Дуняк Александр Александрович
Александр Александрович Дуняк | |
Çуралнă вăхăт: | 1913, пуш, 8 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Чĕмпĕр облаçĕнчи Барыш |
Вилнĕ вăхăт: | 2008, чӳк, 14 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар |
Професси: | XX ĕмĕрти СССР, Раççей театр актёрĕ |
Гражданлăх: | ССРП → РФ |
Хастар çулсем: | 1933 - 1980 |
Театр: | Шупашкарти патшалăхăн вырăс драма театрĕ |
Александр Александрович Дуняк (пуш, 8, 1913, Чĕмпĕр облаçĕнчи Барыш - чӳк, 14, 2008, Шупашкар) — совет, раççей тата Шупашкарти патшалăх вырăс драма театрĕн актёрĕ. ЧАССР халăх артисчĕ (1956), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970).
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пулас актёр Чĕмпĕр облаçĕн Барыш станцинче чукун çул ĕçченĕн Александр Викентьевич Дунякпа арăмĕн, Анфисан кил-йышĕнче çуралнă. Ачине вĕсем хальхи Самар облаçĕнчи Троицко-Куроедово салин чиркÿнче шыва кĕртнĕ. Вĕсен нумай ачаллă çемьи туслă пулнă.
Мĕн ачаллах ăна театр ĕçĕ тыткăнланă. Вара вăл Чулхулари кĕвĕпе театр техникумне вĕренме кĕрет. Кунта вăл паллă вăрентекенсенчен актёр ĕçне хавхаланса вĕреннĕ. Вăл вĕсене яланаххисеплĕн асăннă — РСФСР халăх артисчĕне Н. А. Левкоева, Г. Яворовскине, Н.Савина тата ыттисене.
1933-мĕш çулта вĕренÿ вĕçленнĕ тĕлне техникума Шупашкарти Вырăс драма театрĕ валли артист суйлама И.А. Слободский режиссёр пынă.
1941–1945-мĕш çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл Мускава хÿтĕлет, Украинăра, Крымра çапăçать, темиçе хут аманнă пулин те вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăнать.
1945-мĕш çулта тăван театăра таврăнать, хăйĕн таланчĕпе халăха савăнтарать.
Ролĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]50 çула яхăн театрта ĕçленĕ май вăл 300 роль ытла вылянă. Актёр хăй ытларах кăмăлланă асра юлнă рольсенчен çаксене палăртнă: А.Н. Островскин «Бесприданница» хайлавĕнчи Карандышев ролĕ, «На всякого мудреца довольно простоты» хайлавĕнчи Глумов ролĕ, А.М. Горькин «Дети солнца» хайлавĕнчи Протасов ролĕ, А.П. Чеховăн «Три сестры» хайлавĕнчи Тузенбах ролĕ, Л.Н. Толстойăн «Власть тьмы» хайлавĕнчи Никита ролĕ.
- Фрондосо, Менго («Лауренсия» Лопе де Вега)
- Граф Альмавива («Женитьба Фигаро» Бомарше)
- Лест Кейн («Дженни Герхард» Т. Драйзер)
- Карандышев («Бесприданница» А.Н. Островский)
- Глумов («На всякого мудреца довольно простоты» А.Н. Островский)
- Окаемов («Красавец мужчина» А.Н. Островский)
- Протасов («Дети солнца» А.М. Горький)
- Тузенбах («Три сестры» А.П. Чехов)
- Войницкий («Дядя Ваня» А.П. Чехов)
- Никита («Власть тьмы» Л.Н. Толстой)
- Кондрат Майданников («Поднятая целина» М.А. Шолохов)
- Горбачёв («Молодой человек» Г. Мдивани тата А. Киров)
- Кент («Король Лир» В. Шекспир)
- Швандя («Любовь Яровая» К.А. Тренёв)
- Рыбаков («Кремлёвские куранты» Н.Ф. Погодин)
- Горький («Грозовой год» А.Я. Каплер)
- Дзержинский («Именем революции» М.Ф. Шатрова)
- Инсаров («Накануне» И.С. Тургенева)
- Дервиш («В ночь лунного затмения» М.С. Карима)
- Азамат («Тудимер» Я.Г. Ухсая)
- Андрей Ефремов («Что же такое счастье» Н.Т. Терентьева)
- Князь («Униженные и оскорблённые» Ф.М. Достоевского)
- Дед Наум Евстигнеевич («Характеры» В.М. Шукшина)
- Потугин («Дым» И.С. Тургенева)
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1947)
- ЧАССР халăх артисчĕ (1956)
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970)
- Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ (1973)
- Орден Отечественной войны 2-й степени
- Медаль «За оборону Москвы»
- Медаль «За отвагу».
- Медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.»
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ольга Дуняк. Полвека на сцене//ЛИК — Литература.Искусство.Культура — #4, Чебоксары, 2013