Думилин Илья Петрович
Курӑнакан калӑплав
Думилин Илья Петрович, — сăвăç. 1911 çулхи утă уйăхĕн 9 Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Патăръел районĕ) Тăрăн ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вăрçăра пуçне хунă.
1945 çулта ăна вилнĕ хыççăн СССР ÇП членĕ шутне кĕртнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анат Туçари колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Патăръел районĕнче киномеханик пулса пĕр хушă вăй хунă. «Канаш» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ.
Кайри Çурçĕрте вĕрентекен пулса вăй хунă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Канаш» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ вăхăтра литература ĕçĕпе кăсăкланма пуçланă. 1934 çулта унăн «Хумсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех унăн сăввисене уйрăм сăвăсен пуххисенче пичетленĕ: «Сердце, пробитое пулей» (1975), «До последней капли» (1980).
Çавăн пекех унăн сăввисем «Сунтал» тата «Хатĕр пул» журналсен страницисем çинче пичетленнĕ.