Еланова Мария Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Мария Еланова
Çуралнă чухнехи ят: Мария Ивановна Еланова
Çуралнă вăхăт: 1963, нарăс, 3
Çуралнă вырăн: Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, СССР
Професси: опера артисчĕ
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Хастар çулсем: 1991 - х.в.
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Розина; Джильда, Виолетта, Лейла, Микаэла, Констанца, Недда, Марфа, Иоланта, Адель, Валентина
Спектакльсем: «Севильский цирюльник», «Риголетто», «Травиата», «Искатели жемчуга», «Кармен», «Похищение из сераля», «Паяцы», «Царская невеста», «Иоланта», «Летучая мышь», «Весёлая вдова»
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1997), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008)
IMDb: ID http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=2344

Мария Ивановна Еланова (1963, нарăс, 3, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР) - опера артисчĕ, сопрано.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1997), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008).

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1963 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче (Чăваш АССР) çуралнă.

Чулхулари М. И. Глинкă ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1991 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ.

1997-2000 çулсенчеВена хулинче ăсталăх курсĕсенче вĕреннĕ. Репертуарĕ: Розина ("Севильский цирюльник"), Виолетта ("Травиата"), Джильда ("Риголетто"), Констанца ("Похищение из сераля"), Недда ("Паяцы"), Лейла ("Искатели жемчуга"), Марфа ("Царская невеста"), Тоска ("Флория Тоска").

М. Еланова "Тĕрĕк Оперин Йăла Кунĕсем" (Турккă Республики, Çурçĕр Кипр) VI-мĕш фестивалĕнче Чăваш республикин ӳнер элчи пулнă. Çĕркаç ама патши ролĕпе ("Асамлă флейтă") Анкара (Турци) хулин опера театрĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Темиçе хутчен те ăна Венăри Гизи Хеллерĕн паллă кĕвĕ салонĕнче юрлама чĕннĕ, Петĕр Дворски (Чехи, Словаки) фестивалĕн коцертĕсене хутшăннă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]