Еткер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку сăмаха Каçал таврашĕнчи Эткер ялĕн ячĕпе пăтраштармалла мар

Еткер, ăруран ăрăва куçакан мĕн те пулин, вăл шутра:

  • пулăмăн хăйĕн пĕтĕмĕшле ячĕ,
  • çавнашкал майпа куçакан объект.

Еткер — ĕлĕххи вăхăтсенчен юлнă культура, йăла-йĕрке тата ытти пулăмсен палăрăмĕсем. Тепĕр чухне сăмахри малтанхи сасса урăхла та палăртаççĕ: эткер. Пурнăçра апла та, капла та калани-çырни тĕл пулать. Çаванпа та çакна халлĕхе "тăрăлса çитеймен" теме тивет.

Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнче[1]:

« (jэт'к'эр), locus, местность. Орау. Çав еткертех нумай пулас пулать-ĕçке-ха çырла (в этой местности).
Наследие. СПВВ. Х. «Еткер; ашшĕ еткерĕ юлнă, наследие, мул». Чăв. Ист. 14. Çаксемсĕр пуçне, авалхи чăвашсенĕн еткерĕсем çинчен çыракансем тата пур.
»

М. Скворцов сăмахсарĕнче (1982)[2]:

« Еткерçĕ — наследник »

В. Г. Егоров сăмахсарĕнче (1964)[3]:

« 1. «собственность», «имущество»; 2. «наследство». Заимствовано из перс. (йадгар) «сувенир», «вещи, подаренные, оставленные на память». »

Ытти пĕлтерĕшсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунсăр пуçне[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]