Контент патне куҫ

Дмитриев Иван Митрофанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Дмитриев
Тулли ят Дмитриев Иван Митрофанович
Çуралнă вăхăт 1884 çулхи пушăн 28-мĕшĕ (акан 9-мĕшĕ)
Çуралнă вырăн Кĕçĕн Кипек ялĕ, Хусан кĕперни (хальхи Чăваш Республики, Вăрнар районĕ), Раççей империйĕ.
Вилнĕ вăхăт 1911 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Раççей империйĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Чĕмпĕр
Патшалăх Раççей империйĕ
Профессисем хор дирижерĕ, педагог
Жанрсем классика

Иван Митрофанович Дмитриев (28.03(09.04)1884-1911) — чăваш мусăкçи, Тимофеева Ксениян тата Дмитриев Митрофан Дмитриевичăн ывăлĕ.

Хальхи Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Явăш (халь Кĕçĕн Кипек) ялĕнче çуралнă.

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти хакал семинарие вĕренме кĕрет, анчах пĕрремĕш класс хыççăн тухса каять (1901). Хусанти вĕрентӳçсен семинаринче экстерн енĕпе вĕренсе тухать (1902). Çулталак хушши Пăваялĕнче (хальхи Вăрнар районĕ) чиркӳ приход шкулĕнче ĕçленĕ.

Санкт-Петербургри патша кил çумĕнчи капеллăра регент уйрăмĕнче вĕреннĕ.

1906-1911 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче музыкăна вĕрентнĕ. Хорпа юрлама «Пиçи-пиçми çырлишĕн» пĕрремĕш чăваш юррине хайланă.

Вĕренекенсемпе "Патшашăн-пурнăç" оперăн пайĕсен нумай çĕрте кăтартнă. Декорцисене Иванов К.В. хатĕрленĕ. [1] 1911 çулта чахоткăпа чирлесе вилет.

  • И. Я. Яковлев, Моя жизнь: Воспоминания, М.: Республика, 1997, 696 с.
  • Эсливанова, К. Н. Нихӑҫан манӑҫми Иван Митрофанович... / К.Эсливанова ; Иван Ахрат [хатӗрленӗ] // Хыпар. - 2003. - 27 раштав

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Яковлев И.Я. Манăн пурнăç: Асаилӳсем. — Мускав: Республика, 1997. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2