Контент патне куҫ

Елем Семён Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Семён Елем
Çуралнă чухнехи ят: Яковлев Семён Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1914
Çуралнă вырăн: Кивĕ Ирчемес ялĕ Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, (халĕ Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Республики)
Вилнĕ вăхăт: 1943
Вилнĕ вырăн: вăрçăра
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Елем Семён Семёнович (чăн хушамачĕ Яковлев), — чăваш сăвăçи. 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă.

1914 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Кивĕ Ирчемес ялĕнче çуралнă.

Етĕрне педагогика техникумĕнче ăс пухнă, кайран Етĕрне районĕнчи Палтай шкулне ачасене вĕрентме кайнă.

1943 çулта вăрçăра пуçне хунă.

Сăввисене «Сунтал» журналта, хаçатсенче пичетленĕ.