекесем, статьясем, сăвăсем, видео) Архивленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012 çулта.
- Гейдар Джемалĕн блогĕ, livejournal
- Раççейри ислам комитечĕн оф сайчĕ
- Интерсоюз (официальный сайт Интернационального союза поддержки трудовых мигрантов) Архивленĕ 23 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
- Блог Гейдара Джемаля в Гайдпарке
- Гейдар Джемалĕн пайăр сайчĕ
- Гейдар Джемаль. Махачкала 2011
- «Философские чтения» с Гейдаром Джемалем Архивленĕ 6 Пуш уйӑхӗн 2012 çулта.
- Г.Джемаль в трактовке Марина Леско «Предвестник абсолюта»
- Все видео и аудио Гейдара Джемаля (торрент файл) Архивленĕ 24 Ака уйӑхӗн 2017 çулта.