Еллиев Ефрем Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ефрем Еллиев
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Сĕнчел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Аксу районĕ, Тутарстан), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: чӳк, 1942
Вилнĕ вырăн: Калинин фрончĕ
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, драматургĕ.

Еллиев Ефрем Васильевич, (1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ, Сĕнчел ялĕ, Аксу районĕ, Тутарстан1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Калинин фрончĕ)— чăваш прозăçи, драматургĕ.

СССР ÇП 1962 çулта вилнĕ хыççăн илнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ефрем Еллиев 1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Тутарстанăн Аксу районĕнчи Сĕнчел ялĕнче çуралнă. Вырăнти ял шкулĕнче вĕренсе тухсан Чистай педагогика техникумĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ.

1926-1932 Сĕнчел, Анат Палантин, Егоркино тата Саврушкино (Тутарстан) ялĕсенче вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ.

Мускав университетĕнче, Хусан пединститучĕн вырăс чĕлхипе литературин факультечĕнче пĕлӳ пухнă хыççăн 1935-1941 çулсенче Аксу педагогика училищинче чăваш тата вырăс чĕлхисен вĕрентӳçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ирĕк кăмăлĕпех салтака тухса кайнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Калинин фрончĕнче паттăрлă çапăçса пуçне хунă.

Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калавсем, очерксем, пьесăсем çырнă. «Хапха», «Чĕн тилхепе», «Арăм» калавсем паян та лайăх вуланаççĕ. «Пирĕн телей çавăн пек» пьесине Çамрăксен театрĕ ăнăçлă лартать.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Калавсем» (1963);
  • «Суйласа илнисем» (1973);
  • «Рассказы» (Калавсем, вырăсла, 1983);
  • тата ыттисем.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]